Август пăтăрмахĕ
Август пăтăрмахĕ | |
Патшалăх | СССР, |
---|---|
Вăхăт | 1991 çулхи çурла уйăхĕн 19 — 21-мĕшĕсем |
Сăлтав | СССРа ИПТана (РСФСРпа Казах ССРĕ йышĕпе) куçарни. |
Тĕп тĕллевĕ | СССРа арканасран конфедерацие куçасран çăлас тесе. |
Пĕтĕмлетӳ |
Пăтăрмах пăчланăвĕ. Борис Ельцинăн политика çĕнтерĕвĕ, СССР республикисем хушшинче çĕнĕ пĕрлешӳ килĕшĕвне çырни, ССКП-а вăйсăрлатни, СССР президенчĕ тата союзлă республикăсен пуçлăхĕсенчен тытăнса тăракан Патшалăх канашне никĕслени. |
Йĕркелевçĕсем | СССР ЯЛПК |
Тупăшуçăсем | РСФСР: |
А́вгуст пăтăрмахĕ — ССКП ТК ертӳлĕхĕн, СССР правительствин тата çарпа ПХКн консервативлă кăмăллă ушкăнĕн каварçисем хăйсене хăйсемех 1991 çулхи çурлан 19-мĕшĕнче Ятарлă лару-тăру патшалăх комитечĕ (ЯЛПК) йĕркелесе М. С. Горбачёва СССР президенчĕ ĕç вырăнĕнчен хăтарса унăн политика курсне улăштарас хăтланăвĕ. Çакна пула çĕршыври политика пурнăçĕ çав тери урăхланнă.
ЯЛПК ятарлă лару-тăрăва 6 уйăхлăха çирĕплетме, Мускава çар чаçĕсене кĕртме, вырăнти хăй тытăмлăхне ЯЛПК лартнă вăрçă коменданчĕсене пăхăнтарма, массаллă информаци хатĕрĕсене çивĕч цензурăлама] тата хăшĕсене чарма, граждансен конституцин хăш прависемпе ирĕкĕсенчен хăтарма шухăшланă.[1] РСФСР ертӳлĕхĕ (президент Б. Н. Ельцин[2][3] тата Раççейĕн Аслă Канашĕ[4]) тата хăшпĕр республикăсен Аслă Канашĕсем, каярах çаплах СССР саккунлă ертӳлĕхĕ: президент М. С. Горбачёв[5] тата СССР Аслă Канашĕ[6] ЯЛПК ĕçĕсене патшалăх пăтăрмахĕ тесе квалифициленĕ.
Каварçăсен тĕллевĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каварçăсен тĕп тĕллевĕ — СССРа арканасран сыхласа хăварасси[7], çак хăрушă ĕç-пуç, вĕсен шухăшĕпе, çурлан 20-мĕшĕнче, СССР-а конфедерацие — Суверенлă Патшалăхсен Пĕрлĕхне туса хуракан çĕнĕ пĕрлĕх килĕшĕвне çирĕплетсе алă пуснин пĕрремĕш тапхăрĕнче пуçланмалла пулнă.
Çурлан 20-мĕшĕнче килĕшĕве РСФСРпаКазах ССРĕн элчисем алă пусмалла, пĕртуслăхăн пулас ытти компоненчĕсем пиллĕк тĕлпулу хыççăн, юпан 22-мĕшĕччен, кĕмелле пулнă.
20-мĕшĕнче эпир пĕрлешĕв килĕшĕвне алă пусма памарăмăр, эпир çак пĕрлешĕв килĕшĕвне алă пусассине пăсрăмăр.
— Г. И. Янаев, «Эхо Москвы» радиостанцире калаçни [7]
Совет радиостанцисемпе тĕп инçекуравăн ЯЛПК малтанхи кăларăвĕсенчен пĕрринче, патшалăхра ятарлă лару-тăрăвăн тĕллевĕсене пĕлтернĕ[8]:
в целях преодоления глубокого и всестороннего кризиса, политической, межнациональной и гражданской конфронтации, хаоса и анархии, которые угрожают жизни и безопасности граждан Советского Союза, суверенитету, территориальной целостности, свободе и независимости нашего Отечества; исходя из результатов всенародного референдума о сохранении Союза Советских Социалистических Республик; руководствуясь жизненно важными интересами народов нашей Родины, всех советских людей |
Çакна палăртмалла, çĕнĕ килĕшĕве алă пусса унченхи СССР ертӳ тытăмлăхне пĕтерсен ГКЧП пайташĕсем патшалăхри хăйсен ĕç вырăнĕсене çухатма пултарнă.
