Контент патне куҫ

Карелсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Карелсем
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ

Пурӗ: 88 850 çын.
РФ: 32 422 çын. (2021 çырăвĕ)[1][2]

Финлянди Финлянди:
25 000 çын[5][6]
Украина:
1522 çын (2001 çырăвĕ)[7]
Казахстан:
518 çын (2009 çырăвĕ)[8]
Беларуç:
302 çын (2009 çырăвĕ)
Эстони Эстони:
290 çын (2021 çырăвĕ)[9]

Латви Латви:
160 çын (2023 шухăшĕ)[10]
Чĕлхе карел, вырăс, финн
Тĕн православи (тата кивĕ йăлалăх), лютеранлăх
Кĕрет  финн-укăр халăхĕсем, балтика-финн халăхĕсем
«Карели» истори-географи регионĕ, пурăну тăвралăхĕ
Карел официаллă мар наци ялавĕ [11]

Карелсем (пĕрлехи ят — карел. karjalaižet, karjalaiset; ливвик диалекчĕkarjalazet) — финн-укăр халăхĕ, Раççейре пурăнаççĕ: Карелире, Ленинград облаçĕнче, Санкт-Петербургра, Мурманск облаçĕнче, Тĕвер облаçĕнче, Новгород облаçĕнче, Мускавра, çавăн пекех Финлянди тухăçĕнче нумай карелсем пурăнаççĕ.

Антропологи тĕсĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Карелсенчен нумайрахăшĕ европеоид расин шурă тинĕс - балтика тĕсĕнче тăрать[12]. Шурă тинĕс - балтика тĕсĕ Европа çурçĕр-хĕвелтухăçĕнче Балтика тинĕсĕн хĕвелтухăçпа кăнтăр хĕрринчен Уралччен вырнаçнă (литвасем, латышсем, карелсем, вепссем, комисен пайĕ, вырăссен çурçĕр ушкăнĕсем тата беларуссемпе ижора)[13].

Тĕп статья: Карели кунçулĕ


Пулса кайни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Карелсем Вăтам ĕмĕрсен тапхăрĕнче Карел пымакĕ çине çуралнă. Вĕсен мăн аслăшшĕсем кăнтăр Ладогаçум енчен миграциленĕ, Весь ăрăвĕрен уйрăлса тухнă (пуласри вепссем, Дьяков культури çын несĕлĕ), çак ăру Шурă кӳллирен Ладога кӳлличчен пурăнать. Карелччен кунта саамсем пулнă[14], вĕсем сунарпа пуçтару ĕçĕпе аппаланчĕç (асбест керамика культури).

Карелсен малалла уйрăмлăхсем пур — выльăх ĕрчетни (финн. Karjaял хуçалăхĕ выльăх-черлĕхĕ) тата çĕр ĕçлĕхĕ (Карел кукăлĕ), пӳрт пурасем те тимĕрçĕ ĕçĕ (Ильмаринен - çутçанталăкпа сывлăх Карел Турри)[15].

Карел пымакĕ варринче Вуокса юханшыв бассейнĕре, Авалхи Карелин тĕп хули пулнă, ăçта Корела (хальхи Приозерск) хули тунă. Карел пымакĕнчен карелсем Саво регионне пурăнса кайнă, унтан Ботника кӳлмекĕне тата Шурă тинĕс хĕррине.

Карел халăхĕнче малалла субэтноссем (пĕчĕк халăхсем) пур: ливвиксем (карел. liygilaizet) тата людиксем (карел. lyydilaizet), вĕсем тĕрлĕ карел чĕлхи диалекчĕсемпе пуплеççĕ. Ливвиксен нумайрахăшĕ Олонец районĕнче, людиксем нумайрахăшĕ Онегаçум районĕнче пурăнаççĕ. Тĕвер карелĕсем (карел. tverin karielazet) хăйĕн диалекчĕпе халăх традицийĕ уйрăм субэтноса йышăннă.

