Контент патне куҫ

Ĕшнеуй

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ял
Ĕшнеуй
Ĕшнеуй
Ĕшнеуй
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Сарăту облаçĕ
Муниципаллă район Пасарлă Карабулак
Ял тăрăхĕ Ĕшнеуй
Координатсем 52°34′12″ с. ш. 46°10′12″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним ĕшнеуйсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84591
Почтă индексĕ 412612
Автомобиль кочĕ 64, 164
ОКАТО кочĕ 63 206 890 000
Ĕшнеуй (Раççей)
Точка
Ĕшнеуй (Сарăту облаçĕ)
Точка

Ĕшнеуй (кĕскенрех Шнеуй, выр. Шняево) — Сарăту облаçĕн Пасарлă Карабулак районĕнчи ял, нумайрах чăвашсем пурăнаççĕ. Ку пурăнакан вырăн — районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ темелле мар. Истори тĕлĕшпе пăхсан та, хальхи тăрăмпа та чăваш ялĕсем татах пур (пулнă). Тата ăна, Ĕшнеуйне, таврари ытти чăваш ялĕсенчен ватăрах пулнине кура, Кивьял та теççĕ. Чи çывăхри чăваш ялĕ (Шурту) икĕ çухрăмра вырнаçнă.

Ял йышĕ тата тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002-мĕш çулта 727, 2010-мĕш çулта 563 çын пурăннă[1].

Ялта тăхăр урам. Вĕсен вырăсла ячĕсем çакăн пек: Соловьиная улица (Шăпчăк урамĕ), Улица Коммунаров (Коммунарсен урамĕ), Улица Победы (Çĕнтерӳ урамĕ), Улица Дружбы (Туслăх урамĕ), Октябрьская улица (Октябрь урамĕ), Заречная улица (Çырмаен урамĕ), Улица Мира (Тăнăç урамĕ), Молодежная улица (Çамрăксен урамĕ), Улица Жданова (Жданов урамĕ)[2]. Чăвашла ячĕсем паллă мар.

Таврапĕлӳçĕсемпе ăславçăсем мĕн калани çине таянар[3]:

<Куçару: 1692-мĕш çулта Чулхулара карапсем тăвассипе палăрнă чăвашсем никĕсленĕ. Алексей Михайлович Романов патша Сарăту кĕпĕрнинчи Уза шывĕ тĕлĕнчи вырăнпа усă курма грамота панă. Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Упи вулăсĕнчи Упи, Хулаçырми вулăсĕнчи Аксу, Алексеевка вулăсĕнчи Кĕçĕн Елчĕк ялĕсенчи 12 чăваш килйышĕ Миксин Иштубаев ертсе пынипе Уза шывĕн сылтăм юппи çине пырса вырнаçнă. Вырăс патшалăхне сыхлас тĕлĕшпе хурал хĕсметне тытса пыма пуçланă. Кунсăр пуçне ку хресченсемех Адмиралтействăн шутланнă, çавăнпа карап тума йывăçсем хатĕрленĕ, платниксемпе те вĕсен йышенченех тивĕçтернĕ.>

Ял ячĕ епле тухса кайни пирки халиччен темле верси те кăларса тăратнă[4]. Хăшĕсем, сăмахран, "Шăна Йăви" тенипе пĕр пек янрав пуррине асăрханă. Калăпăр, Шупашкара "Комбинация" поп-ушкăнпа гастроле килнĕ Татьяна Иванова та çавăн пек версие пропогандăланă (1990-мĕш çулсенче). Теприсен шучĕпе вырăнти çынсем Таганрогра "Шняв" ятлă карапа тума хутшăннă тесе шутлаççĕ, çапла вара хăйсен тăван ялне те çавăн пек ят панă имĕш. Çапах та кун пек версисене пурне те халăх этимологийĕ тесе хакламалла пуль. Урăхла каласан, вĕсем ăнсăртран, ăслăх çинче никĕсленмесĕр çуралнăскерсем. Чăннипе вара ят Ĕшне Уй тенинчен тухнă пулмалла. Урăхла каласан, кунта куçса килекенсем пĕр ĕшнере уй курнă та, унта хăйсен ялне никĕсленĕ.

