Хайпăç районĕ
Хайпăç районĕ Хайпăç районы | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Тутарстан | ||
Администраци центрĕ | Мăн Хайпăç сали | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1991 ака, 19 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Рахматуллин Альберт Ильгизарович[2]. | ||
Район пуçлăхĕ/Район Ĕçтăвкомĕн председателĕ | Макаров Алексей Николаевич | ||
Официаллă чĕлхе | тутар, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2017) |
14 046 (0,36 %) | ||
Йышлăх | 14,11 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | тутарсем — 67,7 %, вырăссем — 26,2 %, чăвашсем — 5,3 %[3] | ||
Конфесси йышĕ | мăсăльман-суннитсем, православи христианĕсем | ||
Лаптăк | 995,4 çм² | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 84348 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Хайпăç муниципаллă районĕ(тут. Кайбыч муниципаль районы, Qaybıç munitsipal' rayonı) Тутарстан Республикин анăç енче вырнаçнă муниципаллă район.
Район центрĕ — Мăн Хайпăç чиркӳ ялĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район Чăваш Республикипе, Апас, Тури Услон тата Ешĕл Айлăм муниципаллă районсемпе чикĕ тытать. Район территоринче Кĕтне, Сĕвепе Берля шывсем юхаççĕ. Районăн тухăç енче — Сĕве — Чĕмпĕр чукун çул (Куланга чарăну) пырать.
Района 1991 çулта, Апас районĕнчен уйăрса йĕркеленĕ.
Район территорин лаптăкĕ — 995,4 км².
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1920 çулчен район çĕрĕсем Сĕве тата Теччĕ уесĕсене кĕнĕ пулнă, 1920-1927 çулсенче Сĕве кантонне кĕртнĕ. 1927 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Ульяново районне (центрĕ — Ульянково ч. ялĕ) кĕртнĕ, 1927 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче район тĕпне Пысăк Кайпаçине куçарнă та район ячĕ Кайпаçи районĕ пулса танă. 1956 çулхи çăвăн 17-мĕшĕнче Подберезинский района пĕтернипе унăн территорине Кайпăç районĕ çумне хушнă. 1963 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче Кайпăç районне пăрахăçланă, унăн çĕрĕсене Пăва районне панă. 1991 çулхи акан 19-мĕшĕнче Кайпăç районне каллех туса хунă[4].
Пурăнан халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта 17 ял тăрăхĕ, 56 пурăнан вырăн. Халăх йышĕ — 14 866 çын (2010).
Наци йышĕ: тутарсем 67,7% , вырăссем 26,2% , чăвашсем 5,3%.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районти промăçлăх:
- GQ «Хайпăç вăрхуçĕ»;
- УАО «Хайпăç пулхуçĕ»;
- УАО «Хайпăçагрохимсервис»;
- Хайпăç райповĕ;
- Куланга сĕт-çу савучĕ (УАО «Вамин Татарстан» филиалĕ);
- УАО «Куланга çăкăр предприятие».
Пысăк ял хуçалăх йĕркелĕвĕсем:
- Агрофирма «Ылтăн пучах»,
- Агрофирма «Кубня»;
- ООО «Золотая нива».
Районра «Кайбыч Таңнары» хаçат тутарла тата вырăсла («Кайбицкие зори») тухать.
Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районăн тухăç пайĕнче «Сĕве — Чĕмпĕр» чукун çулпа (Куланга чарăну) Р-241 автоçул пур.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года (по состоянию на 1 октября 2021 года) (рус.)
- ^ Главой Кайбицкого района РТ стал Альберт Рахматуллин. çăлкуçран архивланă 31 Юпа уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 19 Пуш уйӑхӗн 2012.
- ^ Всероссийская перепись населения 2010 года. Национальный состав населения Республики Татарстан
- ^ Краткая справка по административно-территориальному делению Республики Татарстан 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кайпăç муниципаллă районăн порталĕ(ĕçлемен каçă)
- Кайпăç районĕ TatCenter.Ru порталра 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Хайпăç районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Аслă Хайпăç |