Атăлçи Пăлхар ислам йышăнни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Арабла «Аллах» сăмах çапла çырăнать: 1. алиф 2. хамза васль 3. лям 4. лям 5. шадда 6. йĕрке тăрринчи алиф 7. ха
Атăлçи Пăлхар карттă çинче
Ылттăн тата кĕмĕл хăлха çаккисем. Атăлçи Пăлхар, 10-14 ĕмĕрсем. Зооморфла (кайăк евĕрлĕ) кĕлетке пурри курăнать
Кунта каллех зооморфла кĕлетке пур (çÿлте, варринче)

Атăлçи Пăлхар ислам йышăнниисторилле пулăм. Хальхи эрăн пĕрремĕш пинçуллăхĕн вĕçĕнче пулса иртнĕ. Çак пулăма Багдадран килнĕ элчĕлĕх 922-мĕш çулта Атăлçи Пăлхарта пулнипе çыхăнтараççĕ. Ислама йышăнаканни Алмуш элтепер тата ун çывахĕнчи аслă çынсем пулнă. Сăлтавĕ — хасарсен витĕмĕнчен хăтăласси.

Хальхи хаçатра кун пирки ак çапла çырса кăтартнă[1]:

« Ислам тĕнне Пăлхар патшалăхĕнче 921[2] çултах йышăнма пуçланă. Ун чухнехи Пăлхар патши Эльмуш (Алмуш) вăл вăхăтри вăйлă Багдад халифачĕпе çывăхланма тĕв тăвать. Атăл тăрăхне Багдад элчисемпе, ытти ислам миссионерĕсемпе пĕрле килнĕ посольство секретарĕ, Ахмед ибн Фадлан дипломат хăй курса çӳренисем çинчен çырса пынисенче çапларах сыпăк пур: «Эльтепер мана каларĕ: «Ман ятпа хутба (проповедь) калама мĕнле май пур-ши?» – терĕ. Эпĕ каларăм: «Сан ятупа аçу ятне каласа», – терĕм. Вăл каларĕ: «Анчах та ман атте тĕрĕс тĕне ĕненекен çын пулман, манăн та минбар (мечĕтри кĕлĕ каламалли вырăн (кафедра) çинчен ун ятне асăнас килмест, эпĕ те унччен ют тĕнпе пурăннă, манăн хамăн ятăма асăнтарас килмест, мĕншĕн тесен мана ят параканĕ çак тĕне тытакан çын пулман. Ман хуçа, тĕрĕс тĕне тытакансен пуçлăхĕ, мĕн ятлă?» – терĕ. Эпĕ каларăм: «Джафар», – терĕм. Вăл каларĕ: «Мана ун ятне илме юрать-и?» – терĕ. Эпĕ каларăм: «Юрать», – терĕм. Вăл каларĕ: «Апла, эппин, эпĕ хама Джафар тесе, аттене Абдаллах тесе ят хутăм ĕнтĕ, кун пирки хатиба (кĕлĕ калакана) пĕлтерме хуш», – терĕ. Эпĕ çапла турăм та, хатиб ун ячĕпе хутба калама пуçларĕ: «Эй, Аллах! Хăвăн чуруна, Джафара, Абдаллах ывăлне, пăлхарсен пуçлăхне упраса усра!» – терĕ» («Революцичченхи чăваш литератури» кĕнекерен, 1 т., 35-36 стр., Шупашкар, 1984).

»

Мĕн паллă-ха Атăлçи Пăлхар исламĕ пирки?[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мĕн паллă-ха Атăлçи Пăлхар исламĕ пирки?

Паллах, Ибн-Фадлан мĕн çырса хăварни паллă. Кунсăр пуçне каярахри ытти авторсем çырса хăварнисем пур. Авалхи Руçран ислам вĕрентевçисене яма та ыйтса пăхнă[3]. Анчах та вăл тапхăртан пĕр мичĕт те, пĕр минарет та сыхланса юлман. Ылттăн Урта чухнехисем çеç пур (Пăлхар хули, Наровчат ялĕ).

