Эстонсем
Эстонсем eestlased | |
Ӳкерчĕк:00Estonians.png Лидия Койдула • Кристьян Палусалу • Конрад Мяги • Леннарт Мери | |
Тăван ячĕ | eestlased |
---|---|
Чĕлхе | эстон чĕлхи, финн чĕлхи, вырус диалекчĕ |
Тăван халăхсем | водь, ливсем, ижора, финсем, вепссем, карелсем |
Эстонсем (эст. eestlased, малтан maarahvas — («çĕр халăхĕ», çĕр ĕçтешĕсем) Эстонири финн-укăр халăхĕ, мĕнпур йышĕпе 1,1 миллиона яхăн çын, çав шутра Эстонире 920 пине яхăн. Чылай эстон — атеист[1]. Тăван чĕлхи — урал-юкагир çемйин финн-угор ушкăнĕн эстон чĕлхи.
Вăтам ĕмĕрсем тапхăрĕнче эстсене Руçре чудь ятпа палăртнă.
Совет антропологийĕ енĕпе эстон халахĕ шурă тинĕс-балтика раси шутне кĕре. Эстонсем — чи «çутă тĕслĕ» ушкăнсенчен пĕри шутланаççĕ.
Эстонсем Раççейре тата СССР-та
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сету-эстонсем пĕр йышлă X ĕмĕртенпе Псков таврашĕнчи çĕрсенче пурăннă.
Эстонсене массăллă хальхи Раççей территорине (Ленинград облаçĕ) XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче, Балтиçумне Раççей империне Аслă Çурçĕр вăрçи вĕçленнипе тата Ингерманландири çĕнĕ çĕрсене хута ярас тĕллевпе куçарнă.
XIX ĕмĕрте чылай эстон çĕр сахаллипе çын пурăнман Çĕпĕр, Çурçĕр Арамаçи тата Инçет Тухăç çĕрĕсене тухса каять, эстон çĕр ĕçтешĕсем хастаррăн Петербургпа хулаçумĕнчи савутсенче вăй хунă. 1860 çулта Петербургра лютеран Таса Иоанн Эстон чиркĕвне туса ĕçе кĕртнĕ.
1920-мĕш çулсенче Ленинград облаçĕнче тата Çĕпĕрте эстон наци ял канашĕсем ĕçленĕ. Анчах та 1936—1937 çулсенче çак ял канашĕсене пăрăхăçланă, чылайрахăш эстона репрессиленĕ.
Федераци субъекчĕ | Эстонсен йышĕ, 2002 çул[2] |
---|---|
Красноярск Ен | 4 104 |
Омск облаçĕ | 3 095 |
Санкт-Петербург | 2 266 |
Ленинград облаçĕ | 1 409 |
Çĕн Çĕпĕр облаçĕ | 1 399 |
Мускав | 1 244 |
Краснодар Ен | 1 136 |
Псков облаçĕ | 1 122 |
Кун-çулĕ тата этнографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ РИА Новости: Эстония оказалась самой атеистической страной мира
- ^ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ (2002) 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Эстонцы // Народы России. Атлас культур и религий. — М.: Дизайн. Информация. Картография, 2010. — ISBN 978-5-287-00718-8
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку тĕнче халăхĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Финн-укăр халăхĕсем |
|
---|---|
Атăлçи | |
Перĕм | |
Балтиçум | |
Саамсем | |
Укăрсем |