XX ĕмĕрти чăваш литератури
- Чăваш литератури пирки пĕтĕмĕшле çырнине Чăваш литератури статьяра пăхмалла.
XX ĕмĕрти чăваш литератури — XX ĕмĕрте чăвашла çырнă хайлавсен тата авторсен йышĕ. Калăпăшне кура тата ытти сăлтавсене те пула чăваш литературин чи пысăк тата чи пĕлтерĕшлĕ пайĕ теме пулать. Виталий Станьял асăннă вăхăта "чăваш литературин талпăнуллă ĕмĕрĕ" тет.
Умĕн калани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]В.Г.Родионов çапла çырать[1]:
Паянхи тĕпчевçĕсенчен пĕр пайĕ илемлĕ литературăна аталануллăн, пĕчĕкрен пысăкланса, вăйланса пынине кăтартни кирлех мар тесе шутлать, ăна политика лару-тăрăвĕпе çыхăнтарнине сивлет. Çапах та илемлĕ сăмах тĕнчи халăх пурнăçĕнчен пачах уйрăм йĕркеленет тени тĕрĕсех мар пулнă пулĕччĕ. Илемлĕ сăмахлăха чăмăртаса, кĕлте çыхнăн çыхса пыракан тĕп шухăш кирек хăш вăхăтра та пулнă. XX ĕмĕрĕн малтанхи икĕ-виçĕ вунă çуллăхĕнче вăл наци чăмăртанăвĕн, çĕкленĕвĕн идейипе пĕр килнĕ... |
Поэзи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчех темелле пĕтĕм чăваш культуришĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлав — генилле "Нарспи" поэма (1907-1908) çуралать. Унăн авторĕ — Константин Иванов (1890-1915). Лирикăлла-эпикăлла поэмăра мифологилле[2][3][4] реализм майĕсемпе çав вăхăтри чăваш пурнăçне сăнланă. Çав вăхăтрах "Нарспире" романтизм палăрăмĕсене шыракансем те пулнă[5]. Константин Ивановăн ытти поэмисем те мифологилле реализма çывăх тăраççĕ. "Хальхи самана" сăвă çеç ку енĕпе уйрăм. Константин Иванов пултарулахĕ тем пек пĕлтерĕшлĕ пулсан та, ку автор пĕр-пĕчченĕн курăнмасть. "Нарспи" пичетленнĕ кĕнекерех, ав, ытти поэтсен хайлавĕсем те пур. Калăпăр, Николай Шупуççыннин (1889-1942) çырнисем. Тарас Кирилловăн (1880-1920) поэзири тухăçлă пултарулăхĕ паллă[6]. Гаврил Кореньков (1884-1949) хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăрать. Çакă тата ытти авторсене, Çеçпĕл Мишши (1899-1922) ячĕпе çыхăннă тапхăрчченех, "поэзири кивĕ шкул" пайташĕсем теме пулать.
Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич, çуралнă чухнехи хушамат Кузьмин) — чăваш сăвăçи. 1899 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.
Революциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919-мĕш çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки 1927-мĕш çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта «Сăвăсем» кĕнеке пичетленсе тухать. 1959-мĕш çулта — «Çырнисен пуххи».
Чăваш поэзийĕн хĕрӳллĕ ĕçченĕ 1922-мĕш çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче Украинăри Старогородка ялĕнче вилнĕ.
В.Г.Родионов çырнинчен[1]:
1920 çулта Чĕмпĕрте А. Милли «Атăл юрри» ятлă журнал кăларма пуçăнать. Унăн чи малтанхи номернех тиркесе йышăнаççĕ канашçăсем[7]. «Милли стихĕсене стихсем тесе шутламастпăр... Ивановăн «Стихсем» ятлă статйи хăй ĕмĕрне ирттерсе янă статья, вăл статья вилни чылай вăхăт пулать ĕнтĕ, хирĕлет Лукка Эрхипĕ, унтан çапла пĕтĕмлетӳ тăвать: «Атăл юррин» малтанхи номерĕ чăвашла çыракан юлташсене йăнăш çул çинелле туртать, ăна тӳрлетме редакци коллегине çĕнетмесĕр пулмасть пулĕ» (Канаш. 1921. 2№). Çавăнтах Ютăн (Н. Золотовăн хушма ячĕ) А. Миллие ятласа çырнă статйи те («Чăваш чĕлхин паттăрĕсем») пур. |
Ку сыпăкра каланине XX ĕмĕрти чăваш литературин уйрăм саманчĕ тейĕпĕр. Малалла — Петĕр Хусанкай сăвăç пирки. Петĕр Хусанкай (Хусанкай, çуралнă чухнехи хушамат Казанков, Пётр Петрович) — чăваш сăвăçи, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач. 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Тутарстанăн Элькей районĕнчи Сиктĕрме (халĕ Сиктĕрме-Хусанкай) ялĕнче çуралнă[8]. 1970-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1950-мĕш çулта Чăваш АССРан халăх сăвăçи ятне тивĕçнĕ. 1967-мĕш çулта К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш АССРăн патшалăх премиĕн, 1969-мĕш çулта Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Чăваш Ен Комсомолăн преми лауриачĕ пулнă.