Ҫавăн пекех, Карел халăхĕнче тепĕр субэтнос пур — лапписем (карел. lappalaizet) ятлă, пулса кайлакансем лопарсен аслăшшĕсенчен, вĕсем Сегкӳлĕ çывăхра пурăнаççĕ, карелсемпе ассимиляциленĕ, анчах хăйĕн ячĕне сыхласа хăванă. Лапписен культурипе чĕлхи карелсенчен пĕчĕк палăрса тăрать. Иккĕмĕш ушкăн "лаппи' ячĕпе Сайма кӳллин (Финлянди) кăнтăр хĕрринче пурăнать, Лаппеенранта хулин районĕнче. Анăç карелсем (е карел-финнсем) финн халăх тытăмĕнче кĕнĕ.

Пĕрремĕш асăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш хут тĕрĕспе карелсем çинчен Новгород № 590 хурăн хуппи грамотинче çырни шырчĕç, 1075—1100 çулсенче, ăçта Литвăпа (литвасем) Корела хушшинче çапăçĕ çинчен çырнă[16].

Татах, XII—XIII ĕмĕрсен анăç çăлкуçĕсенче, малтанрах паллă ĕçсем çинчен çырса панă. Сăмахран, юлашки вуннă çулсем VII-мĕш ĕмĕрте, "Дансен ĕçĕсем" (лат. Gesta Danorum) тата "Инглингсем çинчен сага" (авалхи исл. Ynglinga saga) кĕнекисенче çапла çырăв пур: пĕрлешӳллĕ карел çаресем Ивар Видфамнене (дансен патши) çĕнтернĕ, вăл Кирьялаботнар (е Карел кӳлмекĕсем) вырăнта вилнĕ (май ку Балти тинĕсĕ е Финн кӳлмекĕ, е Ладога шхерĕсем, Карел пымакĕ çине)[17], Куркиёки çывăхра археологсем нумай çав тапхăр япалисем тупрĕç. XI ĕмĕр пуçламăшра, Карел кнеçлĕхĕ çинчен "Олаф II çинчен сага" (Норвеги патши) кĕнекире çырса панă.

Шутлаççĕ, Ливвиксен пĕрремĕш асăнни VI-мĕш ĕмĕрте пулна, гот историкĕ Иордан вĕсене Thiudos in Aunxis (Олонец чудĕ) ятне парать. Май пур, пĕрремĕш çырнă çăлкуç людиксем çинчен IX-мĕш ĕмĕрте Бавари паллă мар çын "лиуди" е "люди" (лат. liudi, вĕсен ячĕ латин саспаллисемпе) ăру çырса панă, Темиçе унтанрах, карел-людиксем çинчен Ахмед ибн-Фадлан унăн кĕнекинче Атăл çине çулçӳрев çинчен (921—922) çырнă, вăл вĕсене "лууд-аана" ятне пачĕ[18].

Вăтам ĕмĕрсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Карелсен пысăк кил-йышсем пулнă, кил-йышсен ушкăнĕ ăру пĕрлешĕвĕ (кихлакунта) тунă. Темиçе кихлакунтасем маакунтăна (ен, çĕр) тунă. Маакунта пуçлăхĕ - кунингас, вăл мăн çын ăрура пулнă тата маакунта çитĕнсе çитнĕ çынсен канашĕпе пĕрле ертсе пынă. Маакунта çитĕнсе çитнĕ çынсен канашĕ - каряят ятлă.[18]. XI-XII ĕмĕрсенче карелсен ăру пĕрлешĕвĕн арканни пулнă, тата кӳршĕ пĕрлешĕвĕн çурални пулнă.

X—XI ĕмĕрсенче карелсен çарсем тунă тата вĕсем хăйĕн територине анланса пуçланă. XI ĕмĕрте карелсем Олонец пымакĕнче пуçласа кайнă, ăçта вĕсем вепссемпе контактланă. Кунта ливвиксен тата людиксен этнографиллĕ ушкăнĕсем пуçласа çуралнă. Çак вăхăтра Вăтам тата Çурçĕр Карелире пуçласа кайнă. Саам ăрăвĕсем пурăнакан çак çерсенче ассимиляциленĕ е Кола çурутравĕнче тухнă[18]. Унсăр пуçне карелсем çурçĕр-хĕвелтухăç енче те кайнă: Çурçĕр Двина тăватсенчен пĕрри юханшыв вăрри нумай вăхăтпа "Корел" ячĕпе пулнă, çак ят Никол-Корел мăнастирĕне панă (1419). Мезень вăрринче пĕр хĕрри Корел ятлă.

