Ылтăн Уртан Пăлхар Улусĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ылттăн Уртан Атăлçи Пăлхар улусĕ
Ылттăн Урта
Bolghar gravestone
Bolghar gravestone
Bolghar gravestone

Ылтăн Уртан Пăлхар улусĕ, (Пăлхар çĕршывĕ) — Атăлçи Пăлхарăн, ăна 1236-мĕш çул хыççăн аркатнă хыççăн, XIII - XIV - XV ĕмĕрсенчи тăрăмĕ. Çав вăхăтра вăл Ылтăн Урта пайĕ пек шутланнă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1222—1236 çулсенче Атăлçи Пăлхар çине монгол çарĕсем тапăнса кĕнĕ (вĕсен хĕвел анăç экспансинче ку пĕрремĕш патшалăх пулнă), пăлхарсен патшалăхне аркатнă, çаратнă, тĕп хулипе шĕкĕр хуласене çĕмĕрсе çунтарнă, çĕр-шывăн чылай (70 % çити) халăхне пĕтернĕ.

1240 çулта çĕр-шыв Ылтăн Уртана кĕрет, халăхĕ ислам тĕнне йышăнать.

Ылтăн Уртара пĕр-пĕринпе кĕрешни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1340—1380 çулсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XIV ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Ылтăн Уртара амак сарăлнипе ял-хулара çын сахалланса юлать. 1357 - 1379 çулсенчи тапхăра историксем «мăн пăлхав», «мăн кĕрешӳ» тесе палăртаççĕ. 20 çул хушшинче астулра 25 хан улшăннă пулнă. Эмирсем, пиксем, нойонсем хана пăхăнасшăн пулман, хăйсене ирĕклĕ тытнă. Эмирсем хăйсен çарĕсемпе тустару харçисемпе вырăнти халăхсен çĕрĕсене çӳренĕ, хăш чухне куçса çӳрекен улуссем çине тапăннă, халăха çаратнă, çынсене чуралăха сутма тытса кайнă, пурăнан вырăнĕсене вут-кăвар тĕртнĕ. Пăлхар çĕрне те пĕрмаях тапăннă.

1360 çулта новгород шыв аскăнчăкĕсем Пăлхар çĕрне кĕрсе каяççĕ, кун чух вĕсене, вырăс кнеçĕсен пулăшăвĕпе, ярса тытаççĕ те Сарайра айăпласа вĕлереççĕ. 1361 çулта урта кнеçĕ Булат-Тимур мĕнпур Пăлхар çĕрне туртса илет те хăй ирĕклĕ кнеçлĕх тесе палăртать. Ăна вара хан çарĕсем тустарма тытăнаççĕ. Археологи ĕçĕсем çак çулсенче пăлхар хулисемпе ялĕсене аркатнине пĕлтереççĕ.

1361 - 1366 çулсенче Атăлçире выçлăх çулĕсем пулнă, чир мурĕ сарăлнă, халăх питĕ пĕтнĕ.

1366 çулта новгород вăрă-хурахĕсем, тури вырăс хулисене çаратса, каллех Атăлçи Пăлхар çĕрĕсене çитсе тустару ĕçĕсемпе алхаснă. 1367 çулта Пăлат Тимур хăйĕн çарĕпе Суздаль-Чулхула çĕрне хушса хурас шутпа харçăна тухнă, анчах унăн çак ĕç-пуçра ăнăç тухман, вăл вара Сарайа тарать, унта унăн пуçне касаççĕ. 1369 çулта Шурă Атăл тăрăх пынă шыв аскăнчăкĕсене Аслă Пăлхар патĕнче çапса çĕмĕрнĕ.

1370 çулта Пăлхар çĕрĕнче пăлхар кнеçĕ Хусан (чăваш ăратĕнчен тухнăскер) тăрăмра пулнă, вăл Ылтăн Уртаран уйрăлать. В. Л. Егоров тĕпчесе кăтартнă тăрăх, çак чăваш кнеçĕ Хусан хулин никĕсне хывать. Мамай тĕмен хушăвĕпе Ачи-Ходжи элчĕ, суздаль-чулхула кнеçĕ Дмитрий Константинович 1370 çулта Хусана хирĕç çарсемпе каяççĕ, анчах та чăваш кнеçĕ вĕсене парнесемпе кĕтсе илет те эткерсем çапăçăва пуçламасăрах Чулхулана таврăнаççĕ.

