Контент патне куҫ

Пӳлерсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Пÿлер (эндоэтноним) ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пÿлер (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

ПÿлерАтăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи тĕп халăх хăйне хăй асăнса каланă ят.

Сăмах акă мĕн пирки. Атăлçи пăлхар çыннисем (тĕп халăх) хăйсене хăйсем «пăлхар» темен иккен. Вĕсен чăн эндоэтнонимĕ «пÿлер» пулнă. Н. И. Егоров шучĕпе, пăлхарсем 10-мĕш ĕмĕртех хăйсене варринчи г/х сасăсăр асăннă[1].

«Шалти» (эндо-) этноним çапла пулнине темиçе çăлкуç çирĕплетет. Вĕсенчен чи паллăраххисенчен пĕри — Абу Хамид ал-Гарнати каланăлăхĕ[2].

<Вырăсла куçару: ... А смысл слова булгар — ученый человек... А ученый у них называется балар, поэтому назвали эту страну «Балар», смысл этого — «ученый человек», и арабизировали это, и стали говорить «Булгар». Это прочитал я в «Истории Булгара», переписанной булгарским кадием, который был из учеников Абу-л-Масали Джувейни>

<Г. Ф. Юмартăн чăвашла куçарăвĕ[3]: Пăлхарсем вĕреннĕ çынна «пĕляр» теççĕ, çавăнпа çĕршывне те «Пĕляр» тенĕ, вăл «вĕреннĕ çын» тенине пĕлтерет, ăна араблатса «пăлхар» теме пуçланă. Çакна эпĕ «Пăлхар историйĕ»нче вуларăм, ăна пăлхар кадийĕ куçарса çырнă, вăл хай Абу-л-Масали ĕлДжувейни вĕренекенĕсенчен пĕри>

Bilyar. Пÿлер хулашĕ

Ытти çăлкуçсене кăтартакансем[4]:

  • Абу-ль-Фида
  • Плано Карпини, унăн каланăлахĕсенче халăх ятне «билер» тесе асăнни виçĕ хутчен тĕл пулать, çав вăхăтрах çĕршыва вăл Bulɣaria формăпа асăнать.
  • Аноним (хронист, Венгрирен), Gesta Hungarorum
  • Notariy Bela[5]
  • Монголсен пытарăнчăк историйĕ (вăтам ĕмĕрти монголсен çыруллă палăкĕ)
  • Алтан тобчи (вăтам ĕмĕрти монголсен çыруллă палăкĕ)
  • Рашид ад-Дин, «Çырсапыравсен пуххи»

Çаксене тата ыттисене те тĕплĕнрех пăхса тухсан, мĕн куратпăр-ха? Джованни Плано Карпини сăмахĕсем[6]:

<Александр Иустинович Малеинăн вырăсла куçарăвĕ: Билеры, то есть великая Булгария>

<Чăвашла куçару: Пÿлерсем, урăхла каласан аслă Пăлхар>

Byleri id est Magna Bulgaria

Айккинчен (хăяккăн) пырса тивекен çăлкуçсенчен паянхи кунчченех пушкăртсен «пÿлер» (буляр) текен йăх пуррине шутламалла. Хальхи пушкăртсен буляр текен йăх пурри хăй халлĕн ним пирки те тÿреммĕн пĕелтермест темелле, анчах çак факта шута илекен çын ак çакнашкал ыйтуран пăрăнаймасть: "Ăçтан тухнă ку ят?"

Аноним. Gesta Hungarorum. Пĕрремĕш страница

Ăçтан сыхланса юлнă паянхи кунччен пушкăртсен пĕр йăхĕн «пÿлер» текен ячĕ? Хурав: Атăлçи пăлхарсенчен теме май пур. Пысăк пулаяслăхпа. Уйрăмах ытти аргументсене, ыттисем каалаанисене шута илсен.

Чăн та, Пушкăртстантан килекен литературăра, ытти хыпарсенче, хайхи «пÿлер» текеннисене пăлхарсен пĕр пайĕ пек кăтартма тăрăшаççĕ. Анчах та куратпăр ĕнтĕ, ку сăмах чăннипе мĕнпур пăлхарсене пĕлтернĕ, вĕсен пĕр пайне çеç мар. «Пăлхар» тесе ютсем çеç каланă.

Ку шухăша çирĕплетме уйрăмах çÿлерех асăннă Абу Хамид ал-Гарнати каланăлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл кăна та мар.

