Контент патне куҫ

Чутей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чутей Мишер ҫинчен куҫарнӑ)
Чутей
выр. Чутеево
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Тăвай районĕ
Ял тăрăхĕ Чутей
Координатсем 55°23′38″ с. ш. 47°49′39″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83548
Почтă индексĕ 429298
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 258 835 001
Чутей (Раççей)
Точка
Чутей (Чăваш Ен)
Точка

Чутей, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 612 çын, çав шутра 285 арçын, 327 хĕрарăм пурăннă[2].


Ял витĕр Аслă çырма юхать, ялтан кăртăрарах Киремет çырми, çурçĕререх Хăмăшлă вырнаçнă.

Чутей ялĕ питĕ авалхи ял шутланать. Ятне тĕне кĕмен Чутей чăвашран пулса кайнă. Вăл ку вырăна Сĕве юханшывĕ хĕрринчен Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнчех куçса килнĕ. Çапла 1565-1568 çулсенче иртернĕ халăх çыравĕсем тăрăх Атăлăн сылтăм енче 198 ял кăна пулнă. Вĕсен шутĕнче Чутей ялне те ассăннă пулнă. 1858 çулта 82 килте кунта 578 çын пурăннă. 1913 çулта вара кунта 175 кил шутланнă.

Ялти чиркĕве 1888 çулта хăпартнă. 1891 çулта чиркĕве Христос çуралнă ячĕпе сăвапланă, тăррине тимĕрпе витнĕ пулнă.

1927 çулчен ял Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1925 çулхи чӳк уйăхĕн 9-мĕшчен Кив Тепит вулăсне, кайран, 1927 çулчен, Тĕмер вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канаш районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Тăвай районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн Канаш районне кĕнĕ. 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕ хыççăн халиччен Тăвай районне кĕрет.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]