Элмет
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Элмет | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Тутарстан |
Никĕсленĕ: | |
Хула, çултан: | 1953 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 140,7 (2001) |
Хула лаптăкĕ: | км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 54° 54' с. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 52° 16' в. д. |
Элмет, — Тутарстанри хула, Элмет районĕн административлă тĕпĕ.
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2001 çулта хулара пĕтĕмпе 140,7 пин çын пурăннă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула Зай юхан шывĕн сулахай çыранĕ çинче, Хусантан 279 çухрăмра вырнаçнă. Кунта "Татнефть" уçă акционер обществи вырнаçнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хальхи Элмет хули вырăнĕнче XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Альмухамет мулла пĕчĕк ял никĕсленĕ. Вăл Бикчура хан йăхĕнчен тухнă. Çав хан Пăлхарти пĕр ăру пуçлăхĕ пулнă. Бату хан çарĕпе çапăçса пуçне хунă. 1761-1767 çулсенче халăха шута илнĕ чухне кунта пилĕк çемье кăна пурăннă. 1885 çулта 375 хуçалăх шутланнă, вĕсенче 1959 çын пурăннă. 1900 çулта 510 кил-çурта çитнĕ. Тутарсем, вырăссем, пушкăртсем тата еврейсем пурăннă. Кунти çынсем çăкăр пĕçернĕ, выльăх-чĕрлĕх сутнă, тĕрлĕ тавар турттарнă, лавккасем тытнă. Ун чухне пысăк промышленность предприятийĕсем аталанман. Шыв тата çил арманĕсем, çукăлармалли тата кĕрпе авăртмалли пĕчĕк заводсем пулнă.
Шкулсем те пулман, тутарсем ачисене мулла патĕнче вĕрентнĕ. Элмет ялĕнче 1912 çулта кăна вырăсла тата тутарла вĕрентекен шкул уçăлать. Сывлăха хӳтĕлес енĕпе те учрежденисем çирĕммĕш ĕмĕрте çеç уçăлнă. 1915-1916 çулсенче улăсри врач пункчĕ хута кайнă. Унта врач, фельдшер та акушерка ĕçленĕ.
Каярахпа халăха çутта кăларасси хăвăрт аталанать. 1940 çулта 36 шкул пулнă, вĕсенче 7940 ача вĕреннĕ. Элметрен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 17732 çын тăшманпа çапăçма кайнă. Вĕсенчен 8509 çапăçу хирĕсенче пуçне хунă. Вăрçă хыççăн ку таврашра пурнăç çĕнелет. 1948 çулта Ромашкино текен вырăнта пĕрремĕш нефть фонтанĕ çĕкленет. Ку пĕтĕм экономика ураланма пуçланине пĕлтерет.
Аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Элмет Тутарстан нефть тупăçлакансен тĕп хули пулса тăрать.
Аллă çул хушшинче Элмет хăватлă индустри центрĕ пулса тăрать. Элмет таврашĕнче нефтяниксем кăна мар, машина тăвакансем, металлургсем, газовиксем, çурт-йĕр тăвакансем, çĕр ĕçтĕшĕсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем йышлă, республика тата хула бюджетне тултарса пыраççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |