Ешĕл Васан

Ешĕл Айлăм (тут. Yəşel Üzən, Яшел Үзән, улăхри мари Парат) — (1932) (Раççей), Тутарстан республикин Ешĕл Васан районĕ.
Халăхĕ 99,6 пин çын (2005).
1865 çулта Капачиçи чиркӳ ял ячĕпе никĕсленнĕ.
Диалект[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ешĕл айлăм (тайлăм, йăлăм, уйлăм,)
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хула Атăлăн сулахай çыранĕнче, Хусантан 38 çм вырнаçнă. Ешĕл айлăм районĕ Чăваш Республикипе тата Мари Элпе чикĕ тытать.
Хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ФПУП ПО «Завод имени Серго» (компания POZIS) (машиностроение)[1]
- ОАО «Зеленодольский завод им. А. М. Горького»[3] (судостроение, титановое литье)
- УАО «Зеленодольский фанерный завод»
- УАО «Поволжский фанерно-мебельный комбинат»
- Зеленодольский машиностроительный завод (филиал Казанского моторостроительного производственного объединение)
- Зеленодольский шпалопропиточный завод
Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăх йышĕ, çулсем (пин çын)[4]
Çул | 1939 | 1959 | 1962 | 1967 | 1970 | 1973 | 1976 | 1979 | 1982 | 1986 | 1989 | 1992 | 1996 | 1998 | 2000 | 2001 | 2003 | 2005 | 2006 | 2007 |
Шучĕ | 30.2 | 60.5 | 66 | 72 | 77 | 82 | 84 | 84.5 | 86 | 91 | 94.1 | 98.7 | 101.1 | 100.9 | 100.2 | 99.6 | 100.1 | 99.6 | 99.2 | 99.0 |
Çутĕç[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ешĕл Айлăмра тĕрлĕ тĕслĕ пĕлӳ паракан кермен-шкул вырнаçнă.
Пĕрлехи вăтам пĕлӳ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- 59 тĕрлĕ тĕслĕ шкул: 15169 вĕренекен:
- 4 гимнази;
- 2 лицей;
- 3 шкул ятарлă уйрăм ăслăлăха вĕрентекен
- 1 прогимнази;
- 2 коррекци шкулĕ;
- 2 уçă смена шкулĕ;
- 1 шкул хушшинчи вĕренӳ комбиначĕ: 1500 вĕренекен
Культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Музейсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Ешĕл Айлăм халăх пултарулăĕпе этнографи музейĕ, 1978 çулта никĕс хунă, 1980 çулта уçнă. 7000 яхăн виçе япала упранать, вĕсенчен 6000 ытла япали тĕп фондĕнче.[5]
- Карап тăвакан А. М. Горький ячĕллĕ заводăн Вăрçăпа Ӗçлĕх музейĕ, 1970 çулта никĕсленĕ. 15000 яхăн виçе япали упранать.
- Константин Васильевăн астăвăм музейĕ, 1994 çулта никĕсленĕ. 1996 çулхи кăрлач, 10 уçнă[6] (ӳкерчĕк галерейи [7])
Мемориалсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Пĕчĕк бронекатер N75 «Калюжный», Тĕп конструкторĕ Ю. Ю. Бенуа (ЦКБ-32). Бронекатера 1942 çулта ĕçченсем хăйсен ирĕкĕпе укçа пуçтарса тунă, шыва 1942 çулĕн вĕçĕнче антарнă та 1943 çурла, 5 Атăл-Каспи вăрçă флотилийĕ шутне кĕртнĕ. 1944 çулхи ака, 13 Танай вăрçа флотилине куçараççĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче 1939—1945 çç.: Ясса-Кишинев 1944, çурла, 20-29, Будапешт 1944 çулхи юпа, 29 тата Вена 1945 çулхи пуш, 16 — ака ,15 тапăну операцисене хутшăннă. 1967 çулта палăк вырăнне кĕртнĕ. Техника пахалăхĕсем: 29,3 т; 22,6х3,5х0,5 м; 850 л.в.; 20 уз; 250 миль; 1 — 76,2-мм турул кĕпçи, 3 — 12,7-мм пулемёт, 36 тарăн бомбă; 13 çын.
Транспорчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Массăллă хыпар хатĕрĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Инçекурав[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пур телеканала тытса илет: Хусан, (çӳллĕ антеннăпа) Чăваш Республикин (Пĕрремĕш канал, РФ, НТВ)
«Ешĕл Васан» телекомпание 1990 çулта никĕсленĕ. 2007 çулта эфирте тухма пăрахнă, кабель витĕр янă.
Пичет кăларăмĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- «Зеленодольская правда» хаçат— старейшая газета города, издается с 1929 года.
- «Яшел Үзән» хаçат — образовалась в 1995 году.
- «Наш Зеленый Дол. Зеленодольск» хаçат— «Зеленый Дол» телекомпанийĕн харпăр хатĕрĕ (1994, юпа, 10)
Тĕн[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Зеленодольск — нумай халăхлă, нумай конфессиллĕ хула. Ешĕл айлăм муниципаллă район территоринче 63 тĕн йĕркеленӳлĕхĕ, çав шутра мăсăльман — 40, православин — 17, урăххи — 6.
Мăсăлман тĕн çурчĕсем — 39
- Мечетсем — 37 (хулара — 3, вĕсенчен 2 туса хăпартаççĕ, районта 34, вĕсенчен 3 тăваççĕ)
- Кĕл тумалли çуртсем — 1 (районта)
- Медресе — 1 (хулара)
Православи — 17
- Чиркӳсем — 10 (хулара-3, районта —7)
- Мăнастырьсем — 2 (районта)
- Мăнастăрь (кил картиллĕ — 3 (хулара — 1, районта — 2)
- Часовньăсем — 2 (хулара — 1, районта −1)
Урăххисем — 6
- Чиркӳсем — 3
- Харпăр çуртсемпе хваттерсем −3
Çыхăну[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халĕ малтанхи (пралуклă) çыхăнăва пĕр оператор "Филиал ОАО "Таттелеком" Зеленодолький РУЭС" тытса пырать.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ ФПУП ПО «Завод имени Серго» Архивленĕ 4 Ҫу уйӑхӗн 2008 çулта.
- ^ Информация о работе технической инспекции труда Федерации профсоюзов Республики Татарстан в 2006 году Архивленĕ 5 Ҫӗртме уйӑхӗн 2015 çулта.
- ^ ОАО «Зеленодольский завод им. А. М. Горького» Архивленĕ 29 Кӑрлач уйӑхӗн 2016 çулта.
- ^ Ешĕл Айлăм. «Ман хула» халăх энциклопедийĕ. Тĕрĕсленĕ 2008, çурла, 5.
- ^ МУЗЕИ ТАТАРСТАНА Архивленĕ 25 Ҫӗртме уйӑхӗн 2008 çулта.
- ^ Музей Константина Васильева
- ^ Картины Константина Васильева Архивленĕ 18 Раштав уйӑхӗн 2008 çулта.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Ешĕл Айлăм муниципаллă районĕн сайчĕ Архивленĕ 29 Юпа уйӑхӗн 2008 çулта.
- Ешĕл Айлăм
- Ешĕл Айлăм хулан хыпар порталĕ
- Ешĕл Айлăмри банксем Архивленĕ 28 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- Ешĕл Айлăм хулин рок-этеплĕхĕ Архивленĕ 26 Пуш уйӑхӗн 2009 çулта.