Сатур Станислав Николаевич
Станислав Сатур | |
Çуралнă чухнехи ят: | Станислав Николаевич Никоноров |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1959, чӳк, 5 |
Çуралнă вырăн: | Ушанар ялĕ, Канаш районĕ Чăваш АССР |
Пăхăнулăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи тата сăвăçĕ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1975 - 2014 |
Жанр: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Чыславсем: | Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ литература премийĕ (2002) |
Сатур Станислав Николаевич (паспортри хушамачĕ Никоноров, 1959, чӳк, 5, Ушанар ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР, РСФСР çур.) — чăваш сăвăçи, куçаруçи, публицисчĕ, литература критикĕ.
Раççей Федерацийĕн ÇП пайташĕ (2003 ç-па).
Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ литература премине илме тивĕçнĕ (2002 çул).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1959 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă.
Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш профессипе техника училищинче вĕреннĕ. Кайран пĕлĕвне И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнче, Хусанти зонăри комсомол шкулĕнче, Мускаври строительство организацийĕсенчи ВЛКСМ райкомĕсен правиллĕ комсомол комитечĕсен секретарĕсен пĕтĕм Союзри курсĕнче, Мускаври «Профакадемия» вĕренÿ центрĕнче ӳстернĕ. Кунсăр пуçне С. Сатур хăй вĕреннĕ университетри чăваш литература кафедри çумĕнчи аспирантурăра икĕ çула яхăн вĕреннĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш стройтрестăн 46-мĕш ятарлă капăрлату управленийĕнче ĕçленĕ, çавăнтах 5 çул комсомол комитечĕн секретарĕн ĕçне ирĕклĕ майпа туса пынă, партбюро секретарĕнче вăй хунă. Комсомолăн Çĕнĕ Шупашкар хула комитетĕнче ĕçленĕ (1986 çул), КПСС хула комитечĕн пайташĕ пулма суйланă (1990 çул).
Аслă радиотелеграфист-эстист пулса Кабул хулинче Афган вăрçине хутшăннă (1980 çул).
2014 çултанпа Мускавра М.В.Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнче пушар хуралĕнче ĕçлет.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш сăвви 1987 çулта «Ялав» журналта кун çути курнă. Хайлавĕсем «Юратнă кĕнеке» (1989), «Шурăмпуç çути» (1990), «Радуга над городом» (2005), «Атăлпа тинĕс хушшинче» (2006), «Скандинавия — Поволжье» (2006), «Мужской разговор» (2008), «50 x 50» (2010) коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. Унăн сăввисемпе чылай юрă хывнă. Вырăссен халăхра анлă сарăлнă 200 ытла юррине чăвашла куçарнă. «Икĕ тапăр хушшинче», «Çил çăварĕнчи йăва» драмăсем çырнă.
Ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кĕнекисем:
- «Чӗре хӗлӗхӗсем» (1993),
- «Кӑмӑл тӗкӗрӗ» (1995),
- "Сăмах" (2001),
- "Сăмах майăн" (2002),
- "Чун вĕçевĕ" (2005).
- "Юхăмра" (2017).
- "Эпĕ" виçе" (2019).
Литература тишкерĕвĕнчи паллăрах ĕçĕсем:
- Сатур С. Халăх совеçĕн сасси: [Петĕр Яккусен сăввисем çинчен] //Хыпар.—1993.— ака, 27.
- Сатур С. Чăвашла талантлă пăхса вуланă тĕнче: [Н.Исмуков поэт çинчен] //Хыпар. — 1994. — утă, 5.
- Сатур С. «Сенкерлĕхре — эп кĕтнĕ кĕвĕ»: [Л.Мартьянован чĕрĕ тымарлă поэзийĕ çинчен] //Хыпар. — 1996. — кăрлач, 17.
- Сатур С. Сассунта сан — кĕркунне... : Хаклав [Л.В.Иванова çыравçăн «Эс килмерĕн...» сăвăсен кĕнеки çинчен] //Хыпар. — 2000. — раштав, 19.
- Сатур С. Петĕр Яккусен «Çĕн уйăх çути» ятлă кĕнекинчи çынлăх-чунлăх вăранăвĕ тата çутă сăнарĕн философиллĕ пĕлтерĕшĕ //Аспекты современных филологических исседований: Межвузовский сборник научных трудов. — Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2007. — С. 170-193.
- Сатур С. Шухăшсен мерченĕ çав йĕркесенче (Н.Исмуковăн «Тăватйĕркен» кĕнекинчи сăнарлăхпа эстетика тата философи проблемисем) //Инновации в теории и преподавании гуманитарных дисциплин: Материалы Респуб. науч.-практ. конф. — Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2008. — С.158-169.
- Садур С. О некоторых сюжетообразующих мотивах и мифемах поэмы «Нарспи» К.В.Иванова // Современная Нарспиянка: итоги и перспективы. Материалы межрегион. науч.-практ. конф. — Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун- та, 2008. — С. 189-202.
- Садур С. Философская лирика Якова Турхана и Хведера Турхана //Ашмаринские чтения: Материалы Всерос. науч. конф. — Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2008. — С. 154-161.
- Сатур С. Тухатуллă поэзи ăсти: Хаклав [М.Карягина поэзийĕ çинчен] //Çамрăксен хаçачĕ. — 2009. — май, 8. — С.14.
- Сатур С. Çĕнĕлĕхпе палăрса тăракан хайлав: Хаклав [В.Степановăн «Эфемероптера каçĕ, е ФАУст-2» кĕнеки çинчен] //Хыпар. — 2009. — май, 26. — С.4.
Публицистикăри паллăрах ĕçĕсем:
- Сатур С. Шанчăк юлашкинчен вилет: Чăваш идейи //Хыпар. — 1993. — çу, 25.
- Сатур С. Эпир юман мар, çăка-тăр çав... : Чăваш философийĕ //Хыпар. — 1993. — утă, 7.
- Сатур С. Парламент кирлех //Хыпар. — 1994. — çĕртме, 1.
- Сатур С. Халăх влаçĕ: лайăх тата начар енĕсем //Хыпар. — 1995. — çĕртме, 9.
- Сатур С. Турра шĕкĕр, куçăмăрсене вăхăтра уçрĕç! : [Çамрăксен хаçатне çырнă çыру] //Хыпар. — 1996. — пуш, 30.
- Сатур С. Этем картĕнче-ши эпир? : Шухăш //Хыпар. — 1996. — çу, 28.
- Сатур С. Автортан: [Сăмах çинчен] //Сăмах. — Шупашкар, «Калем» изд-во, 2001. — С. 3-8.
- Садур С. Поэзия — песнь земли: Эссе //«Скандинавия — Поволжье»: Альманах международн. поэтич. фестив. — Чебоксары, 2006. — С.178-191.
- Сатур С. Ăçтан эс, Киремет? : Тĕпчев //Хыпар. — 2009. — ака, 22. — С. 4; ака, 23. — С. 4.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Прокопьев Валериан. «Эпĕ пуш сăмахсем шырамастăп...» : С.Сатур поэзийĕ пирки шухăша кайни //Канаш ( Канаш районĕ) — 1994. — раштав,1.
- Ачча Виталий. Никам пĕлми вăрттăн лирика ăсти //Канаш. — 1997. — юпа, 23.
- Теветкел Н. Велимир Хлебников малашĕ чăваш сăввинче те çухалман иккен //Хыпар. — 2001. — нарăс, 1.
- Семенова О. «Тăван поэзири паянхи ятсем...» е Станислав Сатур пултарулăхĕ //Хыпар. — 2002. — ака, 13.
- Яковлева С. Задевая струны сердца: Портрет //Грани. — 2002. — апрель, 4.
- Ялгир П. Никоноров (Садур) Станислав Николаевич //Литературный мир Чувашии: Справочное издание. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд –во, 2005 — C. 79.
- Назарова А. Çивĕч туйăмлă поэт //Сувар. — 2005. — чук, 11.
- Прокопьев В.П. Сатур Станислав Николаевич //Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă çыннисем. 1-мĕш кĕнеке. Статьясемпе очерксем, тĕрленчĕксем. — Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви, 2005. — С. 279-283.
- Афанасьев П.В. Садур (Никоноров) Станислав Николаевич //Писатели Чувашии: Библиографический справочник. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. — С. 350.
- Софронова И.В. Традиции восточной поэзии в лирике С.Садура //Язык, литература и культура в эпоху глобализации: тенденции развития: сб. науч. статей /Чуваш. гос. пед. ун-т /науч. ред. А.Е.Горшков. — Чебоксары: ЧГПУ, 2008. — С. 100-104.
- Родионов В.Г. Садур (псевд., наст. фам. Никоноров) Станислав Николаевич //Чувашская энциклопедия: В 4 т. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. — Т. 3: М-Се. — С. 610.
- Шувалов А. Взойдет звезда Поэзии //Грани. — 2009. — апрель, 23.
- Михуткина М.Г. Развитие нетрадиционной метро-ритмики чувашского стиха: автореферат дисс. ... канд. наук: специальность (10.01.02) — Литература народов Российской Федерации (чувашская литература) /М.Г.Михуткина; [науч. рук. В.Г.Родионов]. — 2009. — С. 23.
- Ирхи Г. Разговор мужчин //Грани. — 2010. — апрель, 1.
- Сатур Станислав //Чăваш литературин антологийĕ. — Шупашкар: Чăв. кĕн. изд-ви, 2013. — (Т. 2) Поэзи. — С. 570.
- Софронова И.В. Особенности поэтики краткостиший в чувашской литературе (на примере творчества С.Садура) //Творчество Флора Васильева и вопросы языка, литературы, образования в глобализирующем мире: материалы IV международной научно-практической конференции, посвященной 80-летию удмуртского поэта Флора Ивановича Васильева. — ФГБОУ ВПО «Глазовский гос. пед. ун-т им. В.Г.Короленко». — Удмуртия, Глазов. — 2014. — С. 62-65.
- Софронова И.В. Мотивы и жанровые традиции восточной классики в литературе народов Поволжья: Монография. — Чебоксары: Изд-во ЧГУ, 2014. — С. 151-156.
- Прокопьев В.П. Сатур Станислав Николаевич //Канашский район: энциклопедия персоналий / Российская Федерация, Чувашская Республика; [авт.-сост.: В.П.Прокопьев, П.В.Сымкин]. — Чебоксары: ТМ «Римис»: ИПК «Чувашия», 2014. — С. 595.
- Григорьев Н.Г. Садур (Никоноров) Станислав Николаевич //Писатели Канашского района (Жизнь и деятельность замечательных людей). — Чебоксары, 2017. — С. 445-458.
- Никифорова В.В. Поэзия //История чувашской литературы XX века. Часть 2 (1956-2000 годы): коллективная монография. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2017. — С. 363, 365, 367-368, 369.
- Надежда Ильина (Ильина Н.Г.). «Кашни сăмахшăн вут хурап ăша...» //Юхăмра: суйласа илнисем /Сатур Станислав. — Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви, 2017. — С. 5-8.
- Владимир Андреев Сăмах ăрăмçи //Юхăмра: суйласа илнисем /Сатур Станислав. — Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви, 2017. — С. 9-12.
- Левацкая Любовь. Тĕпре — юратупа философи лирики [Текст]: [Станислав Сатурăн «Юхăмра» кĕнеки çинчен] //Сувар. — 2018. — 7 пуш /март) (№ 9). — С. 9.
Чыславсемпе парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ литература парнипе медалĕ
- «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль
- «100 лет Рабоче-Крестьянской Красной Армии и Рабоче-Крестьянского Красного Флота» медаль
- «М. Фрунзе ячĕллĕ вăрçă академине 100 çул» асăнмалăх паллă (медаль)
- «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят
- «Коммунизм ĕçĕн ударникĕ» хисеплĕ ят
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чувашская энциклопедия: В 4 т. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. — Т. 3: М-Се. — С. 610.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Станислав Сатур: Вăрăм сăвăсем çырма вăхăт çитсе пымасть" 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- ГТРК "Чувашия" - Хыпарсем; "Наци библиотекинче Станислав Сатурăн тин кăна тухнă кĕнекине пахаларĕç", 2017. - раштав, 22
- Станислав Сатурӑн кӗнеки пичетленсе тухнӑ