Чулхула вырăсĕсем Пăлхар çине Мамай хушнипе 1376 çулта тепĕр хут тапăнса пынă, анчах та Мамайăн элчи Махмат-Салтан тата пăлхар кнеçĕ Хасан пĕр чĕлхеллĕ пулса килĕшӳ тунă, иккĕшĕ малашнелле те тăрăмра юлнă. Мамай тĕмен XIV ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех Ылтăн Уртан пайне (Мамай Уртине) хăй тытăмне илнĕ, унăн тĕп хули Крымра пулнă. Ылтăн Уртан Атăлтан тухăçалла çĕрĕсем 1380 çулта Сарай Уртинче шутланнă. Мамай Пăлхар çĕрне Сарай Уртине парасшăн пулман.

1374 тата 1375 çулĕсенче новгород шыв аскăнчăкĕсем Пăлхар çĕрĕсене харçăпа пыраççĕ, Пăлхар хулинче тыткăна лекнĕ вырăссене сутаççĕ. Мамай та, вырăс кнеçлĕхĕсене пăхăнтарса ясак пуçтарас шутпа, пăлхарсем çине пĕрмаях тапăннă. Пăлхар çĕрне Мамай лартнă Махмат-Салтан тытса тăнă, çакăнпа, пулас, пĕрлешĕннĕ вырăс çарĕсем 1376 çулта Атăлçи Палхар çине тапăнаççĕ. Пăлхарсем вăйлă хĕçпăшалланнă пулнă, вырăссене хирĕç хастар çапăçнă, анчах та вырăссем çĕнтерĕве туяннă. Вырăссем пăлхарсенчен пысăк парăм илнĕ, таврăну çулĕнче пăлхарсен, çармăссен ялĕсене тустарнă. 1377 çулта сарайри Урус-хан, хула-яла тустарса, Пăлхар çĕрне Ылтăн Уртари Сарай пайне пăхăнтарать. Çапла, Пăлхар çĕрĕ, Ылтăн Урта пăхăнăвĕнчен тухассишĕн кĕрешӳре тустару тӳсет, чылай халăха çухатать.

1380—1399 çулсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1380 çулсенче Мамай Уртин тĕменĕ Мамай тутар кнеçĕ, хăйĕн çĕрĕсенче çар пуçтарса Руç çине тапăнса кĕрет, анчах та Кулик уйĕнчи çапăçура намăс тӳсет, çапăçăва князем Дмитрий Иванович Мускав кнеçĕ ертсе пынă пĕрлехи вырăс çарĕсене выляса ярать. Мамайăн начарлăхĕпе 1380 çулта Сарай астулне йышăннă Тăхтамăш хан усă курать. Вăл Мамайăн Танран чакса пыракан эткерĕсене Тăнăвар шарлакĕсем патĕнче тапăнать, çаратса пухнă пурлăхне хăй алне илет. Тутар кнеçĕсемпе мăрсисем Тăхтамăш енне куçаççĕ. 1380 çулхи кĕр вăхăтĕнче Тăхтамăшăн тăрăмĕ Ылтăн Уртан пур çĕрĕсене çитнĕ, çав шутра Мамай Уртине те, Атăлçи Пăлхар çĕрĕсене те. Хăш историксем çырнипе, Мамай çарĕнче пăлхарсем (пĕçĕрменсем) те пулнă. XIV—XV ĕмĕрсенчи авалхи вырăс çырăвĕсенче пĕçĕрменсем Мамай çарĕнче тăнине кăтартман, XV—XVI ĕмĕрсен вĕçĕнче пăлхарсене палăртнă. Тепĕр историксем шухăшĕпе, çак тапхăрта çыру хучĕсене ултав кĕнĕ, мĕншĕн тесен Атăлçи Пăлхара 1377 çулта Сарай Уртине тавăрнă (вăл Мамая пăхăнма пăрахнă), çапла ĕнтĕ пăлхарсем Мамай хĕсметĕнче тăма пултарайман. Тепĕр енчен, вĕсен хушшинче тăмар хутшăнăвĕсем пулма пултарнă.