Чăваш АССРĕн тата РСФСРăн Аслă Канашлăвĕсен депутачĕ пулнă.
Петĕр Хусанкай пĕтĕмпе 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15-ĕшĕ вырăсла тухнă. Чикĕ леш енче те чылай кĕнеке пичетленнĕ. Чи паллисен шутне «Аптраман тавраш» сăвăллă роман кĕрет.
Унăн сăввисемпе поэмисем вырăс, украина, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.
Петĕр Хусанкайăн поэзири тата пурнăçри яланхи юлташĕ — Митта Ваçлейĕ. Василий Егорович Митта /Митта Ваçлейĕ/ 1908 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче/ Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи /халĕ Патăрьел районĕ/ Аслă Арапуçĕнче çуралнă[9]. Ялти шкулта, Чĕмпĕрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă Патăрьел районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ7 1930 çулта учитель ĕçне куçнă: икĕ çул Çĕмĕрле районĕнче Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулне ертсе пынă. 1932 çулта Шупашкара пурăнма куçнă, Чăваш АССР халăх комиссарĕсен канашĕ çумĕнчи радиохыпар комитетĕнче литературăпа драма передачисен редакторĕ пулнă. 1937 çулта сăвăçа националист тесе айăпланă, тĕрмене тытса хупнă, тĕрлĕ лагерьте асаплантарнă. 1947 çулхи раштав уйăхĕнче вăл ирĕке тухнă, анчах 1949 çулхи ака уйăхĕнче ăна каллех арестленĕ, Красноярск крайне ссылкăна янă. 1954 çулхи юпа уйăхĕнче вăл тăван çĕршывне таврăннă, культурăпа литература ĕçне хастаррăн пуçăннă. 1956 çулта В.Миттан «Кăмăлтан» сăвă кĕнеки кун çути курнă, тепĕр çур çултан сăвăç чĕри тапма чарăннă. Поэтăн çырнисен тулли пуххи икĕ томпа 2004 тата 2005 çулсенче пичетленнĕ.
Проза
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ят — Хумма Çеменĕ. Вăл (Семен Фомич, çуралнă чухнехи тата кулленхи хушамат Фомин) Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче 1903 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Шăхасанти икĕ класлă, унтан ялти икĕ сыпăклă шкулсенче вĕреннĕ. 1920 çулта Хусанта тухса тăракан «Канаш» хаçат редакцине тăлмачă ĕçне вырнаçнă, ĕçленĕ вăхăтрах çĕр йĕркелӳ техникумĕн каçхи уйрăмĕнче вĕреннĕ. Хаçатăн литература сотрудникĕ, пай заведующийĕ, ответлă секретарĕ тата редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1926 çулта Вăтам Азипе Кавказри çĕршывсене çитсе курнă. Пĕр вăхăт Ашхабадра тухса тăракан «Туркменская искра» хаçат редакцийĕнче вăй хунă. 1927–1932 çулсенче Шупашкарти типографире корректор ĕçĕсене туса пынă. 1932–1936 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература кĕнекисене редакциленĕ. Йывăр чирлесе пурăннă хыççăн вăл 1936 çулхи авăн уйăхĕн 25-мешĕнче вилнĕ.
