Казах чĕлхи, — тĕрĕк йышĕнчикăпчак ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Ун çинче Казахстан тĕп халăхĕ, казахсем калаçаççĕ. Çыру кириллица çинче никĕсленеть. Казахстанра патшалăх чĕлхи шучĕнче шутланать.
1989 çулхи перепись тăрăх СССРта пĕтĕмпе 7 890 пин çын ку елхе çинче калаçнă.
Казах чĕлхи XV-XVI ĕмĕрсенче вăтам азири кыпчаксен чĕлхинчен пулнă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнтен пуçласа литература валли усă курма пуçланă. Литературăна пуçласа яракансем — Абай Кунанбаев тата Ибрай Алтынсарин.
1930 çулчен çыру арапсен алфавичĕ çинче тытăнса тăнă, 1930 çулпа 1940 çул тарин — латин алфавичĕ çинче. 1940 çулта вара çĕнĕ саспаллисене хушса кириллица çине куçнă.
Пĕреммĕш тĕпчевсене П. М. Мелиоранский иртернĕ. Кайран тата М. Б. Балакаев, Х. Жубанов, К. М. Мусаев тата ытти тĕпчевсем тĕпчеме самай пулăшнă.