Çав вăхăтрах археологи тĕпчевĕсем вăхăтĕнче тупнă артефактсенчен чылайăшĕ ислам культури патне те пымаççĕ — вĕсенче зооморфизм, антропоморфизм паллисем хуçаланаççĕ.

С. М. Червонная каланинчен[4]:

<Куçару: монголчченхи тапхăрта пăлхарсем хăйсен пултарулăхне исламăн теологилле тата эстетикăлла нормативĕсемпе васкамасăр килĕштерттернĕ темелле, хăйсен ыр-хаярла традицийĕсенчен, чăн малтанах ӳнерти «янавар стилĕн» поэтикинчен, питех уйрăлман>

«Сăвар ыйтăвĕ» пирки уйрăммăн каласа хăвармалла. Атăлçи Пăлхарти темĕнле йăх Алмуша хирĕç тăрса ислама йышăнман имĕш. Пăлхавçăсене «Вырыг» текенскер ертсе пынă.

Çав йăха «сăвар» тенĕ имĕш. Чăннипе вара вăл ята А. П. Ковалевский малтан «саван» пек вуланă. Çапла вара сăмах чăнах та «сăвар» пек вуланасси иккеленÿллĕ. Çитменнине, ибн Фадлан текстĕнче ислам пирки сăмах пымасть. Сăвар текен хула та нихçан исламсăрлăхпа уйрăлса тăман. Унта мăссăльмансем пурăннă.

Çапла вара, пăлхарсене исламлăх тĕрекĕ пек, сăварсене исламсăрлăх тĕрекĕ пек кăтартма пăхни каймасть. Тÿррипе каласан, юлашкинчен асăннисен, сăварсен, паларăмĕсем те Атăлçи Пăлхарта питех курăнмаççĕ. Р.Х.Фахрутдинов питех те вичкĕннĕн хирĕçленĕ[5]:

<Куçару: "Суваз" йăхĕ — куçкĕрет шутласа кăларнăскер, чăвашсен несĕлĕсене тупассипе çыхăннăскер... Хăшпĕр чăваш тĕпчевçисен (В.Д.Димитриев, В.Ф.Каховский ...) турткаларăшĕсем; "сван" — "суваз" — "чуваш" трансформаци лингвистикăлла ансат эквилибристикăпа çыхăннă... Çавна кура аваллăхра та, паянлăхра та "суваз" шырамалли нушасем çук тата ăна "чăваш" туса хума та кирлĕ мар... "Пăлхар-сăваз" историне ăнлантарса хăшпĕр авторсем çавăн пек халапсем патне пырса тухаççĕ.>
Пĕчĕк манара, XIV ĕмĕр. Паянхи сăн. Пăлхар хулашĕ.

Кунта асăннă В.Д.Димитриев, В.Ф.Каховский тата ыттисем те чăннипе суваристсем пулман, вĕсем А.П.Ковалевский гипотезине тиркевсĕр, тĕплĕ тишкерÿсĕр йышăннă е, йышăнмасан та, шел пулин те, çийĕнчех татăклăн сирсе яман. Çавă çеç.

Ылтăн Уртан Пăлхар Улусĕнчи ислам[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ылтăн Уртан Пăлхар Улусенчи ислам пирки ытлаванах паллă. Вăл япалана «хыпашласа» та пăхма пулать. Пăлхар хулашĕнче çав вăхăтри мичĕт ишелчĕкĕсем, минарет сыхланса юлнă.

Ылттăн Урта тапхăрĕнчи ислам монголсем киличченхи ислампа (1236-мĕш çулчченхи) ислампа мĕнле çыхăнура тăни пирки калама йывăр.

Çак вăхăтри Атăлçи Пăлхарта (Ылттăн Урта улусĕнче) мăссăльмансем вăй илесси урăх çĕртен куçса килнисемпе çыхăннă теме май пур. Калăпăр, Хорезмран.