Хумма Çеменĕ калавсемпе сăвăсем, повеçсем, роман, очерксемпе статьясем çырнă, вырăсларан чăвашла Н.Некрасов, А.Кольцов, А.Фет, Ян Райнис, Г.Тукай, У.Уитмен, В.Гюго, Д.Рид тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене куçарнă. «Выçлăх çул» ятлă пĕрремĕш калавĕ 1923 çулта пичетленсе тухнă.
Хумма Çеменĕ 1934-мĕш çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Паллăрах кĕнекисем: «Юрă-сăвăсем» (1922), «Выçлăх çулсем» (1924), «Ача чухнехи» (1931), «Суйласа илнисем» (1960), «Штрум» (1975), «Пирĕн вăй» (1982); вырăсла — «Воскресение Орфея» (1987).
В.Г.Родионов 1923-1930-мĕш çулсенчи проза пирки сăмахне çапла пуçласа ярать[1]:
Дмитрий Петрович Петров (Мĕтри Юман) (1885–1939) – чăваш прозипе драматургийĕнче чылаях палăрнă çыравçă. Хăй вăхăтĕнче вăл чăвашсен сулахай эсерĕсен партине йĕркеленĕ, 20–30-мĕш çулсенче повеçсем, «Укăлча касси» ятлă пьеса çырнă. «Пурлăх комиссарĕ» калавĕнче (1927) М.Юман Йăлăмри янкар (торф) заводне никĕсленĕ çĕрте вăй хуракан ĕçченсене сăнласа панă тени тĕрĕсех мар пулĕ. Хăшĕ-пĕри унти Хунар ятлă тĕп харкамçăн прототипĕ С.П. Петров (вăл 1926–1937 çулсенче Чăваш ВКП(б) обкомĕн яваплă секретарĕ пулнă) тесе калани те тӳрре килмест-тĕр. Калавра тĕпре пĕр чăваш çыннин пурнăçне конкретлă вăхăтпа çыхăнтарса кăтартни тата каласа пани тăрать. Вăл вăхăт – Чăваш облаçĕпе республикине ура çине тăратнă 20-мĕш çулсем, çăпаталлă чăпталлă тăрăха индустри çулĕ çине кăларнă тапхăр. Хунарăн кун-çулне никамах та ăмсанас тееймĕ: ӳпке чирĕпе асапланать, çумри мăшăрĕ ыттисемпе савăшать, çакна курса тăракан амăшĕ чĕрине çунтарса пурăнать... Çав хушăрах çак харкамçă тĕллевлĕ, вăл пысăк шухăш-ĕмĕтпе çунса çӳрет. Лача кăмрăкĕ кăларакансене Хунар çапла каласа хавхалантарать: «Ĕç йывăр тесе ан йӳçĕнкеленĕр. Мĕн вăй çитнĕ таран эпĕр сире пулăшăпăр. Мĕн çитмесси пулсан тӳрех хама калăр. Лачака кăмрăкĕ – пирĕн хисепсĕр пысăк пурлăх. Ăна пула эпир промышленность тума ĕмĕтленетпĕр...» Калавра Атăл, вăрман сăнарĕсене ăста кăтартса панă, çыравçă пейзаж ӳкерме пултарни кĕретĕн курăнать çак хайлавра. |
Драматурги
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Час-часах драматургие театр валли çырнă хайлавсем пек çеç кăтартма тăрăшни те сисĕнет. Анчах та пьесăсене ахаллĕн вулама та пулать, вĕсене, эппин, çав тĕллевпе те çыраççĕ. Тепĕр енчен, "театр" тени те профессионалла тытăмсене çеç мар пĕлтерет. Спектакльсене юратавçăлла меслетсемпе те кăтартма пулать, вăл шутра пĕчĕк ушкăнсенче те. Эппин, XIX ĕмĕрти Спиридон Михайлова чăваш драматургийĕн пуçламăшĕнче