Малалла тишкерни тата ак мĕнсене уçăмлатать.

Аноним (хронист, Венгрирен) каланинчен:

<Чăвашла куçару: Золт ывăлĕн Такшонь çулпуçăн лайăхлăхне илтсе Пÿлер çĕрĕнчен çав тери аслă ратнеллĕ Билла тата Бакш хоспочынсем килнĕ. Çулпуç вĕсене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче çĕр парнеленĕ тата кунсăр пуçне Пешт ятлă çурт-карман панă... Çав вăхăтрах çав çĕрсенчен питĕ лайăх ратнеллĕ паттăр килнĕ, çулпуç ăна та нумай çĕр тата ытти пурлăх парнеленĕ.>

<Вырăсла куçару[7]: Услыхав милости вождя Такшоня, сына Золта... пришли с буларской земли весьма высокоблагородные господа Билла и Бакш. Вождь подарил им в разных областях страны землю и кроме того навечно отдал им замок, который называется Пешт... В тоже время с той же земли пришёл очень благородный витязь и ему вождь подарил тоже немало земли и прочего имущества>

Венгрири Анонимăн тексчĕн вырăсла куçарăвне илсе кăтартаканĕ Д. Ф. Мадуров пÿлер этноним çав ятлă хула ятĕнчен пулнă теме пăхать. Чаннипе вара пачах тепĕр майлă пулнă. Хула ячĕ хăй этнонимран тухнă.

Венгри тюркологĕ Иштван Вашари Булгар мар, Булар тенинче чăваш фонетикин палăрăмĕсене курать[8].

Н. И. Егоров калани[1]:

<Чăвашла куçару: Каланăлахла çăлкуçсем кăтартнă тăрăх, Вăтам ĕмĕрсенчи Атăлçи Пăлхар халăхĕ хăйне пулхăрсем мар, пÿлерсем тенĕ. Пĕрремĕш этнополитоним çапла халлĕн Тухăçри, тĕпрен илсен араб чĕлхиллĕ, нарративлă çăлкуçсенче çеç сыхланса юлнă.>

Вăл каланиех, паянхи кунпа çыхăнтарни[1]:

<Чăвашла куçару: Енчен Атăлçи халăхĕсен пĕрлĕхле асĕнче вăтам ĕмĕрсенчи традицилле хăйпалăртавлăх сыхланнă пулсан, эпир паян «пăлхарла» мар, «пÿлерле» (тут. бүләр, бөләр, чăв. пÿлер, пĕлер) хăйпалартава сăнанă пулăттăмăр.>

Енчен те Гурий Комиссаров 1921-мĕш çулта каланă сăмахсене илсе кăтартмасан. кунти калав тулли мар пулнă пулĕччĕ. Акă вăл сăмахсем[9].

Пăлхарсен тĕп хули тутарсем киличчен Пÿлер (Буляр, урăхла Булер, Билер) пулнă пулмалла, мĕншĕн Китай çыруçисем Пăлхар патшалахне «Пульнар» тенĕ, Итали çыруçи Плано Карпини те (1246) Пăлхар çĕрне «Пÿлер, урăхла Аслă Пăлхари» тесе асăнать, мадьярсем те, хăйсен çĕрне 970-мĕш çулсенче куçса пынă Атăл пăлхарĕсене, «пилерсем» тенĕ. Тата араб çыруçи Мукаттеси (Мукаддесси) пăлхарсен тĕп хули «Пăлхар» ятлă мар, урăх хула пулнине сырса пĕлтерет, вăл калать: Пăлхар хули Атăл хĕрринче ларать, вăл пăлхарсен тĕп хулинчен тинĕс сывăхнерех ларать, тет.

Калас пулать, Г. И. Комисаров та, хальхи Д. Ф. Мадуров пекех, хула ячĕ халăх ятне куçнă тет. Ку япала, тепĕр хут калатпăр, йăнăш.

