Фёдоров Михаил Фёдорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Фёдоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Хĕветĕр Михали
Fedorov m f.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Михаил Фёдорович Фёдоров
Çуралнă вăхăт: 1848 чӳк, 29
Çуралнă вырăн: Хурапха ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1904 çу, 4
Вилнĕ вырăн: Царёвкокшайск, Хусан кĕперни
Гражданлăх: Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, этнограф, эссейçĕ
Жанр: Поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Фёдоров Михаил Фёдорович (1848, чӳк, 29, Хурапха ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ) — 1904, çу, 4, Чархула), — пултаруллă вĕрентӳçĕ, чăваш этнографĕ, çыравçи. «Арçури» поэма авторĕ.

XIX ĕмĕрти чăваш поэзинче пысăк вырăн йышăнать.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1848 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мӗшӗнче Шупашкар уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ) Хурапха ялĕнче çуралнă.

Аслă Кăршка ялĕнчи вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Шĕнерпуçри икĕ класлă училищĕне, Самар хулинчи вĕрентекенсен семинарине вĕренсе пӗтернӗ.

Вĕрентекен пулса тăнă хыççăн хăйĕн пĕлĕвне Хусанта Н. И. Ильминский патĕнче пысăклатнă. Ильминскийпе пĕр сăмах тупайман, çавăнпа та Шупашкартан Чархулана куçнă, унта ачасене ăс пама пуçланă.

1904 çулхи çу уйăхĕн 4-мӗшӗнче Чархулара (ĕлĕк хулана чăвашла çапла палăртнă, халĕ ĕнтĕ Йошкар-Ола) вилнĕ.

Михаил Фёдорова хулан кивĕ масарĕ çинче пытарнă. Халĕ вăл вырăнта канупа культура паркĕ вырнаçнă, вил тăприне тупса палăртма тăрăшнă, ун çинче асăну паллине вырнаçтарнă.

Фёдоров Михаил Фёдорович вилтăпри, Йошкар-Ола


Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Арçури» поэма.
  • "Авалхи çынсем", "Улăп тăпри", "Хурапха", "Туппай юмçă", "Чиртен сыватни" этнографиллĕ очерксем 1876 çулта Хусанта "Известия по Казанской епархии" журналта пичетленнĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Родионов, В. Г. Михаил Федоров : «Арçури» ăнлантарăвĕ / В. Г. Родионов. – Шупашкар : ЧПУ, 1999. – 75 с.
  • Чăваш чĕлхипе литератури. Теории тата методика : чӑваш литератури классикне Михаил Федорович Федорова халалласа / [З. С. Антонова пухса хатӗрленӗ] ; А. И. Мефодьев ред. – Шупашкар, 2004. – 49 с.
  • Сироткин, Михаил Яковлевич. Михаил Федорович Федоров : очерк жизни и творчества / М Я. Сироткин, 1947. - 47 с.
  • Чăваш литературин классикĕ Михаил Федоров / В. П. Никитин пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар : ЧПГĂИ, 1998. – 59 с.
  • Чӑваш литературин классикӗ Михаил Федоров / [В. А. Иванов пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2011. – 11 с.
  • Родионов, В. Михаил Федоров // Родионов, В. Чăваш литератури. XVIII-XIX ĕмĕрсем : вӗренӳ пособийӗ / В. Родионов. – Шупашкар, 2006. – С. 318-356.
  • Хусанкай, П. Поэтăн ĕçĕ–хĕлĕ / П. Хусанкай // Литература вучахĕ. – Шупашкар, 1986. – С. 3–21.
  • Афанасьев, П. Федоров Михаил Федорович (Хведер Мигали) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Шупашкар, 2006. – С. 458–459.
  • Воробьев, М. Н. О звуке и цвете в поэме М. Ф. Федорова «Арзюри» / М. Н. Воробьев // Ашмаринские чтения. Шупашкар, 2007. – С. 379-387.
  • Родионов, В. Г. Федоров Михаил Федорович (Хведер Мигали) / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. Шупашкар, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 349.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]