курни — тĕрĕсех. XX ĕмĕре илес пулсан вара, кунта эпир чăн пуçламăшĕнче Гурий Комиссаровăн, урăх авторсен опычĕсене, "Хыпар" хаçатра пичетленнĕ Михаил Акимов[10] çырнă "Ялти пурнăç" ятлă вĕçленмен драмăна тата ытти хайлавсене куратпăр. Çав вăхăтрах Константин Ивановăн "Шуйтан чури" хайлавне те манса каймалла мар. Анчах та шăпах ăна драматургипе çыхăнтарма йывăртарах. Мĕншĕн тесен вăл текстăн "диалогла мар" пайĕ те сăвăлла, çавна пула тата ытти сăлтавсене кура çавна "ремаркăсем" теме те кансĕртерех. В.Г.Родионов çырнинчен[1]:
Хальхи Чăваш академи театрĕн пĕрремĕш спектаклĕ Хусанта 1918 çулхи кăрлачăн 14(27)-мĕшĕнче иртет. Ун чухне И.Максимов-Кошкинский ертсе пыракан ушкăн сцена çинче А.Островскин «Не так живи, как хочется» пьесин чăвашла куçарăвне выляса кăтартнă. Хусанта уçăлнă чăваш театрĕ хĕлле «Ампир» ятлă кинотеатрта, çулла ятарласа тунă уçă театрта ĕçлет, кашни кун пекех спектакльсем кăтартать. Унта Хусанти чăваш студенчĕсен Т.Д.Алексеев ертсе пыракан хорĕ те хутшăнать. «Виçĕ уйăх хушшинче ултă пьеса лартрăмăр, – аса илет çав вăхăта И.Максимов-Кошкинский, – вĕсенчен пĕри – чăвашсен малтанхи пьеси, М.Ф.Акимовăн «Вăхăтсăр вилĕмĕ» пулчĕ». |
Кунта асăннă Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский хăй, ахăртнех, чи вăйлă драматург пулман пуль. Анчах та Чăваш театрĕн тата "Чăвашкино" студийĕн никĕслевçи. Ун пек йĕркелĕмсем вара хăйсемех драматургие аталанма пулăшаççĕ.
Сăмах май каласан, кунта М.Ф.Акимовăн (Аруйăн) "Вăхăтсăр вилĕмне" "чăвашсен малтанхи пьеси" тени те тĕрĕс мар ĕнтĕ.
XX ĕмĕрти чи шултра чăваш драматургĕ тесе Николай Терентьева (1925-2014) каламалла.
Николай Терентьевич Терентьев 1925 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кошноруй ялĕнче çуралнă. Чурачак ялĕнчи пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Чăваш Республикин халăх çыравçи, Чăваш Республикин тава т ивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, Чăваш Республикин К. Иванов ячĕллĕ паташалăх парнин лауреачĕ.
Николай Терентьевăн пултарулăхĕ чăваш театр искусствипе драматургийĕн историйĕнче капашсăр пысăк вырăн йышăнать. Наци драматургийĕн жанрсен анлăшне ӳстерес тĕлĕшпе те чылай ĕçленĕ çыравçă. 50 ытла пьеса тата сценари хайланă вăл. Нумай актлă пур пьесине те республика театрĕсем хапăлланă. Вырăсла куçарнă пьесисем тăрăх лартнă спектакльсене Чĕмпĕр, Ворошиловград, Брянск, Барнаул тата ытти хулара та курнă. «Сансăр пурнăç çук» (вырăсла "Верность", "Сибирская дивизия" е урăхла ятпа, 1971) пьеса вара аслă çĕр-шывăмăрăн 10 театрне çитнĕ.