Карел кнеçлĕхĕсĕр пуçне, темиçе карельсен кнеçлĕхĕсем çуралнă (Саймен карел кнеçлĕхĕ, Выборг карел кнеçлĕхĕ тата Тиверск карел кнеçлĕхĕ), анчах вĕсен çурални шведсен экспансийĕпе вăхăтлă вĕçсе тăнă. Çавна пула Выборг карел кнеçлĕхĕ вĕçленнĕ тата Тиверск пĕрлехи Карелире тухнă. X ĕмĕрте Карели тĕплетнĕ патшалăх пек тăнă[19], анчах XI ĕмĕрте тĕпĕр пĕр карел кнеçлĕхĕ пулнă — Саволакс. XIV ĕмĕрте Новгород хăйĕн "Карел кнеçлĕхĕ" тунă, унăн çурçĕр-хĕвеланăç чиккисем хӳтелевшĕн[20][21]. Хальхи вăхăтра Финляндире Çурçĕр Карелипе Кăнтăр Карели (1960 çултан) провинцисем пур.

Карелсемпе Новгород суту-илӳ çыхăнăвĕрен çар пĕрлешĕвне XIII ĕмĕрччен ӳснĕ. Ноовгородсемпе карелсем пĕрлехи çар çӳревĕсем тунă.

XI ĕмĕрте карел кнеçĕсемпе Ăсчах Ярослав тата унăн ывăлĕпе (Владимир) Емь çине çар çӳревĕ тунă.

1178 çулта карел çарлăхĕ Ноуси хулине Финляндире, вăл швед контролĕпе пулнă, çапăçланă. Рудольф епископĕ, çак регионта швед çĕрĕсен пуçлăхĕ пулнă, тыткăна илнĕ. Унтан ăна Карелире вилнĕ, Ноуси арканнă тата епископ резиденцине Абора илсе куçарнă.

1187 çулта Сигтуна çар çӳревĕ пулнă, авалхи Швеци тĕп хули çине. Çак çулта та карел флочĕ эст флочĕне çĕнтерчĕ.

1198 çулта карелсемпе новгородсем Абăна çапăçланă.

1226—1227 çулсенче вырăссемпе карелсем хямь çĕрĕсем çине çар çӳревĕ хыççăн карелсем православи йышăннă.

1277 çулта Дмитрий Александр Невский ывăлĕ, вăл каллех новгород кнеç пулса тăчĕ тата малалла çулта çарлăхпа корел çине çӳрерĕ тата "корелсене хаса тума тата пурте вĕсен çĕрĕ çапăçма" терĕ (выр. «казни корелу и взя землю их на щит»). Карелсен çĕрĕ 10 погост çине пайланă тата Корел çĕрĕ ятлă, Новгород вуласĕн тытăмĕнче. Çĕр тĕп хули — Корела, ăçта кнеçпе воевода пулнă. Новгород карелсене шведсенчен хӳтеленĕ[18]. Анчах шведсем 1293 çулта карел çĕрĕсенче Выборг никĕслерĕç. Çавăнпа, 1323 Орехов килĕшӳпе карел халăхĕ икĕ патшалăх хушшинче пайланă. Карел пăлхавĕсем 1314 тата 1337 çулсенче пулнă. Анăç карелсем хальхи финн халăхĕн çуралнине хушларĕç. 1478 çулта карелсемпе Новгород Республики Мускав кнеçлĕхĕн тытăмĕнче кĕнĕ[18].

XVI—XIX ĕмĕрсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XVI ĕмĕр патĕнче, хальхи карелсен тĕп пурăну вырăнĕ тунă. XVI ĕмĕр иккĕмĕш пайра карел халăхĕн йышĕ 55-63 пит çын пулнă. Вĕсенчен çурри ытла Корел уесĕнче пурăнчĕç — 32-37 пин çын, Олонец пымакĕ çине — 14-15 пин çын, Лопа погостисенче — 6-7 пин çын, Карел тинĕсçумĕнче — 2-3 пин çын. Карелсен территори административлă Корел уесĕ (1500), Кола уесĕ (1580), Соловецки мăнастирĕ администраци тăрăхĕ, Лопа тата Онега Лешьен погосчĕсем çине пайланать[22].