Кунтан аякрах та мар, Пенза облаçĕнче, Шнаево ял пур. Унта та малтан чăвашсемех пурăннă, ял ятне те хайхи Ĕшне Уй ăнлавпах çыхăнтараççĕ[5][6].

<Кĕскен куçарса ăнлантарни: Пĕрисен шучĕпе яла çав ятлă юханшыв ятне кура панă. Теприсем яла 1725-мĕш çулччен чăвашсем никĕсленĕ тесе шутлаççĕ. Ĕшне Уйĕ тенинчен пулса кайнă. Ку вăл вăрмантан тасатса тунă уй-хире пĕлтернĕ.>

Тепĕр енчен, халăх этимологийĕпе çуралнă версисене те халлĕхе тĕппипех катертме кирлĕ мар пуль. Ара, паллă вĕт-ха, сăмахран, ун чухнехи хресченсем чăнах та карап тăвассипе çыхăнни.

Малалла каллех асăннă çăлкуçран[3]:

<Куçару: Ĕшнеуй тата Шурту чăвашĕсем, тĕпрен илсен, киреметçĕсем пулнă, вĕсене XVIII, XIX тата çавăн пекех XX ĕмĕрсенче те тĕне кĕртни пăрăнакансене хĕсĕрленипе, ыттисене çăмăллăхсем панипе çыхăннă. I Петĕр астулра чухне тĕне кĕртсе çырса тухсан киреметçĕлле ятсене вырăс ячĕсемпе улăштарнă. 1909-мĕш çулта ялта чиркÿ лартнă. Аслă Атилĕх вăрçинче 400 ытла Ĕшнеуй тата Шурту çынни çапăçнă, вĕсенчен 150-шĕ пуçне хунă. Чылай фронтовика орденсемпе, медальсемпе чысланă. Вăрçăра вилнисене асăнса 1967-мĕш çулта обелиск çĕкленнĕ.>

<Куçару: >

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
  • Матвеев Г.Б. Чуваши саратовские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Акимова Т.М. Эволюция женского костюма у саратовских чуваш // Труды Нижневолжского областного научного общества краеведения. Саратов, 1928. Вып. 35. Ч. 5.
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. / Монографическое исследование / Под общей редакцией проф. М.Г.Кондратьева. — Чебоксары: Чу­вашский государственный институт гуманитарных наук, 2004. — 274 с., илл. — (Чуваши в современном мире. История и культура).
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Юрату, А. Килти яшка тутлă-ши е аякри тăванăн-ши? : [чăваш делегацийĕ Саратов облаçĕнче пурăнакан чăвашсем патĕнче хăнара пулнă хыççăн çуралнă шухăшсем] / А. Юрату // Чăваш хĕрарăмĕ, 2005. — 30 çĕртме-9 утă (№ 25-26). — С. 2.
  • Филиппова, Л. Саратовсем чăваш лавкки уçасшăн : [Чăваш Республикипе Саратов хушшинчи культурăпа экономика çыхăнăвĕсем çинчен] / Л. Филиппова // Хыпар. — 1999.- 23 ака.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 2002 тата 2010 çулсен çырсатуху кăтартăвĕсем. 2018 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Ĕшнеуй урамĕсем.
  3. ^ 1 тата 2 Краткая чувашская региональная энциклопедия: Ульяновск, 2012, ISBN 978-5-7361-0144-39. — Том II. Стр. 323-324.
  4. ^ Шняево — Ĕшнеуй.
  5. ^ ШНАЕВО Городищенского района Пензенской области. 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ Полубояров М.С. - Авторский портал 2022 ҫулхи Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.. — 2007
  7. ^ Заломнов, Пётр. Мария Мурзакова. 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.