«Этем пĕрлĕхĕн шухăшĕ» фонд 1993 çулта ирттернĕ социологи тĕпчевĕсемпе татăçуллă, ытларахăшĕ (респондентсен 29 %) каланипе, ЯЛПК тĕллевĕ влаçа ярса илесси пулнă, çавăнпа вĕсем «Горбачева кăларса ярса» «Ельцина влаçа кĕртесшĕн мар» (29 %) пулнă. 18 % шухăшĕпе, ЯЛПК пайташĕсем этем пĕрлĕхĕн политика тытăмлăхне улăштарасшăн: «Совет Союзне хăварса», «малтанхи, социаллă йĕрке тытăмне» каялла тавăрасшăн, çакна тума «вăрçă диктатурине туса хурасшăн» пулнă.[9]
2006 çулта СССР ПХК председателĕ пулнă Владимир Крючков каланипе ГКЧП влаçа ярса илес шухăшпа тăрмашман[10]:
Эпир Союза аркатакан килĕшĕве хирĕç пулса кĕрешнĕ. Хам тĕрĕс тунине эп туятăп. СССР Президентне хыттăн изоляцилемен пирки, Аслă Канаша патшалăх пуçлăхне хăйĕн ĕç вырăнĕнчен хăтарас пирки ыйтманшăн ӳкĕнетĕп. |
ЯЛПК вăйĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ЯЛПК ПХК (Альфа), ШĔМ (Дзержинский яч. дивизи) тата ХМ (ВДВ Тулă дивизийĕ, Тамань мотострелок дивизийĕ, Кантемир дивизийĕ) вăйĕсем пулăшма пулнă[11]). Пурĕпе Мускава 4 пине яхăн çар çыннине, 362 танка, 427 бронетранспортерпа БМП кĕртнĕ. ВДВ чаçĕсене Ленинград, Таллин, Тбилиси, Рига таврашне куçарнă.
ВДВ çарĕсене Павел Грачёвпа унăн çумĕ Александр Лебедь генералсем ертсе пынă. Çакăн чухне Грачёв Язовпа та, Ельцинпа та çыхăну тытнă. Анчах та путчистсем хăйсен вăйĕсене алра тĕрĕслесе тытса тăрайман; çапла, пĕрремĕш кунах Тамань дивизин чаçĕсем Шурă çурта хӳтĕлекенсен енне куçаççĕ. Çак дивизин танкĕ çинче Ельцин хăйĕн майлисене чĕнсе каланă.
- Патшалăх инçекуравĕ информацилле пулăшса тăнă (виçĕ тăлăк тăршшипех çĕнĕ хыпар кăларăмĕсенче «реформа курсĕн» ĕлкипе пыракан тĕрлĕ ĕç-пуçра саккуна пăсни тата коррупци акчĕсем пирки ăнлантарнă), ЯЛПК хăй енне ССКП ТК çавăрнă, анчах та ку институтсем тĕп хулари лару-тăрăва улăштарма, ЯЛПК тем сăлтава пула хăйĕн шухăшне хирĕçле этем пĕрлĕхĕн пайне ӳкĕтлеме пултарайман.
Пăтăрмаха ертсе пыраканĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каварçăсен пуçлăхĕ ятлăхшăн Янаев шутланнă, чăннипе вара вĕсен ертӳçи, Алексей Мусаков политолог шухăшĕпе, Крючков пулнă[12].
Çапах та, Раççей президенчĕ Борис Ельцин каланипе[13]:
ЯХПК-ан ертӳçи пулман. Хăйĕн шухăшне мотор пек, ĕçе кĕртме пултаракан сумлă çын пулман.
ЯЛПК тăшманĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]ЯЛПК хирĕçле ĕçе Раççей Федерацин политика ертӳлĕхĕ (президент Б. Н. Ельцин, вице-президент А. В. Руцкой, правительстван ертӳлĕхĕ И. С. Силаев, Аслă Канашăн ертӳçин ĕçне вăхăтлă тăвакан Р. И. Хасбулатов) туса пынă.