1382 çулта Тăхтамăш

«посла Татаръ своих в Булгары… и повеле торговци Рускые избити и гости грабити, и суды их с товаромъ отъимати и попровадати к себе на перевозъ».

Пысăк çар пуçтарса (çарта пăлхарсем те пулнă) Тăхтамăш Мускав Руçĕ çĕрĕсене кĕрсе каять, Мускава, урăх вырăс хулисене туртса илсе çунтарса ярать. Вырăс кнеçлĕхĕсем Ылтăн Уртана парăм 1480 çулчен тӳленĕ.

1387 çулта Тăхтамăш Вăтам Азине хăйĕн çарне кĕртсе янă. Анчах та Уксах-Тимур ăна çĕнтернĕ, Ылтăн Уртана кĕрекен Хорезм хулине ярса илнĕ, аркатнă. 1388 çулхи кĕркунне Уксах-Тимура хирĕç тухнă чух Тăхтамăш, монгол-тутарĕсем пуçсăр, «пĕтĕм Улусри вырăссенчен, черкессенченв, пăлхарсенчен, кăпчаксенчен, алансенчен, Крым, Кафа, Азака çыннисенчен, пушкăртсенчен тата мăкшăсенчен пысăк çар пуçтарнă».

1387 çулта Тăхтамăш Вăтам Азине хăйĕн çарне кĕртсе янă, анчах та Уксах-Тимур ăна çĕнтернĕ, Ылтăн Уртана кĕрекен Хоресăм хулине ярса илнĕ, аркатнă. 1388 çулхи кĕркунне Уксах-Тимура хирĕç тухнă чух Тăхтамăш, монгол-тутарĕсем пуçсăр, «мĕнпур Улусри вырăс, черкес, пăлхар, кăпчак, алан çыннисенчен, Крым, Кафа, Азака çыннисенчен, пушкăртсенчен тата мăкшăсенчен пысăк çар пуçтарнă». Харçăра Ылтăн Урта çарĕпе Тăхтамăшран ярлык илнĕ Чулхула кнеçĕ Борис Константинович пынă.

1389 çулта çуркунне Уксах-Тимур Тăхтамăша Сыр-Дарья çинче аркатать. Çапах та Ылтăн Урта ханĕ Хоресăма тавăраймасть. Тăхтамăша 1387 çулта сутнăскер, чее те икĕпитлĕ Етикей кнеç, Уксах Тимура хăй майлă çавăрса Етикее хирĕç харçăна чĕнет.

1391 çул пуçламăшĕнче Уксах Тимур 200-пин эткер çарĕпе çурçĕр-тухăçалла, Тобол шыв патне пырать, унта вăл анăçалла пăрăнать те пушкăртсен çĕрĕсем урлă Пăлхар çĕрне алхасма кĕрсе каять, ялсене çунтарать, лăпкă халăха пĕтерет. Тăхтамăш çак харçă пулса иртнине ака уйăхĕнче çеç пĕлет, хăйĕн çарне пуçтарма ĕлкĕреймест. 1391 çулхи çĕртме, 18 Пăлхар çĕрĕнчи Кондурча шывĕ çинче (халĕ Самар облаçĕ), Уксах Тимур Тăхтамăш çарне çапса аркатать.

«Потери Тохтамыша,

— çырать М. Г. Сафаргалиев, —

огромны: поле битвы на протяжении 40 ферсахов было усеяно трупами; по данным Шармау, число погибших воинов доходило до 100 тысяч человек».

Тимур çарĕ Пăлхарта 26 кун тăнă. Çав вăхăтра унăн текĕрçисем вырăнти халăха тустарнă, хăйсем тăнă вырăна «темĕн чуль тупăç — лаша, тĕве, вăкăр, така — хăваласа пуçтарнă, урапасемпе хĕрсемпе каччăсене турттарса килнĕ. Атăл çинчи утравсенче пытаннă çынсене те тыткăна илнĕ». Уксах Тимурпа пынă çыравçăсем çырнипе, çарпуç аллине чылай тупăç лекнĕ. «У отдельных людей скопилось столько лошадей и баранов, что во время возвращения, идя назад, они не были в силах гнать их… Тимур лагерĕнче хури евĕр хитре хĕрсем тата яш кĕрĕмсем çав тери нумай пулнă, Тимур вали уйăрнисен шучĕ 5000 çын ытла пулнă». Мукадшим-Паши асăннипе, çак хулара Тимур аллине тăватă миллион сурăх, 40 пин мăйракаллă выльăх, 500 пин лаша тата 500 пин çын лекнĕ. Çак мăн çарату ĕнтĕ тĕппипех Пăлхар çĕрĕнче пулса иртнĕ. Хăй тăнă вырăнтан, Уртан варрине çитмесĕрех, Тимур таврăну çулне тухать.

Тăхтамăш 1391 çулхи харçăран анчах хăтăлса тухса сывлăш çавăрма та ĕлкĕреймест, 1395 çулхи çуркунне Уксах Тимур йышлă çарĕсемпе Кавказ урлă каçса Ылтăн Уртан кăнтăр чиккине çитет: Тăхтамăш Терек шывĕ çинче хӳтĕленме хатĕрленет. Ака уйăхĕнчи 14-16 кунĕсенчи хаяр та юнлă çапăçусенче, Тăхтамăш чылай çухату тӳссе тарать.

М. Г. Сафаргалиев çырать: "Тăшманăн çарне хăваласа, Тимур Куру шывĕ урлă каçса «тăшман йĕрĕпе» Укеке çитет те «нумайăшне вĕлерет». Тăхтамăш енлисен чылайăшне тыткăна илнĕ; хан тата унăн хăш çум çыннисем «сулăсене шыва антарса Атăлăн тепĕр çыранне каçрĕç». Тимур çарĕ, Атăлăн сулахай енне куçса, Тăхтамăшăн арканнă çарĕсене хăваланă. «Тахтамăш-хан ханлăхне пăрахнă, — çырать Шериф-ад-дин Иезди, — килне, мĕнпур, курăннине те, вăртăннине те, хăйĕн пуçне çăлас тесе, темиçе çынпа Пăлхар еннелле, вăрманлăха, тарать…

Тимурăн çĕнтерӳллĕ çарĕ юханшывăн çак енчи тĕле çитнĕ те Дешт çине кайнă пĕрремĕш харçинчи пекех (тĕрĕсрех Ылтăн Урта çине 1391 çулта — В. Д.) юханшывăн тепĕр енчен çитсе пĕтĕмпех çаратнă. Çак вырăн „тĕттĕм çĕр-шывĕнчен“ инçе мар пулать[Тизенгаузен В. Г. Сборник. Т.II. С. 178]. Çапла, Тимур çарĕсем иккĕмĕш харçинче те, пĕрремĕшĕнчи пекех, Пăлхара çитсе (монголсен чухне тепĕр хут тунăскерне) пĕтĕмпех тустараççĕ… Пăлхар, Çукатин, Кĕрменчӳк тата урăх хулине те, паллах, 1395 çулта çаратнă. Çакна хусан тутарĕсен чылай чăнлавĕ çирĕплетет, ăна „Повести о нашествии Тимура булгарам“ вулама пулать…

