Кăпчак чĕлхи
| Кăпчак чĕлхи | |
|---|---|
| Патшалăхсем: | |
| Регионсем: | Тухăç Европа, Вăтам Ази, Кавказ, Анăç Çĕпĕр, Кăнтăр Çĕпĕр, Кавказ Лешьен, Çывăх Тухăç (Икĕпат). |
| Статус: | çухалнă |
| Классификаци | |
| Категори: | Еврази чĕлхисем |
| Алтай çемьи | |
| Чĕлхе кочĕсем | |
| ISO 639-1: | — |
| ISO 639-2: | |
| ISO 639-3: | |
| Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика | |

Кăпча́к чĕлхи — кăпчаксен чĕлхи (кайран вăл чĕлхерен ытти хăшпĕр тĕрĕк чĕлхисем пулса кайнă). Тĕрĕк чĕлхисем йышне кĕрет. Еврази регионĕсенче Дешт-и-Кыпчак пĕрлехи ячĕпе паллă пулса сарăлнă. XIII ĕмĕртенпе Ылтăн Уртара этноссем хушшинчи хутшăнмалли чĕлхе шутланнă; каярах крым-тутар, тутар, пушкăрт, казах, карачай-балкар, кумык, нухай, каракалпак тата урăх хăшпĕр чĕлхесен никĕсне кĕнĕ. Кăпчакла Вăтам ĕмĕрсенче Икĕпатри тыткăна лекнĕ кăпчаксен нĕселĕсем мамлюксем калаçнă.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çаплах тухăç кăпчак пуплевĕн тĕсĕ те пулнă, вăл кăпчак тата авалхи кăркăс (ениçей-кăркăс) йăхĕсем хушăннине пула IX ĕмĕрте уйрăм чĕлхене чăмăртаннă. Тухăç кăпчак чĕлхи майĕпен кăнтăр алтай (XI—XIV ĕм.), ферган-капчак тата кăркăс чĕлхисем (XV ĕмĕртенпе.) пайланса кайнă.
Юлнă анăç кăпчак ареалĕ ерпен атăл-кăпчак (XIII ĕмĕрчен), половец-кăпчак (XI—XIII ĕм.) тата нухай-капчак (XIV—XVI ĕм.) пайланнă.
Кăпчаксен анăç туратĕнчи пуплевĕн никĕсĕпе XIV ĕмĕрте (1303 ç.) çырулăхăн паллă палăкне — Кодекс-Куманикус — пуçтарса хатĕрленĕ.