Нурлат районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Location of Nurlatsky District (Tatarstan).svg

Нурлат районĕ (Октябрьски районĕ), — Тутарстанăн кăнтар енче вырнаçнă район. Район лаптăкĕ 2308,95 км2. Район пуçлăхĕ — Сибагатуллин Фатих Саубанович. Район администрацийĕ Нурлат хулинче вырнаçнă.

Кăнтăр енче район Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсемпе, çурçĕр енче Аксу, Çарăмсан, Элкей районĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Халăх йышĕ, район тытамĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район 25 ял тăрăхĕ çине пайланать. Районта 84 ял-хула вырнаçнă.

Районта пурĕ 60,7 пин çын пурăнать. Вĕсенчен хула çыннисем шутне 32,2 пин çын кĕрет. Пĕтĕм халăх йышĕнчен 52% — тутарсем, 27% — чăвашсем, вырăссем — 20%, ытти халăхсем шучĕ — 1%.

Çутçанталăк[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта çĕр айĕнчи пурлăхсем шутне нефть, бетонит тата керамзит тăмĕсем кĕреççĕ. Районти çĕрсем хура тăпраллисем шутне кĕреççĕ, вăрманпа çĕçĕнхир облаçĕсен кăнтăр енче вырнаçнă.

Район тăрăх Аслă Çарăмсан, Хăмтăрча тата ытти юханшывсем юхаççĕ.

Культура, çутĕç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта пурĕ 61 шкул пур. Çавăн пекех районта кĕвĕ шкулĕ, пулăшу шкул-интерначĕ, 99 № профессилĕ лицей пур.

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӗнекасси Гайтан Кивĕ Чаллă Иглай Лачака Салтакьел Тарăн Вар Уксăмлă Чие Ĕшни Якурккел Ялавăр

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]