„Повеçре“ Тимур пăлхар хулисене аркатни факта кăтартнине хирĕç шухăш çук. Пăлхар хулине, кунчен 1024 кил-çуртлăскерне, „кĕл-тусана, нимĕнлĕхе куçарнă; çут тĕнчере ячĕ çеç юлнă“. „Повеçĕн“ малтанхи кăларăмĕнче, çавăн пекки Британи музейĕн çырăвĕнче (XVII ĕмĕр) пур, унта çапла пĕлтернĕ: Тимур, Палхар çине кайиччен, „çапăçу хыççăн Асидрахана (Аçтăрхан хули) туртса илет те çурçĕрелле, Палхарсем çине, çул тытать“. Çак ĕç-пуç иккĕмĕш харçă вăхăтĕнче, 1395 çулта, пулса иртет». Чăваш тата тутар историллĕ халапĕсенче Уксах-Тимур çарĕ Пӳлер хулине туртса илсе аркатнине кăтартаççĕ. Малалла М. Г. Сафаргалиев (ăна археолог А. П. Смирнов çирĕплетет) Пăлхара Уксах Тимур XIV ĕмĕрĕн вĕçĕнче аркатни пирки çырать, анчах хулана вырăссем 1396 ç. харçи вăхăтĕнче çунтарса яма пултарнă. М. Г. Сафаргалиев, 1396 çулта вырăс çарĕсем Пăлхар хули çине харçăпа пыманнине тĕрĕс кăтартать. Харçă 1399 çулта пулса иртнĕ, анчах та çырусенче ун чух пăлхар хулисене ишĕлтернĕ пирки çырман. «Тимур çарĕ, — малалла тăсать М. Г. Сафаргалиев, — пăлхар хулисене (Пăлхар, Çукатин, Керменчӳк тата урăх.) аркатса, Сарай патнелле куçать, Укек хулана çĕмĕрет, Ылтăн Урта тĕп хулинче чарăнса тăрать». Малалла М. Г. Сафаргалиев Уксах Тимур Ылтăн Уртан Тан, Тăнавар таврашĕнчи, Крымри анăç улусĕсене пăхăнтарнине çырать, унтан вăл Кисан кнеçлĕхĕ енне çаврăнать, Ельца çитет, ăна тустарать те Çурçĕр Кавказа таврăнать. Кунтан Тимур Ылтăн Уртан нумай хулине çаратма хушса ярать. Тĕслĕхрен, унăн тĕп хулине — Çĕнĕ Сарая çунтарса янă, çĕрпе танлаштарнă. Çакăн пек хаяр тустару шăпи Ватă Сарай, Бальджимен, Маджар, Азак (Тана), Солхат, Дедяков тата урăх хулана лекет. Тимур çарĕ çуркунне пуçлансан, 1396 çулта «хыпалансах Ирана хăй тусарнă çулпах, хăйĕн тĕллевне — Ылтăн Уртана пăхăнтармасăрах — пурнăçламасăр тухса каять». М. Г. Сафагалиев хăйĕн çак çирĕплетĕвĕсене хĕвел тухăç çăл куçĕсенчен илнĕ.

1395 çулта Тăхтамăш Пăлхар çĕрĕнче çирĕпленсе юласшăн тăрмашнă, тустарнă, вырăнти халăхран «ылтăн, кĕмĕл тата урăх куланай» пуçтарнă, «тутарсене хăй патне пухасшăн пулнă», Чулман Атăлăн анат юхăмĕн çурçĕрелле çĕрĕсене харçăпа çӳренĕ. Кайран, тутар çарне пухса Крыма тухса каять.

1399 çулта Мускав аслă кнеçĕ Василий Дмитриевич, чылай ăратран çар пухса, Юрий Дмитриевич шăллĕне Атăлçи Пăлхар çине харçăпа ярать. Тăванĕ Пăлхар, Çукаттин, Кашан хулисене йышăнать, кунта сахал мар сăварсемпе пăлхарсене çапса аркатса виçĕ уйăхран çаратнă пурлăхпа, тыткăн çынсемпе Мускава таврăнать. Çак тапăнăва суздаль кнеçĕ Семен Дмитриевич Ылтăн Урта енне куçнăшăн тавăрас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Семен Дмитриевич мускав аслă кнеçне Василий Дмитриевича хирĕç Чулхула кнеçлĕхне 1393 çулта Мускав çумне хушнăшăн кĕрешнĕ, Суздаль-Чулхула çĕрĕпе Мускавран уйрăлса тухасшăн пулнипе тутарсенчен пулăшу ыйтнă. Çулçӳрăвĕсенче çапла каланă:

«Тое же осени князь Семенъ Дмитриевичь Суздальскыи прииде ратью к Новугороду Нижнему, а с ним царевич Ентякъ с тысячью Татаръ. Людие же затворишася в городе, а воеводы у них бяху Володимеръ Даниловичь, Григореи Володимеровичь, Иван Лихорь, и бысть имъ бои с ними. Татарове же отступиша от города и пакы приступиша, и тако по три дни бьяхуся и много людеи от стрелъ паде, и по семъ миръ взяша. Христиане крестъ целоваша, а Татарове по своеи вере даша правду, што им никоторого зла христьяномъ не творити. И на том Татарове створиша лесть (то есть обман. — В. Д.) и роту (то есть клятву, обещание. — В. Д.) свою измениша и пограбивъше всех христьянъ, нагых попущаша. А князь Семенъ глаголаше: „Не яз створих лесть, но Татарове, а яз не поволенъ в них, а с них не могу“. И тако взяша град октовриа въ 25 и быша ту две недели, донде же услышаша, что хочетъ на них князь великы ити ратью, и побегоша к Орде. А князь великы слышав се и събра рати многы посла своего князя Юрья Дмитреевича, а с ним воевод и старейших бояръ и силу многу»

. Тутарсемпе пĕрле Уртана Семен Дмитриевич кнеç те хăйĕн ăрачĕпе тарнă.

Юрий Дмитриевич харçăпа Семен Дмитриевича шыраса Пăлхар çĕрне пынă. Никон çулçырăвĕнче 1399 çулта, кĕркунне »

«князь велики Василей Дмитриевичь Московский посылалъ за княземъ за Семеномъ за Дмитриевичемъ за Суждалскимъ погонею до Казани и не угнаша». »

Суздаль кнеçне тата унăн çемйине 1401 çулта ылтăн урта çĕрĕнче шыраса тупнă. М. Г. Сафаргалиев тĕрĕс çырать: »

«Приведённый отрывок (о походе Юрия Дмитриевича. — В. Д.) из русской летописи ещё не даёт права делать вывод о разрушении городов, здесь говорится лишь о взятии булгарских городов русскими без какого-либо сопротивления со стороны местного населения, ещё не оправившегося от похода Тимура». »

Чăнах, Уксах Тимур аркатнипе, çаратнипе хавшакланнă пăлхар халăхне çĕнтерме нумай вăй кирлĕ мар. Çак пĕлтерӳ XIV ĕмĕрĕн вĕçĕнче Пăлхар çĕрĕнчи халăх пĕтсе çитнине кăтартать: хăшĕ тыткăна лекнĕ, хăшĕ çурçĕр-анăç, çурçĕр тата çурçĕр-тухăç вăрман çĕрĕсене тарнă.

1396 çулта Ылтăн Урта территоринче никама пăханман, пĕр-пĕринпе кĕрешнĕ тăватă хан урта йĕркеленĕ: 1) хан Кăрчак Сарай çывăхĕнче; 2) хан Тимур-Кутлук Аçтăрханра; 3) хан Тăхтамăш Крымра; 4) Мангитский Юртра — кнеç Етикей. Çак юрт 1391 çулта пулса тăрать, вăл чи пысăкки, чи вăйли шутланнă, 200-пин таран çара пухма пултарнă. Юртăн тĕпĕ — Сарайчик хули. Етикей, хăй вăхăтĕнче Мамай пекех, хансене пĕрмаях улăштарнă. Хансем час-часах вăрçăпа пурăннă. 1406 çулта Еикей хăйĕн çарĕпе Хорезм çине каять, ăна çĕнтерсе илет (Уксах-Тимур 1405 çулта вилет). 1407 ç. Тăхтамăш ывăлĕ Джалал-ад-дин Пăлхар çĕрне хупăрласа хурать те хăйне хан тесе пĕлтерет. Етикей Хоресăмран таврăнсан хăйĕн çарĕпе Пăлхар çĕрне кĕрсе каять, çулĕпе яланхилле çĕмĕрет, аркатать. Джалал-ад-дин 40-пин тутар çарĕпе Руçе, унтан — Литвана тарать. Етикей Сарая таврăнса Пулат хана астула лартать. Мускав Руçĕ 1395 çулта Уртана ясак тӳлемен пулнă, çавăнпа Етикей 1408 çулти ĕçĕсенче пысăк çарпа Руç çĕрне кĕрсе каять, чылай хулана тустарать, Мускава хупăрлать. Мускавран 3000 тенкĕ парăма туянса, Уртана таврăнать.