Борис Ельцин çурлан 19-мĕшĕнче Раççей гражданĕсем умĕнче каланă чухне ЯЛПК ĕç-пуçне патшалăх пăтăрмахĕ тесе палăртнă[2]:
Пирĕн шухăшпа, çакăн пек вăйпа что такие силовые методы неприемлемы. Вĕсем СССРа, пирĕн хисеплĕхе тĕнче пĕрлехĕнче пĕтĕм тĕнче умĕнче намăса кăлараççĕ, пире сивлек вăрçа тапхăрне тавăраççĕ, Совет Союзне изоляцилеççĕ. Çакна пула эпир влаçа илнĕ комитета (ЯЛПК) саккунсăр пулать. Çавăнпала çак комитетăн пĕтĕм йышăнăвĕпе хушăвне саккунсăр тесе пĕлтеретпĕр
Шурă çурта хӳтĕлекенсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççей влаçĕсен йыхравĕпе, Раççей Федерацин Канашсен çурчĕ («Шурă çурчĕ») умĕнче мускавсем пуçтарăнаççĕ, вĕсен хушшинче тĕрлĕ социаллă ушкăн — демократилле кăмăллă этем пĕрлĕхĕн, вĕренӳ çынни, интеллегентсем Афган вăрçин ветеранĕсем.
«Демократический союз» партин ертӳçи Валерия Новодворская путч вăхăтĕнче СИЗОра пулсан та, унăн партин пайташĕсем Мускавра ЯЛПК хирĕç акцисене хастар хутшăннă[14].
Канашсен çуртне хӳтĕлекен хутшăнакансем ( 1991 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче «Чĕрĕ ункăна» кĕнĕскерсем) «Чĕрĕ Ункă» этем пĕрлĕхлĕ-политика йĕркелевне туса хурать [15] (лидер К.Труевцев).
Канашсен çурчĕ патĕнче йеркеленнĕ тепĕр этем пĕрлĕхĕн политика пĕрлешĕ — «Ырă кăмăллă этем пĕрлĕхĕн патриотсен пĕрлешĕвĕ — Демократи реформисене пулăшакан Шурă çурт хӳтĕлевçисем — „Раççей“ ушкăнĕ».[16]
Самант майлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]ЯЛПК пайташĕсем Президент Крымри «Форос» кану çуртĕнче пулнă самантпа уса курма шухăшланă — ăна вĕсем сывлăх хавшакланăвне пула вăхăтлăха влаçран хатарнă.
Умĕнхи кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çĕртме, 17 Горбачёв тата тăххăр республика ертӳçисем Пĕрлешӳ килĕшĕвĕн проектне пăхса тухнă. СССР Министрсен кабинетĕнчи силовиксем - Язов (Çар), Пуго (ШĔМ) тата Крючков (ПХК) - проекта питĕ сиввĕн кĕтсе илнĕ.
- Утă, 20 — Раççей президенчĕ Ельцин департизацилес хутая кăларать, тепĕр сăмахсемпе, парткомсене предприятисемпе учрежденисенче ĕçлеме чарнă.
- Утă, 29 Çĕнĕ Огарёвăра вăрттăн Горбачёв, Ельцин тата Казахстан президенчĕ Н. А. Назарбаев тĕлпулнă. Вĕсем çĕнĕ Пĕрлешӳ килĕшĕвĕ çине çурлан 20-мĕшĕнче алă пусма калаçса татăлнă.
- Çурла, 2 Горбачёв хăйĕн телекалаçăвĕнче Пĕрлешӳ килĕшĕвĕ çине çурлан 20-мĕшĕнче алă пусма калаçса татăлни пирки хыпарлать. Çурлан 3-мĕшĕнче çак чĕнĕве «Правда» хаçатра пичетленĕ.
- Çурла, 4 Горбачёв Крымри Форос паççулки районĕнчи хăйĕн резиденцине канма каять.