Джучи Улусĕнче хайĕнче (Ылттăн Уртара) ислам «тĕппипех» вăй илесси Узбек хан чухне пулса иртнĕ. Çав вăхăтрах унран самай маларахри Берке хан та мăссăльман пулни пирки калани пур. Анчах та ку ун чух çирĕп традицие куçайман-ха.

Чул палăксем çинчи эпитафисем те ислам палиллĕ. Вĕсенчи çырулăх — р-чĕлхеллĕ тĕрĕк чĕлхин (хальхи чăваш чĕлхин несĕлĕн), анчах вĕсене майлаштаракансем пурте мăссăльмансем пулнă.

Пăлхарти 1308-мĕш çулхи палăкăн çырăвĕ
Транскрипци[6] Вырăсла куçарни[6] -sam/-sem аффикс Хальхи чăваш чĕлхипе еплерех майлашăнни
1) Ăl-hökmü li-l-lahi! 1) Суд Аллаха!
2) Huwä-l-häjji-l-läzi lä jamutu, 2) Он живой, который не умирает, Ку(этот, тот), вăл(он)
3) wa küllü häjjin siwahu säjamutu. 3) а все живущее, кроме него, умрет!
4) Gölämasämnä säwan mäsjidsämnä 4) Любившего ученых, мечети Gölämasäm, mäsjidsäm саван (любящий), мичĕтсемпе (мечетям)
5) gämarät tonan akile χäjratlü 5) воздвигавшего, милостивого, кӑмӑл(милость), тунăн(делавшего)
6) älü bäräkatlü mün suwar jali 6) благодетельного, мюн-суварского рода Сувар (Сувар), мăн (большой), ял (деревня)
7) …Gali χojа oulï Ăträč 7) … Гали-ходжы сына, Атряч. хуçан(хозяина), ывăл(сын)
8) χojа oulï Ăbübäker χojа 8) ходжы, (его) сына Абубекир-ходжы, (его) 44
9) oulï Alïp χojа bälükü. 9) сына Алп-ходжы надмогильный памятник. ывăлăн(сына), палăк(памятник), улăп(богатырь)
10) Dönjaran köčrü: tariχa jе- 10) Из мира переселился: по летосчислению семь тĕнчерен(из мира) куçрĕ (перешел, переселился)
11) ti jüг säker jo°l jömadi-l-u 11) сот восемь лет, джу çичĕ çĕр(семьсот), саккăр(восемь), çул(лет)
12) lä ajχï jijirem äkeši kön äti. 12) мада — I месяца двадцать второй день был уйăхĕ(месяца), çирĕм(двадцать), иккĕмĕш(второй), кун(день)

Нумайлă хисеп аффиксне йышăннă сăмахсенчен пĕри — «мичĕт». Чăннипе тепĕр çавнашкал сăмахĕ пирки те («галим») çавнах каламалла, мĕншĕн тесен вăл — арабизм. Çапли çапла та, чĕлхи вара — чăвашăн (р-чĕлхе).

Вырăнти исламăн малалли шăписем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кул-Шариф имам хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле Хусана хÿтĕлет. Фирхад Халиков карччынĕ
Хусанти чи ватă мичĕт (Марджани мичĕчĕ)

XV ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Хусан ханлăхĕ йĕркеленет. Никĕçлевçĕсем, паллах, мăссăльмансем пулнă. Тĕн тĕлĕшпе мĕнлерех йĕрке тата политика тытса пыни паллă мар. Ислам ĕçлевçисенчен Кул-Шариф текенни историе кĕрсе юлнă. Вăл кунти мăссăльмансен тĕн енĕпе чи аслă пуçлăхĕ пулнă теççĕ. 1552-мĕш çулта, Хусана хÿптĕрленĕ чухне, пуçне хунă. Шибагутдин Марджани Кул-Шарифа историре чăн пулнă çын тесе шутланă. Паянхи кун Хусанти тĕп мичĕт, хулан Кремлĕнче вырнаçнăскер, шăпах çав Кул-Шариф ячĕпе хисепленет.