Çав хушăра Пăлхар çĕрне пĕтĕмпех тустарса пĕтермен пулнă, кунтан эмирсен йыхравĕпе тутар çарне нукер пуçтарма хал çитнĕ. Çак уйăхсенче (ун чухне Етикей Мускав тулашне çаратнă) темле пĕр тутар ханĕ (эмирĕ) тата «с нимъ мнози Татарове, и Булгарская сила, и Мордва, взяша Новградъ Нижний и пожгоша весь, монастыри и святыя церкви все те огневи предаша, а люди старыа и сущаа младенци иссекоша, а молодиа въ полонъ поведоша». Çакнашкаллинех тутар çарĕ Городецра, Курмăшра, Сăр çинчи ялсенче те тăвать. Паллах, çак харçăна пăлхарсене ирĕксĕр илсе кайнă.

1409 çулта Чулман Атăл çине новгород çынни Анфил алхассене вăрă-хурах ĕçĕпе пынă, вĕсене çукотин тата пăлхар кнеçĕсем çĕмĕрсе тăкаççĕ. Юлашки хут пăлхар? çукотин кнеçĕсене вырăс çул çырăвĕсенче 1411 çулхи кăрлач уйăхĕнче асăннă. Вĕсем хăйсен текĕрçисемпе Лысково патĕнчи çапăçура Суздаль-новгород кнеçĕ Данила Борисович енче Мускава хирĕç вăрçнă. Икĕ кĕрешекенĕ те нумай çухату тӳснĕ.

XIV ĕмĕр вĕçĕнче — XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Пăлхар халăхĕшĕн асаплă тапхăр пулнă. Едиrейĕн тата унăн еткерçисен Мангит Юрчĕ (1420 çулчен) тухăçра, кăнтăрта Пăлхар çĕрĕн сулахай тата сылтăм çыранĕнчи пайĕсемпе чикĕленнĕ. Мангитсем çар ушкăнĕсем, куçса çӳренĕ чух çӳркунне- кĕр кунĕсенче Пăлхар çĕрне çывăх пырса, пĕрмаях пăлхарсен ял-хулине аркатнă, халăха пĕтернĕ. Майĕпен Пăлхар çĕрĕн Атăлăн сулахай çыранĕнчи Чулман Атăлăн анат юхăмĕн пĕтĕм кăнтăр çĕрĕ, Атăлăн сылтăм çыранĕнчи — хальхи Красновидово (Атăл çинче) — Вăта Биябаш — Чутеево-Кошелей (Комсомольское), Сăр çинче — Парăш слободинчен кăнтăралла, тискер уй (пушуй) — мангитсен (XV ĕмĕртен вĕсене ногайсем теççĕ) куçса çӳренĕ вырăнĕ — пулса тăрать.

Вара Мускав аслă кнеçĕ Василий II

«посылал ратью на Булгары Волъжкые князя едора Давыдовича Пестрого, онъ же шед взя их, всю землю их плени».

Çапăçусем пирки çырман. Хăш çулçырăвĕсенче çапла кăтартнă:

«Пестрои ходил Блъгар воевати, да и взял».

Пăлхар çĕрĕнче пурлăх çаратма та çук, çынна тыткăна илме те çук пулнă.

100 çул хушши тустару тапхăрĕнче Пăлхар çĕрĕнче 32 хулапа 2000 яхăн пурăнан вырăна (ял) пĕтернĕ. Сыхланса юлнă пăлхар-чăвашсемпе пăлхар-тутарсем Анат Шурă Атăл енне, Нухай тăрăхне, Хусан çумне Хусан лешъенне (Чăваш тăрăхĕ), Хусантан хĕвел тухăçалла Чулман Атăла çитичченех, Алат, Галиц тата Ар тăрăхĕ тата Çурçĕр Удмуртири Чепца юханшыв çинчи (кунта — Пăлхар çĕрĕн сулахай çыран пайĕнчен), çаплах Чăваш енĕн Вăта тата Çурçĕр пайĕн çĕрĕсене (кунта — хальхи Пенза, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Тутарстанăн кăнтăр-анăç пайĕнчен, Чăваш республикин кăнтăр-тухăç пайĕнчен, сулахай çыранĕнчен — Чулман Атăл леш енчен, Çукаттин, Керменчӳк, Пăлхар çĕрĕсенчен, Самар облаçĕн территоринчен, каярах Хусан çумĕнчен) территоринче пурăннă. XVI ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче — XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче ирттернĕ халăх-ял çыравĕсем тата урăх хутсем тăрăх çак паллă: Атăлăн сулахай çыранĕнче 200 яхăн чăваш ялĕ, Чăваш Ен территоринче — çаплах 200 яхăн амăш ялĕсем пулнă. 32 çунтарса ишĕлтернĕ хула вырăнĕнче Хусан (1370 çултанпа) тата Ватă-СуварШупашкар (XIII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен) çеç пулнă.