XVI—XVIII ĕмĕрхинчи Вырăс-Швеци вăрçисем хыççăн патшалăх чиккисем нумай хут улăштарнă, ку япăх карел халăхĕн аталанăвĕшĕн пулнă. Вырăс пайĕнчи карелсем православи йышăннă, Швед пайĕнчи карелсем католицизм (унтан лютеранлăх) йышăннă. 1617 çулта Столбово килĕшĕвĕпе Финн кӳлмекĕпе Корел уесĕ таврани çĕрсем Швецие тухни хыççăн вырăнти карелсем Раççейре пурăнса килчĕç. Историксен шухăшĕпе, XVII ĕмĕрте пĕрремĕш пайра ĕнтĕ Карелирен тата Ижора çĕрĕрен Раççейре 25 пин çын карелсем пурăнса тухрĕç[23]. 1656 çулта карел пăлхавĕ, Швец влаçĕ хирĕç, пулнă, анчах икĕ çултан ăна пусарнă. Карел халăхĕн пайĕ Раççейре кайнă, урăхлă пай вăтам тата çурçĕр Карелире кайнă, Вокнаволок районĕнче тата Онега Лешьен погосчĕсенче. Анчах пысăкрах пай (25-40 пин çын) кăнтăртах кайнă — Тихвин, Валдай, Весьегонск тата Молога енсене. Кунта Валдай карелĕсемпе Тĕвер карелĕсем этнографи ушкăнĕсем çуралнă[23].

Çавна пул, карелсен пурăну вырăнĕ виçĕ уйрăм пайсенче арканчĕ: чи пысăк — Тĕвер тавра, иккĕмĕш — Столбово килĕшĕвĕ хыççăн Раççей территориĕсенче, виççĕмĕш — Швецире.

Çурçĕр вăрçи хыççăн пĕтĕм Карели Раççейре кĕнĕ. Або килĕшĕвĕпе Раççее Финн Карелийĕ те кĕнĕ. Унтан, пурте çĕрсене Аслă Финлянди кнеçлĕхĕн тытăмĕнче кĕнĕ. Тата унта, вырăнти карелсем (Выборг тата Куопио кĕпернисенче) финн халăхĕн субэтносĕ кĕрет. Вĕсем финн чĕлхи калаçма пуçларĕç, çавна пул хальхи Карел финнĕсем çуралнă[18].

XVIII—XIX ĕмĕрсенче карелсем пĕр территоринче пурăнчĕç тата ниçтана нумай миграцилемерĕç[18].

XVIII ĕмĕрхи Карелсен халăх-йышĕ Раççейре ревизисемпе.[18]
Çул (ревизи) Пин çын
1719 (1мĕш ревизи) 80,9
1745 (2мĕш ревизи) 90,7
1763 (3мĕш ревизи) 106,0
1782 (4мĕш ревизи) 142,8
1795 (5мĕш ревизи) 143,5
Карелсен пайĕ кепернесенче V ревизипе (1794 ç.)
Кĕпĕрне Карелсен проценчĕ, Карелирен тухакансем Пĕтĕм карелсен проценчĕ

Раççей Империйĕнче

Тĕвер 66,42 % 44,38 %
Новгород 25,06 % 16,75 %
Калуга 3,32 % 2,22 %
Тамбов 2,19 % 1,45 %
Владимир 2 % 1,34 %
Ярославль 1 % 0,66 %
Пурте: 100 % 66,8 %
Карелсем Раççей Империйĕн карттинче, А. Ф. Риттих. 1875 çул

П. И. Кёппен академикĕ карелсене Раççей Империйĕнче шутларĕ, XIX ĕмĕрте. VIII ревизипе (1834), Олонец кĕпĕрнинче 43 810 карел, Архангельск — 11 288 пулнă. XVII ĕмĕрхи мигрант-несĕлсене нумайрах пулнă.: Тĕвер кĕпĕрнинче 84 638 карел пурăннă, Новгород кĕпĕрнинче — 27 076, Ярославль кĕпĕрнинче — 1283[24].