Вăтам Атăл тăрăхĕнче ислам Хусан ханлăхне аркатнă хыççăн XVIII ĕмĕр вĕçĕччен еплерех пурăнни уçăмлах мар темелле[7]. Анчах та 1767-мĕш çулта Хусана Кĕтерне патша килсе кайни паллă. Вăл унта чултан мичĕтсем лартма ирĕк панă. Анчах та вăл çакна вырăнти паллă тутарсем ыйтнипе тунă тени легенда шутланать.

Екатерина II Императрицăн «Оренбург магометан ăс-тĕн пухăвĕ» тăвассин Указĕпе 1788-мĕш çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче мăссăльмансен Раççейри пĕрремĕш организацийĕ (ОМДС) уçăлнă та 1789-мĕш çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Ĕпхӳре ĕçлеме тытăннă. Ăна çавăнти енпуç О. А. Игельстром ислам тĕнĕн çыннисене «тĕрĕслес» тата вĕсенчен «шанчăклисене» уйăрас тĕллевсемпе ыйтнипе тунă. Организаци çапла майпа 1917-мĕш çулччен пурăннă; юлашки муфтий — Баязитов, Мухаммат-Сафа (1915—1917).

ОМДСăн чи аслă муфтийĕсен (пуçлахĕсен) тулли йышĕ çакăн пек:

Паянхи пĕтĕмĕшле тата организацилле тăрăм çакăн пек — Раççей мăссăльманĕсен ăс-тĕн тĕп ертÿлĕхе (Раççей ЦДУМĕ, Ĕпхÿ хулинче вырнаçнă)[8]. Унăн регионти организацийĕсем (тытăмсем) пур. Вăл шутра, самахран, Чăваш Енре тата Тутарстанта та.

Чăваш Енри мфтиятăн пуçлăхĕ — Крганов Альбир Рифкатович(1976 çур.). Вăл çавăн пекех Мускаври муфтиятăн пуçлăхĕ те пулса тăрать.

Калас пулать, муфтиятсем, кута асăннисемсĕр пуçне, Раççейре татах та пур е пулма пултараççĕ. Вĕсен пĕлтерĕшĕсемпе тата пĕр-пĕринпе еплерех çыхăнура тăнине ятарлă литературапа паллашсан пĕлме пулать[9][10].

Хăйне «чăваш мăссăльманĕ» теекен çын çырнинчен[11][тӳрлет | кодне тӳрлет]

Атăлçи Пăлхар— вăтам ĕмĕрсенчи (VII-XIII) патшалăх. Хальхи Чăваш Ен, ТутЛтăнарстан республикисем вырăнĕнче вырнаçнă пулнă, унăн çĕрĕсем хальхи Чулхулапа Урал тăвĕсем таран çитнĕ. Патшалăха 660 çулсем патнелле туса хунă. Тĕп хули Пăлхар пулнă. Атăлçи Пăлхар питĕ вăйлă патшалăх пулнă. Патшалăх ăспарулăх енĕпе вăйлă аталаннă — паллă çыравçăсем, ăсчахсем пурăннă. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ Араб халифачĕпе, Висантипе тата Вырăçпе тачă çыхăну тытса тăнă, вĕсемпе сутту-илÿ тунă. Атăлçи Пăлхарĕ Тухăçпа Анăçа çыхăнтаракан çул çинче тăни питĕ аталанма пулăшнă. X ĕмĕртен пуçласа Атăлçи пăлхарсем Ислам тĕнне йышăна, çак пулăм вĕсене тепĕр çывăх çĕршывсенчен маларах турĕ, мĕншĕн тесен мăсăльмансен халифачĕ ку вăхăтра питĕ вăйлă аталанса кайрĕ. Халифатран килнĕ нумай кесĕпсем- тимĕрпе, чулпа, тирпе ĕçлени, та-та çавсемпе сутту-илене туса Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ пуянланса та вăйланса çитрĕ. ХIII—XIX ĕмĕрсенчи Атăлçи пăлхар çырулăхĕн палăкĕсенче араб паллисемпе ик тĕслĕ тĕрĕк чĕлхепе çырнă пĕри зетацизмпе тепри ротацизмпе(çавна Калинин ăсчах йĕркеллĕ туса палăртрĕ).( Collapse )

Пăлхар хулашĕн таврашĕнче Атăлçи Пăлхар ислам йышăннине халалласа хальхи вăхăтра туса лартнă палăк-çурт

Вара ма Алмас ханĕ Ислам тĕнне йышăна ши? Ку ыйтăвĕ çине хурав пама истори ăсчахсем пĕр шухăшлă мар, пĕрисем вăл çак майпа пуян та аталаннă Çывăх Хĕвел тухăç та Ази çĕршыв çине çул уçнă теççĕ, тĕприсем халăха пĕрлештерме наци идейине пек куна тунă теççĕ, кашнин шухăшра тĕрĕсси пур. Алмас иудей тĕнне те йышăнма пултарнă, мĕншĕн тесен Ăталçи Пăлхар иудей хазарсене парăннă, куланай тÿленнĕ, иудĕй тĕнне йышăнсан вара тăван пек пулĕ те пĕртак çăмăллăха курĕ, анчах ун чура та тарçă пулас килмен, Алмас хăйĕн тăван халăха ирĕк парас килнĕ. Истори ăсчахсен калани тăрах Ăталçи Пăлхара христианлаха кĕрекен те пулнă пĕртак, çавăнпа Алмас ханĕ христиан тĕнне те кĕме пултарнă, анчах иудей хазарсем христианлĕ Византипе туслă пулнă, вара христианлаха кĕрсен хазарсемпе вăрçма май пулман та-та христианлахĕ тĕрĕс мар тĕнне, Иисусăн вĕренÿ мар çавăнпа пуль Алмас уна йышăнман. Вырăс ĕмпĕвĕ Владимир вара православийĕн капăрлăх та пуянлăх йăла-йĕркесене курнă та тĕлĕнсе кайнă ăссăр христианлаха кĕнĕ. Анчах православи вырăссене пĕрлештермен, пачах пĕр-пĕринпе çавăн пекех çапăçса пурăннă. Мĕн вара ятлă нумай турă ĕненекенне Ислама кĕрттернĕ? Коранра Çулти Турă калана: Аса илеççĕ усăллă ăс панине ăс-тăнлă çынсем анчах. (3-мĕш Имран йышĕ ятла сури 7-мĕш аячĕ) Ĕмĕртенпе этем пурнăçăн пĕлтерĕш пирки, тĕнчен тытăмĕ пирки, вилĕм та ун хыççăн тĕнчи пирки, ăнланма мар вартан япаласем пирки, ĕненÿлĕх пирки, усал та ырă хушшинче хирĕçÿ пирки ыйтăвĕсемпе нуша курать, пĕтĕм ыйтăвĕсен тĕнне хурав парать. Мĕнпе вара Ислам Алмаса майласа çавăрнă? Эп шутлăп, чи малтан çак тĕнне такама та çăмăл ăнлантарнипе та уçăмлăхпа майласа çавăрттарать, та-та Чăнлăх мĕнле те пулсан урăх пулать-и?! Хадисра каласа панă:«Пĕррехинче, эпир Аллах Элчипе пĕрле ларнă чух,-Ÿмер каласа парать- капах шура тумтирпе этем килчĕ, ун çÿçсем питĕ хура пулнă, анчах [тумтирте та çÿç çинче те тусан е пылчăк пулман] çул çÿревçĕ пек мар. Пирĕн хушшинче уна никам та палласа илмен. Этем тÿрех Мăхăмат Наби патне килнĕ те ун умра, чĕркуççисем тĕкĕниччен ларнă. Алă сыпписене пĕçĕ çине хунă та ыйтнă: — Йе Мăхăмат, Ислам мĕн вăл ăнлантăр-ха? —Ислам — вăл,- тавăрнă Мăхăмат- Ăрăмлакан Пĕрре те эп— Турăн элчи, çирĕп кĕнтелесе калани(шахада); тума тивĕçлĕ намас туни; закят тÿленни, тума тивĕçлĕ Рамасан [уйăхра] типе тытни та-та Мекка патне кайса кĕл тунни çынăн май пулсассăн. Алмас ханăн ăн-пуçĕ выльăх туртнине çĕнтернĕ, та-та унăн чĕрĕ Чăнлăха йышăнма валли уçă пулнă Альхамдулиллах, вара вăл тĕрĕс тĕнне суйларĕ, çак пирĕн аслă асаттине Çулти Турă каçарăр та Çăтмаха кĕрттер. Алмас питĕ хăюллă та паттăр этем пулнă, мĕншĕн тесен ун йĕри-тавра ытларах нумай турă ĕненекенсем пурăннă, ÿпкевне кăтартса Вырăх суя патша пек.

Пăлхар хулашĕн таврашĕнче хальхи вăхăтра туса лартнă Шурă мичĕт

XI ĕмĕрте Ăталçи Пăлхар чи малтанхи ăсчахсен хушшинче Бурхан-ад-дин эл-Булгари пулнă. Вăл фармакологи, риторика та-та тĕнлĕ ĕçсем пулă чапа тухнă. Сулиман ипн Дауд ас-Саксини-Сăвари тĕнлĕ ăсчахĕ, çыравçă Сăвар хулинче çуралса ÿснĕ кайран Саксин хулинче пурăннă, ун ĕçсем Хĕвел тухăç енче вăйлă саралса кайнă. Вăл перс чĕлхипе „Сăрсен тĕрĕсси -пайăркисен çутти“ дидактикăллă ĕçне çырса, унтан араб чĕлхи çине куçарнă „Чирлĕ чунсене савăнтаракан“ ят парса. Вара юлашкинчен ик малтанхи çынисен кескерлетни тĕсĕ „Чирлĕ чунсене савăнтаракан пахча чечекĕ“. Сулиман ипн Дауд ас-Саксини-Сăвари çак çырнисене медресера вĕрентекеншĕн Апу-л-Аля Хамит эл-Булгаришĕн çырнă. Апу-л-Аля Хамит эл-Булгари Хĕвел тухăç енче палла ăсчахĕ пулнă ăслăлăх та тĕнлĕ мăсăльман литературине лайăх пĕлнĕ. Пăлхар ăсчахсене Хорасан, та Вăтам Азийĕре хисепленĕ. Хăш-пĕрсем Хĕвел тухăç енче пурăнса ĕçлесе лайăх тĕнлĕ те тÿрĕ-шар вырăнсене илнĕ. Ходжа Ахмет Булгари, газневид патшалахăн, Махмуд I Газневи (967-1030) патшăн вĕрентекен пулнă. Ăталçи Пăлхарта математика, астрономи, хими, медицина, географи, истори та-та тĕпри ăслăлăхсем питĕ вăйлă ăнталаса кайнă. Ăталçи Пăлхарта темиçĕ календарь пулнă. Асторономи пĕлÿсем Çывăх та Вăтам Хĕвел тухăç енчен, Вăтам Азирен килнĕ, çак вăхăтра астрономи унта чылай аталаннă. Кесĕп ĕçĕ сарăлсан, та-та фармакологи ăслăлăх килсен хими вĕренме вăхат çитнине палăртнă. Пăлхарсем тимĕр, пăхăр, никель, кĕмĕл, йĕс, ылтăн, кÿкĕрт, хурă тăхлан, тăхлан, чĕкĕ мĕл, сурьма та-та тĕпри металлсемпе пĕлсе усă курнă. Пăлхар тимĕрçĕсем чаплă тимĕрне туса, металлсене шăратса çыпăçтарма майне пĕлнĕ, тĕслĕ пăхăр, йĕс та-та тĕпри металл шăранчăксене тунă. Пăхăр, ылтăн, кĕмĕл çинчен капăрлăх та йăла япаласен тума ăсталăхăн пахалăхĕ ÿссе çитме математикăн ăслăлăхне лайăх пĕлмелле пулнă.