Пăлхар-тутар тата пăлхар-чăваш халăхне (В. Д. Дмитриев шутланипе — 4/5 халăх шутне) вĕлерсе пĕтернĕ. «Казанский летописец» автăрĕ çырнипе, Хусан çумĕнче тата Хусан лешъенче «чухăн пăлхарсем» пуçтарăннă. Мĕнпур элитине пурĕне тенĕ пекех пĕтернĕ.

Халĕ пур шухăш йĕрĕпе, хăшпĕр историксем Пăлхар çĕрне вырăс çарĕсем тустарни тĕрĕсĕх мар шутланать.

Новгород шыв аскăнчăкĕсем Тури Атăлçипе çурçĕр-тухăçри шыв çумĕнчи хуласене хытă тустарнă, Пăлхар çĕрĕн Чулман Атăл хулисене тĕкĕнмен, унта вĕсене пăлхарсем чарнă, çапса çĕмĕрнĕ.

Ылтăн Урта аркансан, Хусана Махмутекăн тутар урти куçсан Атăлçи Пăлхар территоринче Хусан ханлăхĕ йĕркеленет.

Историксем халиччен те XVI ĕмĕрĕн варринче хăйне палăртман хусан тыткăнĕнче чылай вăхăт тертленнĕ вятка хĕсмет çулçыравçин «Хусан çулçыравĕн» («Казанский летописец») кăтартăвĕсене тĕпчемеççĕ. Пăлхар, Çукатин тата Керменчӳке XIV ĕмĕрĕн вĕçĕнче çулçыравçи кăтартать: Пăлхар çĕрне ылтăн урта ханĕсемпе ханăчĕсем

«по суху войско своё посылаше»

, вырăс кнеçĕсем

«Волгою посылаше в лодиях, а з другую сторону, созади, мангиты силныя стужаху, их же беша качевныя на великой реке, на Яике, иеже течет во Хвалимское (Каçпи тинĕсĕ — В. Д.) море… От тех же мангит до конца запусте…»

«И вселишася в Большой Орде (Мăн Уртана кĕнĕ Пăлхар çĕрĕнче, Мăн Уртан пĕтĕм территоринчи пекех. — В. Д.) нагаи и мангиты, из-за Яика пришедшие, иже и доныне в тех улусах качюют».

(Ногайсем XVII ĕмĕр варричченех Пăлхар çĕрĕнче куçса çӳренĕ). Çӳлерех çак çулçыравçиех Хусан çывăхĕнче

«наведе из-за Камы реки язык (халăх. — В. Д.) люд и поган (кунта ногайсем. — В. Д.) булгарскую чернь со князи их и со старейшинами»,

çапла çулçыравçи мангитсем пăлхар халăхне кнеçĕсемпе турханĕсемпе пĕрлех Хусан çумне тата Хусан лешьенне — Хусан облаçне хăваласа яраççĕ.

«И приложих Казани царь ([хусан ханĕ. — В. Д.) булгарския грады — обладаются царем казанским. То бо бе преже земля булгарець малых за Камою, промеж великая реки Волги и Белыя Воложки до Великия Орды Нагайския. А большия булгары на Дунае. Ту же был на Каме старый град, именем Брягов булгарьский, ныне же градище пусто…».

«Хусан çулçыравçи» Пăлхар çĕрне тустарса пушанса юлнине кăтартать, мангитсем çак хура ĕçе вĕçлеççĕ.

Пăлхарсем пирки юлашки хут вырăс çулçырăвĕсенче 1431 çулта асăннă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]