Литература тишкерĕвĕ тата публицистика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература тишкерĕвĕ (критика) сăмах ӳнерне хак парас тĕлĕшпе "хĕсĕннĕ" пулин те, çыравçăсемпе специалистсем еннелле çеç мар пичĕпе çаврăннă. Вăл вулакансен анлă массисемпе калаçать, литература тулашĕнчи ыйтусене те, кирлĕлĕхне кура, пырса перĕнет. Çапла вара публицистикăпа таччăн пĕрлешет. Çавна май кунта Александр Герцен сăмахĕсене аса илни вырăнлă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)У народа, лишенного общественной свободы, литература — единственная трибуна, с высоты которой он заставляет услышать крик своего возмущения и своей совести[11].<Куçару: Пĕрлĕхлĕхле ирĕклĕх çук халăхшăн литература çуллĕлĕхĕ ăна хăйĕн тарăхăвне тата çумхыпарне пĕлтерме май паракан пĕртен-пĕр трибуна пулса тăрать.>
Çак çӳлерех каланă сăмахсем XX ĕмĕрти чăваш пĕрлехĕшĕн те хăйсен тулли пĕлтерешĕпе палăрса тăраççĕ. Уйрăмах ун чухне Интернет та, ытти çавăн пек хатĕрсем те пулманнине шута илсен. В.Г.Родионов çырнинчен[1]:
Кĕçех Г.Комиссаров «Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши?» ятлă ĕç çырать, ăна «/пхӳри Чăваш Халăхĕн Ушкăнĕ» 1918 çулта пичетлесе кăларать. Чăннипех те сăвăлла сисĕнет, халăхăмăрăн мал ĕмĕчĕ палăрать. /пхӳре Г.Комиссаровпа пĕрле И.Ефимов (Тăхти) та чăваш ĕçĕшĕн çуннă, çар гарнизонĕнчи чăвашсене пухса патша тытăмĕ пĕтни, халăхăмăрăн чăмăртанма кирли çинчен ăнлантарса пысăк ĕç тунă. Çак шухăша каярах Çеçпĕл Мишши «Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар» тесе тепĕр хут каланă (1921 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ваçанкка патне янă çырура). Çакăн пек çырни вара сăмахлăх, литература ячĕпе пĕрлешме йыхăрнинех пĕлтернĕ. Чăваш историйĕ ячĕпе пĕр пулма чĕнесси интеллигенци хушшинче Н.И.Ашмаринăн «Пăлхарсемпе чăвашсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухсан (Хусан, 1902) пуçланнă. Н.В. Никольский, Г.И.Комиссаров тата вĕсем хыççăн туртăнакан ытти чăваш яшĕсем халăхăмăр аваллăхне тĕпчеççĕ, унăн тымарĕсене шыраççĕ. Чăваш халăхĕн историне çырма Турхан Энтри 1915 çултах пуçăнать, ăна вăл тепĕр икĕ çултан «Хыпар» хаçатра пичетлесе кăларать |
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Артемьев Ю.М. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури. Шупашкар: 1992. 253 с.
- Артемьевăн Ю.М. «Ĕмĕр пуçламăшĕ» (Шупашкар, 1996)
- Васильев Н. Краткий очерк истории чувашской литературы. М., 1930. 80 с.
- XX ĔМĔРТИ ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИ, 1900—1950 ÇУЛСЕМ: ЛИТЕРАТУРА ИСТОРИЙĔН ТĔПЧЕВĔСЕМ / Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ; В.В. Никифорова, В.П. Станьял, А.Н. Тимуков, Ю.В. Яковлев. — ШУПАШКАР, 2012. 392 С.
- Ермакова Г.А. Рец. на.: История чувашской литературы ХХ века, 1900–1955 годы: коллективная монография. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2015. – 431 с.// Чувашский гуманитарный вестник. Чебоксары, 2015, №10. — С.227.
- Геннадий Юмарт. К ИСТОРИИ ЧУВАШСКОЙ ЛИТЕРАТУРЫ НАЧАЛА XX ВЕКА: ПЕРВЫЕ РУКОПИСНЫЕ ЖУРНАЛЫ. //ЧГВ, 2007/2008 гг., № 3
- Родионов В.Г. История чувашской литературы ХХ в. (Концепция). // ЧГВ, 2010 г., № 5. — С. 104-121.
- Чăваш совет литератури. Шупашкар, 1972. 510 с.
- Хлебников Г.Я. Современная чувашская литература. Чебоксары, 1971. 182 с.
- Хлебников Г.Я. Чёваш совет литературин поэтики. Малтанхи тапхёр. Шупашкар, 1990; он же. Чувашская литературная классика и ее наследники. Чебоксары, 2001. 302 с.
- Сироткин М.Я. Очерки истории чувашской советской литературы. Чебоксары, 1956. 352 с
- Фёдоров Г.И. К ПРОБЛЕМЕ СОЗДАНИЯ «ИСТОРИИ ЧУВАШСКОЙ ЛИТЕРАТУРЫ ВТОРОЙ ПОЛОВИНЫ ХХ ВЕКА»: НЕКОТОРЫЕ РАЗМЫШЛЕНИЯ. // ЧГВ, 2010 г., № 5. — С. 122-137.
- Поляк Л.М., Тагер Е.Б. Литература XX века. Учебник для средней школы. М., Учпедгиз, 1940.
- Лейдерман Н.Л. Периодизация русской литературы ХХ века и текущий литературный процесс // URL: http://oldwww.pspu.ru/sci(ĕçлемен каçă) liter 2005 leiderman.shtml (дата обращения: 01.02.2010).
