Алманчă ял тăрăхĕ
Патшалăх | Раççей |
---|---|
Статус | ял тăрăхĕ |
Кĕрет | Патăрьел районĕ |
Администраци центрĕ | Алманчă сали |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3 |
Сайчĕ | |
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Алманчă ял тăрăхĕ — Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн ял тăрăхĕ.
Администраци адресĕ: Алманчă ялĕ , Тĕп урам.
Телефон: +783532 6-70-39
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Фомин Георгий Михайлович.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял тăрăхĕ районăн кăнтăр хĕвеланăç пайĕнче вырнаçнă. Ялтан кăнтăрарах вăрман ӳсет. Тăпри хăйăрлă пулнăран нумайрах хырсем ӳсеççĕ. Унсăр пуçне хурăн, юман, ăвăс, чăрăщвырнаçнă лаптăксем пур. Тĕллĕн-тĕллĕн уртăш, кăпчанкă, йыт çĕмĕрчĕ, пилеш, çăка тĕл пулать. Кăвакарчăн куçĕ, сăмала курăкĕ, кушак курăкĕ, çеçпĕл, сарă чапăл курăкĕ тупма пулать. Айлăмрах вырăнсенче мăк ӳсет.
Вăрманта хура çырла, çĕр çырли, кĕтмел, пĕрлĕхен тупма пулать. Упа сарри анлă сарăлнă. Вăрманта кайăксем нумай. Вăрманпа ял хушшинчи çерем çинче чĕп курăкĕ, кукша пуç, чавка пуç, шăнăр курăкĕ ӳсет. Вырăнĕ-вырăнĕпе кикен, вĕлтĕрен, хупах, шурут, тĕрлĕ йышши пиçен тĕл пулать. Вăрман хĕррипе асфальт çул иртсе каять. Ун хĕррине хурăнсемпе йăмрасем лартнă. Шăнкăртам юханшывĕ урлă ял патĕнче икĕ тимĕр-бетон кĕпер хывнă. Ял патĕнче çырмана пĕвеленĕ, тата ун урлă çакăнса тăракан кĕпер тунă. Юханшывра уланкăсем, карпсем, çăрттансем тĕл пулаççĕ. Ял тăрăхĕн çурçĕр-хĕвеланăç чикки Пӳле юханшывĕ тăрăх пырать. Ун урлă тунă пĕвĕ тăрăх асфальтлă çул Яманчурелти акшар карьерĕ патне каять. Ялтан çурçĕререх хура çĕрлĕ хир тăсăлать.
Халăх йышĕ, тăрăх тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ — 1025 çын.
Ялсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял тăрăхĕ Алманчă ялĕнчен тăрать. Пĕтĕм урамсене асфальт хунă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Организацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алманчă вăтам шкулĕ;
- Ленин ячĕллĕ агрофирма;
- ял вулавăшĕ;
- культура çурчĕ;
- фельдшер пункчĕ;
- халăх музейĕ;
- чиркӳ 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.;
- почта;
- перекет банкĕн 4440/023 уйрăмĕ;
- шур арман;
- лавкасем пур.
Ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Васильев Василий Иванович
- Илларионов Владимир Васильевич
- Тенюшев Иван Яковлевич
- Хитров Алексей Григорьевич
Бюджет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхатарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |