Пăва (Тутарстан)

Пăва (выр. Буинск) — Тутарстанăн Пăва районĕн администраци центрĕ.
Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пăва Хырла юханшыв Сĕвене юхса кĕнĕ çĕрте вынаçнă. Хула пурĕ 8,8 çх2 вырăн йышăнать.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тутарстанри кивĕ хулисенчен пĕри. Ăна 1780 çулта никĕсленĕ.
Çул-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хула урлă Тутарарстана Раççей Федерацин ытти облаçĕсемпе çыхăнтаракан автомобиль тата чукун çулĕсем иртеççĕ (Пăва чарăнăвĕ).
Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хулара пурĕ 19,8 пин çын пурăнать. Çав шутра : тутарсем (62,3%), вырăссем (25,5%), чăвашсем (10,9%). Арçынсен йышĕ 47,2%, хĕрарăмсен — 52,8%.
Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Модуль:Statistical/ABC45' not found.
Хулара пурăнан халах йышĕ ӳсет[1][2][3][4][5][6]:

Хуçалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хулара çакăн пек савутсемпе хабриксем пур: сахăр, спирт савучĕсем, сĕт-çу, пир-авăр комбиначĕ, «Свияга» АО кĕрпе фабрики, элеватор, вăрман хуçалăхĕ, машина тăвакан завод.
Хулара типографи те пур.
Этеплĕх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çавăн пекех 8 шкул, 8 ача-пăча сачĕ, аслă пĕлӳ паракан заведенийĕсен 7 уйрăмĕ, ветеринари техникумĕ, медицина училищи, вулавăш, мăшăрлану керменĕ, культура çурчĕсем, театр, музыка, спорт шкулĕсем, стадионсем, спорт керменĕ, медресе, чиркӳ, администраци çурчĕсем.