Пĕтĕм Раççей халăх çырăвĕпе 1897 çулта карелсем (тăван чĕлхи - карел), малалла Раççей Империйĕн кĕпĕрнесенче пурăнчĕç:[18]

Кĕпĕрне Арçынсем Херарăмсем Пурте
Тĕвер 53710 63969 117679
Олонец 27694 31720 59414
Архангельск 8737 10785 19522
Новгород 4916 5064 9980
Санкт-Петербург 549 286 835
Ытти кĕпĕрнесем 547 124 671
Пурте Раççейре 96153 111948 208101

Вĕсенчен хуласенче 1,3 % (2791 çын) карелсем пурăнчĕç. Ытти карелсем ялсенче пурăнчĕç, çавăнпа тăван чĕлхипе пуплеççĕ. Пĕчĕк çынсен шучĕ 2 чĕлхе пĕлчĕç: çурçĕр карелсен — карел чĕлхи тата финн чĕлхи, кăнтăр карелсен (тĕвер, новгород тата валдай карелĕсен) — карел чĕлхи тата вырăс чĕлхи. 10 % ялти карелсем лайăх вырăсла каларĕç тата вуларĕç[25].

Ют çĕршывăн интервенцийĕн тăпхăрĕнче Олонец кĕпĕрнин çурçĕр енче йышăнман карел патшалăхĕсем пулнă.

1920 çулхи çĕртмĕн 8-мĕшĕ, ВЦИК декречĕпе карел пурăну вырăнĕсем Олонец кĕпĕрнирен тата Архангельск кĕпĕрнирен Карел Ĕç Коммунине йышăннă[26] (хальхи Карели ятлă). Йышăну вăхăчĕнче коммунара 144, 4 пин çун пурăннă, вĕсенчен: карелсем — 60%, вырăссем — 37%, ыттисем — 3%[18]. Финлянди граждан вăрçи хыççăн Карели влаçĕ патĕнче хĕрлĕ финнсем кайнă. Вĕсем карел чĕлхине финн чĕлхин диалекчĕ пекех шутланă. 1920 çулхи утă уйăхĕнче Пĕтĕм Карел пĕрремĕш ĕçтăвакан съезчĕн резолюципе Карели шкулĕсенче финн чĕлхипе тата вырăс чĕлхипе вĕренӳ валли "тăван халăх чĕлхи" пекех. Вĕсем иккĕшĕ те патшалăх чĕлхи пекех йышăннă тата карел чĕлхи кирлĕх мар пекех. Çавна пул, ССРП Халăхсен Канашĕн Президиумĕн рекомендаципе карел литература чĕлхи туни çинчен Ĕç Коммунин лидерĕсем çĕклеменнĕ. Ку йышăну карел чĕлхине этеплĕх тата пĕрлĕх пурăнăвĕрен кăларнă. 1933 çулхи, КАССРинче халăх çырăвĕпе 51% карелсем вырăсла çырма пултараççĕ, 26% — финнле çеç çырма пултараççĕ, 23% — вырăсла тата финнле çырма пултараççĕ[27].

1930 çулсенчен иккĕмĕш çур пайĕнче "Финнизаци" (финнлетни) политики вĕçленĕ. Ун вырăнта вырăс тата карел чĕхлисен нумайрах усă курни кайнă. 1938 çулхи карел литература чĕлхине кириллица графикипе йышăннă. Вăл карел чĕлхин вăта тата тĕвер диалекчĕсенчен тунă. 1937 çулхин йышăннă Карели конституципе, карел чĕлхи официаллă чĕлхе йышăнать, вырăслапа финнле те. Республикара пурте ĕçтуни, вывеска, штамп, ĕçле вырăнсен печачĕ, кăларçăсен ĕçлĕхĕ, карел ача-пачасемпе шкулсенче вĕренĕвĕ финн чĕлхирен карел чĕлхи çине куçарнă[18].

1920 çулхин вĕçĕнче Тĕвер облаçĕнче карел çырулăхĕ туни эксперименчĕ пуçланă. 1931 çулхи латиница графикипе карел алфавичĕ йышăннă. Лихославлте карел вĕрентӳçĕ вĕрентĕшĕ[28] уçнă. 1931 çулхи карел шкул алфавичĕ тунă тата ача-пачасене карел чĕлхи çине вĕренӳ пуçланă, кашни эрне "Kolhozoin puoleh" (чăв. Колхоз çулĕ) хаçачĕ уçнă[18].