- Çурла, 17 — Крючков, Павлов, Язов, Бакланов, Шенин тата Горбачёва пулашакан Болдин Варга академик урамĕнчи, 1-мĕш харпăрлавĕнче вырнаçнă «АБЦ» объектĕнче — ПХК хăна резиденцинче — тĕлпулаççĕ. Çурлан 19-мĕшĕнче ЯЛТ кĕртесси пирки, ЯЛПК йĕркелес, Горбачёва кирлĕ хутайсене кăларса е ĕç вырăнĕнчен тухса, хайĕн тивĕç ĕçĕсене Геннадий Янаев вице-президента парса хăварса, Кзахстанран Язовпа калаçма килекен Ельцина «Чкаловский» аэродромра тытса чарма, кайран калаçусем епле вĕçленнине пула ĕç-пуç тăвас пирки калаçса татăлаççĕ.[17]
Ĕç-пуçсен хронологийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕрле, Моссовет хушăвĕпе митинга хутшăннă çынсем хĕтĕртнипе Лубянка лапамĕнчи Феликс Дзержинский палăкне тăпăлтарнă[18].
Ельцин тӳрĕ эфирта Горбачёв пур чухне РСФСР КП ĕç-пуçне чаракалас хутай çине ала пусать[19]
Инкеке лекнĕскерсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Коммунар» çурт-йĕр проекчĕсене тăвакан кооператив архитекторĕ Илья Кричевский
- Афганистанри вăрçăна хутшăннăске, автопогрузчик водителĕ Дмитрий Комарь [20]
- «Иком» пĕрлĕ йĕркелĕвĕн экономисчĕ, Владимир Усов контр-адмиралăн ывăлĕ [21]
Виççĕшĕ пурĕ те çурлан 21-мĕшĕн каçĕнче Сад Унки тоннелĕнчи инцидент чухне сарăмсăр вилнĕ. 1991 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче СССР президенчĕн М. С. Горбачёвăн хушăвĕсемпе виççĕшне те «демократипе СССР-ти конституци тытăмне хӳтĕлесе маттурлăхпа граждан хаюллăхне кăтартнăшăн» Совет Союзĕн Паттăрĕ хисепĕпе вилнĕ хыççăн тивĕçтернĕ.[22]
СССР ертӳçисем хăйсем çине алă хуни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сăн пухăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăсăк фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шурă Çурта хӳтĕлекенсем хушшинче пулас террорист Шамиль Басаев тата «Юкос» компанин ертӳçи Михаил Ходорковский пулнă[23]
- Пулăмăн çиччĕмĕш çулхи вилнисен асăнăвне, 1998 çулта раççей влаçĕн пĕр элчи те хутшăнман[24]. Çак саманта, çичĕ çул иртсен, Раççейре ГКЧП майлисен шучĕ, Парламентаризм социологи институчĕн хыпарĕпе, 17 %-ран 25 % çити ӳснĕ[24]
- «Социологическое мнение» фонд ыйтса пĕлнипе 2001 çулта, ыйтса пĕлнисенчен 61 проценчĕ çеç ЯЛПК пайташĕсен пĕррин те пулин хушаматне калама пултарнă. 16 проценчĕ кăна пĕр хушамата çеç астуса илнĕ. 4 проценчĕ ЯЛПК ертӳçне Геннадий Янаева аса илме пултарнă[25].