Volga bulgar house. Хăйсене «пÿлер» тенĕ Атăлçи пăлхарсен XI-XII ĕмĕрсенчи çурт-йĕрне Тутарстанри музей (НМРТ) ĕçлевçисем çапла реконструкциленĕ

Каларăшсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Пÿрмен телее Пÿлерте те тупаймăн.
  • Эх, çĕршывĕ, çĕршывĕ, эх Пӳлерĕ, Пӳлерĕ, пĕтĕм халăх ырлăхне тăшмансене пиллерĕ
  • Хурама пĕкĕ йĕс ункă, хуçăлайрĕ вăрман варринче; хура куçлă çинçе пуçăм çухалайрĕ Пӳлер урамĕнче
  • Родионов В.Г. Эволюция этнической идентичности волжских булгар (X—XIV века) // Чувашский гуманитарный вестник. № 17. 2022 г
  • Родионов В.Г. РЕКОНСТРУКЦИЯ ЭТНОКУЛЬТУРНОЙ, СОЦИАЛЬНОЙ И КОНФЕССИОНАЛЬНОЙ ИДЕНТИФИКАЦИИ НАСЕЛЕНИЯ ВОЛЖСКОЙ БУЛГАРИИ. — Чăваш гуманитари институчĕн сайчĕ.
  • Полосин В. В. Этноним «булгары» в арабских источниках // Краткие сообщения VII научной сессии ЛО ИВ АН СССР. Л., 1971. С. 145;
  • Янғужин Р. З. Башҡорт ҡәбиләләре тарихынан. Өфө, 1995.
  • Кузеев Р. Г. Происхождение башкирского народа: Этнический состав, история расселения. — М.: Наука, 1974. — 572 с. — 2400 экз. (в пер.)
  • История башкирских родов. Буляр. Том 36 / С. И. Хамидуллин, Б. А. Азнабаев, И. Р. Саитбатталов, И. З. Султанмуратов, Р. Р. Шайхеев, Р. Р. Асылгужин, В. Г. Волков, А. А. Каримов, А. М. Зайнуллин. — Уфа, 2020. — С. 223—226. — 920 с. — ISBN 978-5-85051-605-5.
  • Юсупов Ю. «Народ барач» Восточного Булгара: к этнической истории родов юрматы, юрми и буляр // Ватандаш. — 2007. — № 8.
  • Комиссаров, Г. И. Чăваш халăхĕн историйĕ. Хусан, 1921.
  • Комиссаров, Г. И. Чăваш халăхĕн историйĕ [Кĕскетнĕ] / Г. И. Комиссаров. – Шупашкар : КПСС Чăваш обкомĕн изд–ви, 1990. – 63 с. – «Ялав» библиотеки ярăмпа.
  • Комиссаров, (Вантер) Гурий Иванович. Чӑваш халӑхён историйё / Гурий Иванович ; Г. И. Комиссаров (Вантер). - Перепечатано с изд. 1921 г. - Чебоксары : Чувашское книжное изд-во, 2017. - 149, [2] с. - ISBN 978-5-7670-2564-0 : 154-00.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 тата 3 Егоров Н.И. Динамика формирования национальных концепций идентичности у татар и чувашей: от конфессионального к этнонациональному 2022 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ./ науч. ред. Г.А. Николаев. — Чебоксары, 2012. – 52 с. – (Научные доклады / ЧГИГН; вып. 10).
  2. ^ Путешествие Абу Хамида ал-Гарнати в Восточную и Центральную Европу (1131-1153)» , М., 1971 — с.30-31
  3. ^ Революцичченхи чăваш литератури. 1 том (20-мĕш ĕмĕрччен). Шупашкар, 1984. — с.49, с.411.
  4. ^ Тĕпрен илсен, Н. И. Егоров хăйĕн ĕçĕсенче пĕлтернисем. Кунсăр пуçне, вырăсла Википедири «Буляр» статьяра та хыпарсем пур
  5. ^ Ку хайхи Анаонимах (Хронист, Венгрирен, Bele Regis Notarius) пулма тивĕçлĕ
  6. ^ Historia Mongalorum quos nos Tartaros appellamus, кун çути курнă: 1250. — Вырăсла куçару кун çути курнă: 1911. Çăлкуç: az.lib.ru — Çиччĕмĕш сыпăк, иккĕмĕш (Рим цифрипе çырнă) параграф
  7. ^ Куçарăва Д. М. Мадуровăн «Серебряная Булгария. Основные вехи истории» ĕçĕнчен илнĕ — Санкт-Петербург, Алатея, 2018. — пăхмалла: С.87.
  8. ^ I.Vásáry. Western sources on the early towns of the Middle Volga Region (акăлч.) // Acta Orientalia Academiae Scientiarum Hungaricae. — 2002. — Т. 55, № 1/3. — С. 263-268
  9. ^ Комиссаров — 1921, 1990, 2017. — Асăннă çăлкуçсем.