1937 çулхи утăн 8-мĕшĕ ВКП (б) ЦК Политбюро йышăнăвĕпе Калинин облаçĕн тытăмĕн районĕсенче, ăçта карелсем пурăнаççĕ, Карел наци тăрăхĕ тунă. 1938 çулта тăрăхра 15 360 ача-пачасемшĕн 185 шкулсем уçнă. 1939 çулхи нарăс 7-мĕшĕ РСФСР Мăн Канашĕн Президиумĕ Указ № 696/86 «О ликвидации Карельского национального округа» кăларнă[29]. Нумай администраци ĕçлекенĕсем репрессиленĕ. Тăрăх ликвидаципе тĕвер карелсен халăх йышĕ хăвăрт кĕскелчĕ[18].

Карел Республикинче чĕлхе политикин реорганизацийĕ пулнă. 1938 çулта çĕнĕ литература чĕлхи туни пуçланă, финн сăмахĕсемсĕр. Ливвик диалекчĕ никĕс пекех илнĕ. 1939—1940 çулсенче çак чĕлхе çине республика шкулĕсенче вĕреннĕ. Анчах, 1940 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче карел чĕлхи çине вĕренӳ пăрахăçланă. Шкулсенче тĕпĕр хут финн чĕлхипе вĕреннĕ. 1940 çулхи конституцире тĕпĕр хут официаллă чĕлхесем — вырăспа финн çеç. 1989 çулччен ача-пачасем финн чĕлхи вĕреннĕ çеç, тата карел çырулăхĕн ыйтти сивĕленĕ[30].

1939—1940 çулсенчи Совет-Финн вăрçи çавна пул, 1940 çулхи Мускав килĕшӳпе, киввĕ Выборг кĕпĕрнин территорийĕ ССРП тунă Карел-Финн Совет Социализм Республикин тытăмĕнче кĕнĕ (КФССР РСФСР тытăмĕнчен каять). Килĕшӳ çырниччен яхăн пурте карел халăхĕн çак территоринче Финляндире эвакуациленĕ. Анчах, çултан ĕнтĕ, 1941 çулхи çуллара, Финлянди хăйĕн тытăмĕнче Карел пымакĕ тĕпĕр хут кĕни виççĕмĕш Совет-Финн вăрçи хыççăн карел халăхĕн пайĕ çав вырăнсенче те кайнă. 1944 çулхи çуллара, Карел пымакĕ совет çарĕсен контролĕнче пулнă чухне, финн карелĕсем тĕпĕр хут эвакуциленĕ.

Вăрçă хыççăн карел халăхĕн хăвăрт урбанизаци пуçланă. 1959 çулта кашни тăваттăмĕш карел вăрман паççулкире пурăннă, 1989 çулта карелсен 61,8% хуласенче е вăрман паççулкисенче пурăннă. Мигрантсем пула Карелин этниклă тытăмне питĕ улăштарнă (Карелире вырăссем, украинсем, финнсем, литвасем, эстонсем, чăвашсем, тутарсем тата ыттисем нумай кайнă). Карелсем республикара пĕчĕкрех пулнă: 1959 çулта Карелире карел нумайрахăшĕпе виççĕ район пулнă çеç, 1989 çута — Олонец районĕ çеç[31].

Юлашки иккĕ вуннă çулсенче ИТВ хыççăн вырăс чĕлхине тăван пекех карелсем 28,5 % шутланă[18]. 1970 çулсенче пурте ССРП карелсен 36,8 % вырăсла тăван чĕлхи пулнă, 1989 çулта — 52,2 %[32].

1980 çулхи çу уйăхĕнче, Чĕлхе, литература тата кунçул Карел пĕлӳлĕх центрĕн инициативипе Петрозаводскра «Карелы: этнос, язык, культура, экономика, проблемы и пути развития в условиях совершенствования межнациональных отношений в СССР» конференци пулнă. Ливвик тата тĕп карел чĕлхин диалекчĕсен никĕсĕ çине çĕнĕ карел çырулăхĕ туни пуçламалла конференци йышăннă[33].