Халифатра медицини ăслăлăхĕ вăйлă пулнă Авиценна медицини ăсчахăн ĕçсене халь те хисеплеççĕ, Ăталçи Пăлхарта та унăн çырнисемпе усă курнă. Пăлхар медицини ăсчахсене Хĕвел тухăç çĕршывсенче хисепленĕ. Вĕсенчен ик тăванла медицини ăсчахсем Таджетдин та-та Хасан ипн Юнас эль-Булгари. Таджетдин эль-Булгари „Аптранирен чи лайăх эмел“ çырнине çырнă, вара Бадр-ад-дин Махмут ипн Усман Хасанран эль-Булгари 1220-21 ç. тĕпер хут çак ĕçне çырма ытнă вара лĕш çырнă. Мăсăльман çĕршывсенче палла пăлхар медицини ăсчахĕ Бурхан-ад-дин Ипрахим ипн Юсахв Булгари „Ахаль эмелсем пирки“ ĕçне çырнă. Пĕтем Хĕвел тухăç енче палла пăлхар медицини ăсчахĕ Ходжа Булгари Ганзи хулинче пурăннă, унă сăвăç Хаким Санаи ывăллăха илнĕ, Ходжа Булгари çамрăкра 39 çулта вилнĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ковалевский А. П. Книга Ахмеда Ибн-Фадлана о его путешествии на Волгу в 921—922 гг. X., 1956
  • Давлетшин, Г.М. Волжская Булгария: духовная культура. Издательство: Казань: Татарское книжное издательство Переплет: мягкий; 192 страниц; 1990 г.
  • Измайлов, И. Л., Ислам в Волжской Булгарии: распространение и региональные особенности // История и современность. — 2011. — № 2. — С. 34—51.
Хусанта Атăлçи Пăлхар ислам йышăннăранпа 1000 çул çитнипе (1922) çыхăнтаракан Кабан леш енчи мичĕт (1924-1926, архитекторĕ А. Е. Печников)
  • Измайлов Искандер Лерунович, доктор исторических наук (ИИ им. Ш. Марджани АН РТ, г. Казань, РФ). — Религиозная ситуация в Волжской Булгарии в X—XIII вв. (комплексный анализ источников). — Доклад. 7 октября 2021 г., г. Чебоксары.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ КАМСЕМ ЭПИР? ХĂШ ЙĂХРАН? Архивленĕ 5 Нарӑс уйӑхӗн 2021 çулта. — Сувар, ■ 11(897)№, 2011, пуш, 18
  2. ^ Кунта йăнăш. Чăннипе 922-мĕш çулта
  3. ^ Лешсем кайран «ислам эрех ĕçтермест» тесе кусене пăрахаçланă.
  4. ^ Червонная С. М. Искусство Татарии. История изобразительного искусства и архитектуры с древнейших времён до 1917 года. М., «Искусство», 1987. — с.97.
  5. ^ Фахрутдинов Р.Г. О степени заселенности булгарами территории современной Чувашской АССР. - Вопросы этногенеза тюркоязычных народов Среднего Поволжья. Казань 1971, стр. 197-198. — Цитатăланă вырăн.
  6. ^ 1 тата 2 Хакимзянов Ф. С. Новые булгарские эпиграфические памятники из Закамья // Чувашский язык: история и этимология / Сборник статей. – Чебоксары, 1987. – 104 с.. — С. 45,44.
  7. ^ Расшифровка От взятия Казани до строительства мечетей
  8. ^ Центральное духовное управление мусульман России — Хелпинвер. Открой новую Россию.
  9. ^ Силантьев Р. А. Ислам в современной России. Энциклопедия. — М.: Алгоритм, 2008. — 576 с. — 3000 экз. — ISBN 978-5-9265-0467-2.
  10. ^ Сулейманов, Раис Равкатович|Сулейманов Р. Р. Умма прирастает «меньшевиками». Независимая газета. 07.02.2018.
  11. ^ Ислам хулканĕ. Атăлçи пăлхар кун-çулĕ чăваш мăсăльман ăспарулăхăн пайĕ.