Контент патне куҫ

Торинкасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Торинкасси
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районМуркаш
Ял тăрăхĕ[[ял тăрăхĕ|]]
Координатсем55° с. ш. 46° в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Этнохоронимтуринкассем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83541
Почтă индексĕ429534
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ
Торинкасси (Раççей)
Точка
Торинкасси (Чăваш Ен)
Точка
Торинкасси ялĕ

Торинкасси, — Муркаш районĕнче вырнаçнă ял. Ял Шупашкартан 61 çухрăмра, Муркашран 8 çухрăмра ларать.

Ял ячĕ авалхи чăвашсен Торин ятĕнчен тата касси сăмахĕнчен пулнă.

2002 çулхи перепись тăрăх ялта 39 кил шутланнă, 102 çын пурăннă. Яла шыв, газ кĕртнĕ. Ял çывăхĕнче асфальтлă çул иртет.

1859 çулхи хыпар кĕнекинче Теринкасси пек çырса хăварнă. Вал вахăтра ялта 23 кил шутланнă.

1926 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕччен Етĕрне уесĕн Чăваш Сурăм вулăсне, каярах Шупашкар уесĕн Шурча вулăсĕнче шутланнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Тутаркас районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Ишлей районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 8 хыççăн Тутаркас районне, 1939 çулхи кăрлач уйăхĕн 16 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1944 çулхи пуш уйăхăн 30 хыççăн Муркаш районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1964 çулхи пуш уйăхĕн 11 хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районне кĕрет.

1924 çулта 46 килте 192 çын пурăннă.