Контент патне куҫ

Тутиел

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ял
Тутиел
Тутиел
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕТутарстан
Муниципаллă районПăва
Ял тăрăхĕЛашчипуç
Координатсем55°03′05″ с. ш. 48°03′12″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлануурамсем
Пурăнан вырăн Ял
Наци йышĕчăвашсем, тутарсем
Конфесси йышĕправославсем
Этнохоронимтутиелсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 84374
Почтă индексĕ422419
Автомобиль кочĕ16, 116, 716
ОКАТО кочĕ92 218 000 024
Тутиел (Раççей)
Точка
Тутиел (Тутарстан)
Точка

Тутиел, (тут. Тутай, выр. Тойгильды)— Тутарстанăн Пăва районĕнчи ял. Кунта чăвашсемпе пĕрлех кăштах тутарсем те пур.

Ял тытаăмĕ, йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Урамсен вырăсла ячĕсем: ул. Октябрьская, ул. Полевая, ул. Речная, ул. Школьная[1]. Чăвашла ятсем паллă мар.

Уйрăм çын монологĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăван ялăм, савнă ТутиелĕмÇур çĕр иртсен çĕр çине эп килнĕ,Ман çăлтăрăм тÿпере йăл илнĕ.Тăван ялăм, савнă Тутиелĕм,Эс ман пурнăçăм, çутă тивлетĕм.Тутиелĕм – ачалăхăм сăпки,Пылак кунта тĕтĕмĕн те унки.Тăван енĕм – Тутарстан çĕршывĕ,Пăва тăрăхĕ – ман чун сиплевĕ.Тавраллах çырма-çатраллă ялăм,Вунă çуртлă çеç ман тăван кассăм.Умран Кĕрлевкĕ шывĕ шăранать,Аял касран Лащчă[2] шывĕ юхать.Ун çулĕ - Лащ Таяпа[3] ялĕнчен-Чăваш енрен, Лащчăпуç[4] çумĕнчен,Тутиел çумĕпе юхса иртет,Чăваш Шуршуне, Чеçкепе çитет…Тракторсемпе пÿлсе Лащчă шывне,Пысăк пĕве пĕвеленĕ ятне.Пĕчĕк утрав та пур ун варринче,Чарлансем чÿхенеççĕ хум çинче.Кирек те мĕнле çанталăкра та,Шартлама хĕл сиввинче, çумăрта,Пулăçсем килеççĕ халь таçтан та,Чăваш енĕ те, Чĕмпĕрĕ кунта.Пĕчĕк пулин ялăм, Тутиелĕм,Пурнăçĕ хуларинчен те селĕм:Çулла ем-ешĕл çерем таврара,Çырли, пахча çимĕçĕ - пахчара.Выльăх-чĕрлĕхĕ те карта тулли,Аш-çу апачĕ сĕтел çи тулли.Кĕлетсенче – тырă: урпа,тулли…Пĕвере - çăрттан, сазан, карп пулли.Ял урамĕсене асфальт сарнă.Çутçанталăк газне çыхăнтарнă:Кăн-кăвак çулăм ăшăтать пÿрте,Вут-шанкă кирлĕ мар, вĕçмест кĕл те.Крана çеç пăр халь – сивĕ шыв килет,Тепĕр кранран - вĕри шыв пĕçертет.Нумайĕшĕн хăйсен пур машини,Лавккарах пур «кайăк сĕчĕ» тени.Тутиелĕм – ачалăхăм сăпки,Пылак кунта тĕтĕмĕн те унки.Тăван енĕм – Тутарстан çĕршывĕ,Пăва тăрăхĕ – ман чун сиплевĕ.05.04.2002[5]

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]