- Луков Вл.А. Концепция теоретической истории литературы Д.С. Лихачева // URL: http://www.zpujournal.ru/e-zpu/2008/5/likachev/#(ĕçлемен каçă) (дата обращения: 01.02.2010).
- Комиссаров Г. И. К вопросу о построении курса истории чувашской литературы (по поводу книжки Н. Васильева «Краткий очерк истории чувашской литературы»). — Казань: Татполиграф, 1931. — 8 с.
- Виталий Родионов. «ИСТОРИЯ ЧУВАШСКОЙ ЛИТЕРАТУРЫ XX ВЕКА»: ИЗ ОПЫТА СОЗДАНИЯ КОЛЛЕКТИВНЫХ ТРУДОВ(ĕçлемен каçă) // Источник: АКТУАЛЬНЫЕ ПРОБЛЕМЫ НАЦИОНАЛЬНЫХ ЛИТЕРАТУР РОССИИ: ХУДОЖЕСТВЕННЫЕ ПОИСКИ ХХ – НАЧАЛА XXI ВЕКА. Сборник материалов Международной научно-практической конференции, посвященной 110-летию со дня рождения народного писателя Башкортостана З.Биишевой и 100-летию со дня рождения народного поэта Башкортостана Н.Наджми, г.Уфа, 12 апреля 2018 года, стр. 205-210.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Родионов В.Г. <Чăваш литератури.> 2018 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ "Мифологилле" тени кунта пурнăçăн хăшпĕр саманчĕсене юмахлатса-халаплатса кăтартнине пĕлтерет: сăмахран, патшалăх тытăмĕн палăрăмĕсем поэмăра пачах та çук.
- ^ Константин Иванов. Сăвă.
- ^ Александров, С. А. Поэтика Константина Иванова: вопросы метода, жанра, стиля / С. А. Александров. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1990.
- ^ Артемьев Ю. Пурнăç чăнлăхĕ е романтизм : [К. В. Ивановăн "Нарспи" поэминче романтизм искусствин уйрăмлăхĕсем вăйлăн палăрни пирки] / Ю. Артемьев // Тăван Атăл. - 1970. - № 5. - C. 66-69.
- ^ Геннадий Юмарт каласа панă тăрăх, Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи хăй çамрăх чухне паллашнă Тарас Кирилловăн "Тырă пулнă çул" поэмин сăввисене ватă чухне те пăхмасăр вулама пултарнă.
- ^ Чăваш çыравçисен "Канаш" ушкăнĕн пайташĕсем.
- ^ Петĕр Хусанкай.
- ^ 24 Aug, 2015 | Чăваш литературин классикĕсем. — "Хыпар" хаçатран.
- ^ Известный прозаик-публицист (К 125-летию со дня рождения М.Ф. Акимова).
- ^ Герцен Александр Иванович (1812—1870) — Собр. соч., т. 7, 1956. — С. 198.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Сум" электрон лавкка. 2017 ҫулхи Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. XX ĕмĕрти чăваш литератури (1900-1950 çулсем)
- Библиотека > Культура ХХ века > Литература 20 века 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Русская литература XX века: общая характеристика. 2016 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Зарубежная литература XX века. 1910-1940 годы. 2016 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Чăваш Ен темăсенче | ||
---|---|---|
Тӳре-шара • Президент • Герб • Ялав • Гимн • Администрациллĕ пайлану • Географи • Хуласем • Халăх • Истори • Экономика • Театрсем • Архитектура • Садсемпе парксем • Музейсем • Спорт • Пĕлӳлĕх • Ăслăх • Тĕн • Паллă вырăнсем • Транспорт • Радио • Телевидени • Климат • Экологи • Чӗрчунсем • Ӳсентӑрансем • Юханшывсем • Чăваш Енĕн чи аслă пуçлăхĕсен йышĕ |
Чăвашсем |
|
---|---|
Культура | |
Кун-çул |
Аслă Пăлхар • Атăлçи Пăлхар • Ылтăн Урта • Хусан ханлăхĕ • Мускав патшалăхĕ • Раççей Империйĕ • ССРП • РФ |
Тĕне тытни (алфавитпа) | |
Вырнаçу | |
Тĕрлĕрен |