Аслă Пăлхар
Аслă Пăлхар, — Хура тинĕспе Азов тинĕсĕ çумĕнчи çеçенхирсенче вырнаçнă авалхи патшалăх. Патшалăха йĕркелекенĕ — Купрат. Аслă Пăлхар 632-671 çулсенче тытăнса тăнă.
Тупмалли |
Кун-çулĕ [тӳрлет]
Шаблон:Полхари кун-çулĕ Пирĕн эрăчченех, Алтай таврашĕнче хун йăхĕсем шутĕнчи Тулă ăрăвĕ чапа тухнă. Тулă ăрăвĕнчен пăлхарсен, Танайçи (Дунайçи) пăлхарсен те, тата ытти хунсен пикĕсемпе патшисем тухнă. VII ĕмĕрте хунсен ячĕ пĕтсе пырать, ун вырăнне пăлхарсен, сăварсен, хасарсен ячĕсем чапа тухаççĕ. Пăлхар ячĕ пĕрремĕш хут историре 354 çулта тухать.
Аслă Пăлхар кăтригур пăлхар йăхĕсем тавра чăмăртанма тытăннă. Ун чухне, 626 çулта, аварсем Константинополь çине вăрçăпа кайнă, анчах та вĕсен ăнăçу пулман, аварсене висантисем çапса аркатнă. Çав ансат хушăпа кăтригурсем аварсен пăхăнăвĕнчен тухса ӳкнĕ. Кăтригурсен ĕмпĕвĕ Купрат (584—660 çулсенче), хăйĕн Уртине утигур пăлхар йăхĕсемпе (унчен лешсем тӳрксене пăхăнса тăнă) пĕрлештернĕ, каярахпа оногур (вунă вăкăр) укăр йăхĕсене кăтригурсем çумне хушнă. Çапла вара Аслă Пăлхар тĕрĕкленсе пынă.
Купрат астулра ларнă чух Аслă Пăлхар аварсенчен те, хасарсенчен ирĕклĕ пулнă. Епле те анăçран хăрушăлăх Авар каганачĕ хавшакланнă май пĕтĕмпех иртнĕ пулсан, тухăç енчен пĕрмаях ахăр саманасем сиксе тухкаланă. Купрат хăй хуçаланнă вăхăтсенче пăлхар йăхĕсем пĕрлĕхре тытăнса тăнă та çавăнпа инкек-синкексене хирĕç тăма вăй çитернĕ. Вара вăл вилнĕ хыççăн Аслă Пăлхара Питпуян, Кăтра, Аспарух, Кувер, Альших ывăлĕсем туртса пайланă. Купратăн кашни ывăлĕ хăйнемайлă уртасемпе пурăнма тытаннă, вара пĕчченĕн вĕсен хасарсемпе тытăçма хăват пулман. Хасарсем тапăнса килсен Аслă Пăлхар пайлансах каять, çав аслă ят историе çеç кĕрсе юлать.
| Аслă Пăлхар ĕмпĕвĕсем |
|---|
| Аспарух | Альших | Кăтра Паттăр | Кувер | Купрат | Питпуян | Урхан | |
Çавăн пекех пăхăр [тӳрлет]
Вуламалли [тӳрлет]
- Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
- Попов А., «Обзор хронографов русской редакции», 1866.
- «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», 1884-1887.
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- Мизиев И.М., «История Карачаево-балкарского народа».
- Артамонов М.И. «Хасарсен историйĕ»
- Иоахим Вернер, "Захоронение в Малом Перещеннине и Кубрат, хан болгарский", "Софийские новости" хаçат, 1985, кăрлач, 9 кунĕ.
- Тафаев Г. И., "Цивилизация и геополитика", Шупашкар, 2008.
- Николаев В.В., "История предков чувашей. XXX в.до н.э. — XV в.н.э", Чебоксары, 2005.
- Ю. Немет, венгр тĕпчевçи, ""
- Ив. Шишманов, Дунайçи болгар тĕпчевçи, ""
- К. Иречек, "История болгар", Варшава, 1877.
- Гумилев Л.Н., "Древние тюрки"
- Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
- Халиков А.Х., "Кто мы — булгары или татары".
- "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.
- Евгени Константинов, "Дрезговини" (Ӗнтрĕк), роман, София, "Народна младеж" кĕнеке кăларăвĕ, 1960.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.
Фильмсем [тӳрлет]
- "Аспарух хан", кинофильм, реж. (?), Евгени Константиновăн "Дрезговини" (Ӗнтрĕк) романĕ çийĕн, Софи, Болгари.
Асăрхавсем [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
|
|
|
|---|---|
| Культура | Литература • Мусăк • Ӳнер • Синематограф • Тетел • Апат-çимĕç • Театр • Архитектура • Ятсем |
| Чăваш Енĕн кун-çулĕ | Аслă Пăлхар • Атăлçи Пăлхар • Ылтăн Урта • Хусан ханлăхĕ • Мускав патшалăхĕ • Раççей Империйĕ • СССР • Раççей Федерацийĕ |
| Тĕне тытни (алфавитпа) |
Атеизм • Православи Ислам • Чăваш халăх йăли • Халаплăх |
| Чăваш халăх вырăнĕ | Чăваш Республики • Чĕмпĕр облаçĕ • Тутарстан • Пушкăрт Республики • Самар облаçĕ • Тĕмен облаçĕ • Чăваш диаспори |
| Тĕрлĕ | Вирьял • Анат енчи • Анатри • Паллă чăвашсем |
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |