Çирĕклĕ Тук

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ял
Çирĕклĕ Тук
Çирĕклĕ Тук
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Ăренпур облаçĕ
Муниципаллă район Грачёвка
Ял тăрăхĕ Çирĕклĕ Тук
Координатсем 52°57′15″ с. ш. 53°04′15″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Пуçлăх Рыбаков Николай Алексеевич
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним çирĕклĕтуксем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+6
Телефон кочĕ +7 +7 353 44
Почтă индексĕ 461818
Автомобиль кочĕ 56
ОКАТО кочĕ 53 215 804 001
Çирĕклĕ Тук (Раççей)
Точка
Çирĕклĕ Тук (Ăренпур облаçĕ)
Точка

Çирĕклĕ Тук (выр. Верхнеигнашкино)  — Ăренпур облаçĕн Грачёвка районĕнчи ял. Чăвашсем пурăнаççĕ. Тук шывĕн сыолтăм çыранĕнче вырнаçнă. Юханшывăн тепĕр енче — Вырăс Çирĕклĕ Тук ялĕ.

Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В.З.Паймен çырнă "Кĕпер" романта сăнарланна Чулçырмана авторшăн тăван Çирĕклĕ Тук ялĕнчен ӳкерсе илнĕ. Акă çавăнтан илнĕ пĕр татăк[1]:

Чулçырма Тук ятлă чылай пысăк юханшыв çинче ларать. Тук шывĕ ытти юханшывран юласшăн мар. Унăн сылтăм енĕ — çыранĕ — сăртлă, сулахай енĕ — катари Урал тăвĕсен кĕçĕн юппи. Тук сăртлăх çумĕпе йăпшăнса юхать, анчах вырăнĕ-вырăнĕпе вăл, темиçе çухрăм аяккалла пăрăнса, вăрман, улăх е шурлăх валли ирĕк вырăн хăварать. Хушăран ту йăранĕпе юханшыв хушшинче тăваткалрах тӳрем лаптăксем тĕл пулкалаççĕ. Чулçырма çавăн пек лаптăк çине килсе ларнă. Малтан куçса килекенсемшĕн лаптăкĕ тăвăр пулман. Тĕрлĕ хуралтăсем валли те, пахча е анкарти валли те вы-рăн çителĕклĕ пек курăннă. Анчах ялĕ ӳснĕçем ӳснĕ. Анкартисем сăрт çине куçнă, улма пахчисем — хире. Халь ĕнтĕ кунта ялăн малалла ӳсме — сарăлма вырăн çукпа пĕрех. Кăнтăр енчен Тук çыранĕ — чăнкă çыран — чарса тăрать, çурçĕр енчен — сăртлăх, тухăç енчен шурлăх та ейӳ çаранĕ, анăçран — ейӳ вăрманĕ. Çитменнине, çак пысăк мар лаптăка пĕчĕк юхан çырман тарăн варĕ çурмалла çурнă.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулта 535 çын пурăннă. Мĕнпурĕ ялта 11 урам. Вĕсен вырăсла ячĕсем: улица Иванова-Паймена, улица Молодежная, улица Московская, улица Набережная, улица Новая, улица Подгорная, улица Пролетарская, улица Просторная, улица Садовая, улица Советская, улица Степная. Хăшпĕр урамсен чăвашла ячĕсем паллă. "Улица Иванова-Паймена", паллах, Паймен урамĕ пулать. "Улица Московская" — Малтикас. " Улица Подгорная" — Ту айкки. "Улица Советская" — Тӳрурам. "Улица Набережная" — Шалтикас. "Улица Садовая" — Кившурлăх.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăнти В.З.Иванов-Паймен ячĕллĕ шкул сайтĕнчен[2]:

<Кĕскен ăнлантарни: Вырăсла текстра Çирĕклĕ Тук 1709-мĕш çулта пуçланни пирки каланă тата революциччен Тук шывĕн суллахай çыранĕнче пурнакан вырăссем, каярахпа пырса ларнăскерсем, чăвашсемпе пĕр ял шутланнă иккен, — Вырăс Çирĕклĕ Тук пулман.>

Çирĕклĕ Тукран вырăссем пурнакан пайĕ епле тата хăçан уйрăлса тухнине çапла ăнлантарнă[2]:

<Куçару: 1918-мĕш çулта унчченхи "Игнашкино" икĕ пая пайланнă: "Верхнеигнашкино" тата "Нижнеигнашкино" пулса тăнă; Аслă Атилĕх вăрçи умĕн "Нижнеигнашкино" текеннине "Русскоигнашкино" теме пуçланă.>

Çутĕç тата культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Г.Ф.Фёдорова аса илнисенчен[2]:

<Куçару: Эпĕ хамăн тăван Çирĕклĕ Тук ялĕнче 8-мĕш класс таран вĕреннĕ. Хамăн вĕрентевçĕсене (Филиппов Л.М., Степанов Т.А, Осокин Н.А., Васильев А.В., Егорова Т.В., Куципина М.И., Ендюкова Р.И.) яланах ырăпа асăнатăп. Пирĕн шкула навус кирпĕçсемпе хутса ăшăтнă, ирсерен класра сивĕ пулнă, тумтирпе ларнă, хăш чух чернил та шăннă. Вăрçă ххыççăн апат та начарччĕ. Килтен бутылкăсемпе сĕт, çăкăр илсе килнĕ те пысăк тăхтавра партăсемхушшинчех апатланнă. Çуркунне тыркассем тытма тата вăрмана сиенлĕ хурткăпшанкăсем пуçтарма илсе тухатчĕç. Классем пысăкчĕ, кашни класранах 5-6 ачана иккĕмĕш çула хăваратчĕç. Санитари тĕлĕшпе начарччĕ, пурин çӳçне те шакла кастаратчĕç пыйтăсенчен сыхланма. Чылайăш траххомпа чирлĕччĕ. Куç чирĕ. Медпунктра çав чир енĕпе специалист пурччĕ, ачасем ун патĕнче сипленнĕ. Унччен вĕрентевçĕ ĕçĕ питĕ хисеплĕ пулнă, эпир те, ачасем, вăл ĕçе турăлла курнă, вĕренме тăрăшнă. Пирĕн ввĕренткĕçсем пурте чăвашлаччĕ. Эп вĕрентевçĕ пулса 1959-мĕш çулта ĕçлеме пуçларăм, шалу 49 тенкĕ пулнă. Педагогика вĕренетĕшне пĕтерсен тата 3 тенкĕ хушрĕç. Ĕнтĕ вăл тĕлелле вырăсла вĕренткĕçсем çине куçрĕç. Анчах та чылай ача вырăсла начар пĕлетчĕ-ха, çавăнпа мана та, вĕрентекене, йывăрччĕ, нумай материала тепĕр хут чăвашла ăнлантарма тиветчĕ ăнланайманнисем валли. Районти ОНОри Прокудина В.Я. мана ачасемпе хушăран-хушă чăвашла калаçнăшăн яланах асăрхаттарусем паратчĕ. Халĕ пирĕн урăх инкек: пирĕн ялти ачасем тăван чăвашла пĕлмеççĕ. "Шурăмпуç" ушкăнри ачасем сцена çине тухсан, эпир, ватă куракансем, лешсем чăваш сăмахĕсене, вĕсен пĕлтерĕшне те пĕлмесĕр хуçкаланине кура, кулкалатпăр.>

Кăсăклă фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Вăрçă хыççăнхи çулсенче шкулти вĕрентевçĕсенчен пĕри Чăваш Енрен килнĕ Куципина Мария Ивановна пулнă[2].

Паллă çынсем тата ытти уйрăм харкамлăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ехиванова Л.А. ВОЗРОЖДЕНИЕ ЧУВАШСКИХ ТРАДИЦИЙ И ОБЫЧАЕВ НА ПРИМЕРЕ СЕЛА ВЕРХНЕИГНАШКИНО ГРАЧЕВСКОГО РАЙОНА ОРЕНБУРГСКОЙ ОБЛАСТИ // Научное сообщество студентов XXI столетия. ГУМАНИТАРНЫЕ НАУКИ: сб. ст. по мат. XV междунар. студ. науч.-практ. конф. № 15. URL: http://sibac.info/archive/guman/9(12).pdf (дата обращения: 24.06.2017)
  • Иванов-Паймен В.3. Кĕпер: Роман. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1986. — 543 с.
  • .Гаврилова И.М. Краткая история села//Летопись с. Верхнеигнашкино. 2010.
  • Гаврилова И.М. «Шурампус» — это значит «Рассвет» //Призыв. — 2009. — № 20.
  • Иванов В.П., Николаев В.В., Димитриев В.Д. Чуваши: этническая история и традиционная культура. М.: ДИК, 2000.
  • Нагаева А.А. Изучаем и сохраняем историю своих сел//Призыв. — 2011. — № 20.
  • Попов И.В. Сохранение этноса — важная задача//Призыв. — 2007. — № 12.
  • Петров В.Б. Осознание своих корней//Призыв. — 2000. — № 26. — С. 4.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]