1989 çулта Карел Автономи Социализм Совет Республикин Министрсен канашĕ йышăнупе ливвик тата тĕп карел чĕлхин диалекчĕсенче çĕнĕ вариант карел çырулăхĕшĕн йышăннă[33].

2007 çулхи çăвăн 16-мĕшĕ, Карел Республикин правительствин № 37-П йышăнăвĕпе Пĕтĕм карел алфавичĕ йышăннă, 2014 çулта алфавитре "C" саспалли хушнă[33].

Карелсен шучĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Карелсен халăх шучĕ Раççей Империйĕнче, Совет Социализм Республикисен Пĕрлешĕвĕнче тата Раççей Федерацийĕнче.

Халăх вырнаçăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Карелсем вырнаçăвĕ ÇАФТ-нче, хула тата ял тăрăхĕсемпе %, 2010 çулхи çыравĕ
Карелсем вырнаçăвĕ ВФТ-нче, хула тата ял тăрăхĕсемпе %, 2010 çулхи çыравĕ
Карели тата Ленинград облаçĕн халăх картти хула тата ял тăрăхĕсемпе %, 2010 çулхи çыравĕ
Карелсем Карелире тата Ленинград облаçĕнче хула тата ял тăрăхĕсемпе %, 2010 çулхи çыравĕ

Карелсен пайĕ районсемпе хуласем Раççейре (Пĕтĕм Раççей халăх çырăвĕпе 2010 çулхи)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Карелсен пайĕ районсемпе хуласем Раççейре
муниципаллă район, хула тăрăхĕ РФ субъекчĕ карел %
Олонец МР Карели 52,2
Калевала МР Карели 35,5
Пряжа МР Карели 31,9
Лоухи МР Карели 12,6
Муезер МР Карели 10,9
Лихославль МР Тĕвер облаçĕ 8,6
Суоярви МР Карели 8,1
Спирово МР Тĕвер облаçĕ 8
Питкяранта МР Карели 6,6
ХТ Костомукша Карели 6,4
Рамешки МР Тĕвер облаçĕ 6,1
Кондопога МР Карели 5,8
Максатиха МР Тĕвер облаçĕ 5,3
Карел чĕлхин диалекчĕсем

Йăла ĕç-хĕле — сунар, пулă тытни, çĕр-ĕçĕ, выльăх ĕрчетни, вăрман касни, Çурçĕрти карелсем пăлан ĕрчетне. Ĕлек-авалтанах кӳлесенчен тата шурлăхсенчен тимĕр кăларнă, тупмалла вĕреннĕ.

Карелсем ыраш, урпа, тулă, сĕлĕ, çарăк, юç кăшман, купăста, кишĕр ӳстерне.