- 2005 çулта Курпун кĕперĕнчи пулăмсене тата Ваганьков çăви çине Сад унки тоннелĕнчи инцидентра сарăмсăр вилнĕскерсене асăнма 60 яхăн çын кăна пухăннă[26][27]. Ун чухнехи СПС ертӳçи Никита Белых траур мероприятинче çапла пупленĕ:
Очень больно, что все завоевания, которые были в 1991 году, на сегодняшний день девальвируются и дискредитируются. Чем дальше от нас события августа 1991 года, тем абстрактнее граждане понимают свободу. И совершенно по-другому свободу понимает власть. |
- 2006 çулта «Общественное мнение» фонд социологилле ыйтса пĕлнипе, Раççейре пурăнакан 67 процент (çав шутра çамрăксен 58 проценчĕ) ЯЛПК усă е сиен кӳни пирки уççăн калама пултарайман.[25]
- 2009 çулта Мускав мэрĕпе Санкт-Петербург правительстви 1991 çулти август пăлхавне асăнса митинг ирттерме чарнă, Мускавра урамсене хупса хурсан çынсене чăрмавлать, Санкт-Петербургра — çак мероприяти пăрăх çинчи ĕçсене кансĕрлет, тенĕ.[28]
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Постановления ГКЧП № 1 и№ 2
- ^ 1 тата 2 Б. Н. Ельцин. Биография. 1991—1995 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ. // Сайт Фонда Ельцина
- ^ Указ президента РСФСР «О незаконности действий ГКЧП» от 19 августа 1991 года. 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Постановление Верховного Совета Российской Федерации от 22 августа 1991 года «О политической ситуации в республике, сложившейся в результате антиконституционного государственного переворота в СССР»
- ^ Указ президента Союза Советских Социалистических республик «Об отмене антиконституционных актов организаторов государственного переворота» от 22 августа 1991 года. 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Постановления Верховного Совета СССР от 29 августа 1991 года «О ситуации, возникшей в стране в связи с имевшим место государственным переворотом» и от 30 августа 1991 года «О первоочередных мерах по предотвращению попыток осуществления государственного переворота».
- ^ 1 тата 2 1991 çулхи çурла уйăхĕнчи ĕç-пуç пулса иртни 10 çул // Эхо Москвы, 19.08.2001
- ^ ГКЧП. 1991 ç. çурлан 18-мĕшĕнчи радио. СССР Вице-президенчĕн хутайĕ, Совет ертӳлĕхĕн калани, Совет халăхне йыхравлани
- ^ Фонд «Этем пĕрлĕхĕн шухăшĕ». Всероссийский опрос городского и сельского населения. 2003 çулхи çурлан 9-мĕшĕ. 1500 респондент. http://www.polit.ru//research/2003/08/18/623248.html 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ http://www.lentacom.ru/reviews/45.html 2013 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Евгений Титов. ЯЛПК пресс-конференцийĕ тата Краснодар хула думин председательне Александр Кирюшина ареслени: икĕ трансляци, икĕ шанăç, икĕ çул 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Мусаков А. Н. Версия путча
- ^ Борис Ельцин, книга «Записки президента» http://news.bbc.co.uk/hi/russian/russia/newsid_5268000/5268010.stm
- ^ Валерия Новодворская. «По ту сторону отчаяния» 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Сайт движения «Живое Кольцо»
- ^ Сайт «Отряда „Россия“»
- ^ Артем Кречетников. «Хроника путча: часть I» // Русская служба Би-би-си
- ^ [1]
- ^ РСФСР президенчĕн 23.08.1991 79 № хутайĕ
- ^ Комарь Дмитрий Алексеевич // «Герои страны» сайчĕ
- ^ Усов Владимир Александрович // «Герои страны» сайчĕ
- ^ Артем Кречетников. «Хроника путча: часть V» // Русская служба Би-би-си, 2006 çулхи çурла, 22
- ^ Михаил Ходорковский Людмила Улицкипе «Ирĕклĕх» радио эфирĕнче 11.09.2009 калаçни 2010 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. // «Ирĕклĕх» радио сайчĕ
- ^ 1 тата 2 Победу демократии отметили скромно // Газета «Коммерсантъ», № 154 (1557) от 22.08.1998
- ^ 1 тата 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокgaz
не указан текст - ^ Грани.ру 20.08.2005
- ^ На Ваганьковском кладбище почтили память погибших в дни августовского путча // NEWSru.com, 21 августа 2005 г.
- ^ ГКЧП победил? Власти Москвы и Питера запретили проводить митинги на месте событий августа 1991-го 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. // Новая газета, 21.08.2009.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Глава XI. Развал СССР из книги Джузеппе Боффа «От СССР к России. История неоконченного кризиса. 1964—1994»
- Путч. Хроника тревожных дней 2011 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Глава из книги Е. М. Альбац «Мина замедленного действия. Политический портрет КГБ»
- Р. Г. Апресян. Народное сопротивление августовскому путчу 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тринадцать лет спустя, или Три дня ГКЧП
- Блестящие операции по манипуляция сознанием. «Государственный переворот» августа 1991 г. 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. // С. Г. Кара-Мурза. «Манипуляция сознанием», глава 26.
- Юрий шутов. «Начало 1990 года на флангах Истории» 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.