Тĕп статья: Карел чĕлхи

Карел чĕлхи Балтикаçум-финн ушкăнĕ финн-укăр чĕлхисенче кĕрет. Карел чĕлхи ку агглютинативлă чĕлхе.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Национальный состав населения Российской Федерации согласно переписи населения 2021 года.
  2. ^ 1989 ç. çырăвĕпе РСФСР-та 124 921 карелсем пулнă([1] Архиври копи, 26 Юпа уйӑхӗн 2019 Wayback Machine çинче)
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 тата 8 Всероссийская перепись населения 2010 года. Официальные итоги с расширенными перечнями по национальному составу населения и по регионам. Архиври копи, 9 Раштав уйӑхӗн 2021 Wayback Machine çинче: см. Архиври копи, 18 Юпа уйӑхӗн 2012 Wayback Machine çинче
  4. ^ 1, 2, 3 тата 4 Всероссийская перепись населения 2010 года. çăлкуçран архивланă 4 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 27 Раштав уйӑхӗн 2011.
  5. ^ Финлянди карелĕсем çинчен Архиври копи, 6 Утӑ уйӑхӗн 2015 Wayback Machine çинче
  6. ^ Финн Карелийĕ çинчен сайт. Карел чĕлхи çинчен Архиври копи, 19 Ҫӗртме уйӑхӗн 2013 Wayback Machine çинче
  7. ^ Всеукраїнський перепис населення 2001. Русская версия. Результаты. Национальность и родной язык..
  8. ^ Агентство Республики Казахстан по статистике. Перепись 2009. 2012 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. (Национальный состав населения 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ..rar)
  9. ^ Statistics Estonia: Statistical database.
  10. ^ Источник.
  11. ^ Национальный флаг карел. // Карельский язык в России
  12. ^ Карелия: энциклопедия: в 3 т. / гл. ред. А. Ф. Титов. Т. 2: К — П. — Петрозаводск: ИД «ПетроПресс», 2009. — 464 с. : ил.,карт. — стр. 26 ISBN 978-5-8430-0125-4 (т. 2)
  13. ^ Советский энциклопедический словарь. — 4-изд.. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Советская энциклопедия, 1989. — С. 123. — 1632 с. — 2 500 000 экз.
  14. ^ Древние карелы в XII—XVI вв. История и культура
  15. ^ Рождение народа
  16. ^ Грамота № 590.
  17. ^ Старинное слово «кириа».
  18. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 тата 14 Финно-угорские народы России: генезис и развитие – В.А. Юрчёнкова: 2012, Саранск, НИИ Гуманитарных наук при Правительстве Республики Мордовия
  19. ^ Карелы. Рождение народа..
  20. ^ Светлана Ивановна Кочкуркина. Археологические памятники Корелы В-XV вв
  21. ^ С. И. Кочкуркина Археологические памятники корелы (V—XV вв.). Л.,1981.
  22. ^ Прибалтийско-финские народы России. / Ответ. ред. Клементьев, Е.И., Шлыгина, Н.В.. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Наука, 2003. — С. 172—174. — 671 с.
  23. ^ 1 тата 2 Прибалтийско-финские народы России / Отв. ред.: Е.И. Клементьев, Н.В. Шалыгина. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Наука, 2003. — С. 176—177. — 671 с.
  24. ^ Кёппен П. И. Об этнографической карте Европейской России. — СПб., 1853 Первая всеобщая перепись населения Российской Империи 1897 г..
  25. ^ Прибалтийско-финские народы России / Отв. ред. Е.И. Клементьев, Н.В. Шалыгина. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Наука, 2003. — С. 197. — 671 с.
  26. ^ Об образовании Корельской Трудовой Коммуны : Декрет ВЦИК от 8 июня 1920 г. // Собрание узаконений и распоряжений рабочего и крестьянского правительства. Отдел первый. М., 1920 г. № 53, ст. 232
  27. ^ Финно-угорские народы России: диалектика жизненных ценностей / Под ред. П.Н. Тултаева. — Шаблон:Указание места в библиоссылке, 2013. — С. 118—120. — 195 с.
  28. ^ Вĕрентĕш элсăмахсарта
  29. ^ А. Н. Головкин «Карельский национальный округ». çăлкуçран архивланă 18 Ҫу уйӑхӗн 2015. Тĕрĕсленĕ 28 Нарӑс уйӑхӗн 2013.
  30. ^ Финно-угорские народы России: диалектика жизненных ценностей / Под ред. П.Н. Тултаева. — Шаблон:Указание места в библиоссылке, 2013. — С. 120—121. — 195 с.
  31. ^ Прибалтийско-финские народы России / Отв. ред. Е.И. Клементьев, Н.В. Шлыгина. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Наука, 2003. — С. 182—184. — 671 с.
  32. ^ Прибалтийско-финские народы / Отв.ред. Е.И. Клементьев, Н.В. Шлыгина. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Наука, 2003. — С. 202—205. — 671 с.
  33. ^ 1, 2 тата 3 Собственно карельское наречие карельского языка | Малые языки России.
  34. ^ Uusi kotimaa — Новая родина 2015 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  35. ^ Государственный комитет статистики Украины. Всеукраинская перепись населения 2001 года. Распределение населения по национальности и языку 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ..
  36. ^ 1 тата 2 Коми народ / Online-газета / Статьи 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
  37. ^ Национальный состав населения Республики Беларусь 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  38. ^ POPULATION BY ETHNIC NATIONALITY, MOTHER TONGUE AND CITIZENSHIPШаблон:Недоступная ссылка