Алмуш
Алмуш (ку ята хальхи вăхăтра, çавăн пекех, урăхла та транскрипцилеме тата асăнма пултараççĕ) — Атăлçи Пăлхарăн чи паллă патши.
Ытти вариантсем[2]: Алмас, Эл-Алмуш, Алмушин, Аль-Хасан. Кунсăр пуçне тата вăл, ислам йышăннă хыççăн, Джагфар ибн Абдуллах (чăв. Çаххар ипăн Аптулла)[çăлкуç кирлĕ]) е Джагфар бен Абдулла пулса тăнине шута илмелле.
Ахмед Ибн Фадланăн Мешхедри алçырăвĕче ят ак çапла çырăннă[2]:
Анчах та, çав алçырурах, урăхларах çырăннисем те пур.
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Р.Г.Фахрутдинов хăйĕн «Очерки по истории Волжской Булгарии» кĕнекинче çапла çырать: «Имя первого официального правителя Волжской Болгарии, по сообщениям Ибн-Русте и Ибн-Фадлана (позднее по "Худуд ал-аламу" и ал-Бакри), было Алмас».
Малтанласа Алмас та, ашшĕпе пичĕшĕ пекех, авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă. Çавăнпа вăл чăваш халăх асĕнче ырăпа юлнă. Каярахпа вăл пĕтĕм чăваш-пăлхар йăхĕсене пĕрлештерсе çирĕп патшалăх тăвассишĕн тăрăшать. Ку ĕçе тума ăна пĕр турăллă ĕненӳ (тĕн) кирлĕ пулнă. Чылай шутланă хыççăн Алмас ислам тĕнне суйласа илет. Мĕншĕнĕ çапла пулмалла: арапсем, пăлхар-чăвашсем пекех, пĕрмаях хасарсемпе вăрçнă, вара Алмас арапсемпе тусланма тытăнать, вĕсенчен пулăшу пулать тесе шутлать. Вăл Пахтат халифĕ Джавар аль-Мухтадир патне Абдаллах ибн-Башту ятлă е тата Хазарин текен çын урлă çыру ярать. Çырăвĕ халиф патне 921 çулта çитет. 922 çулта Аламас патне Багдадран халифăн элчисем килеççĕ. Элчĕсене Джавар аль-Мухтадир евнухĕ Сусан ар-Раси ертсе пынă. Кунтах халиф патĕнче хĕсметре тăракан çыруçи Ахмед ибн-Фадлан (тулли ячĕ Ахмед ибн-Фадлан ибн-аль-Аббас Ибн-Рашид ибн-Хаммад) историк те пулнă. Вăл Атăлçи Пăлхар çинчен нумай çырнисем хăварнă. Халиф элчисем Пăлхар хулине Вăтам Ази караван çулĕпе каяççĕ, Нишапур, Мерв хулисем урлă тухаççĕ, Амударья шывне Чарджоу патĕнче каçаççĕ те Бухарана çитеççĕ. Унта каннă хыççăн Арал тинĕсĕн кăнтăр енĕпе окуссем патне çитеççĕ. Окуссен патшин — Этрекĕн хĕрĕ — Алмасăн арăмĕ пулнă.
Çакăнта каннă хыççăн халиф элчисем Ейĕк шывĕ урлă каçса Сăвар хулине çитеççĕ, кунтан вара Пăлхара инçе мар. Атăлçи Пăлхарта Багдад халифĕн элчисене мĕнле кĕтсе илнине, хăналанине В.Ф.Смолин тĕпчевçĕ 1921 çулта Хусанта пичетленсе тухнă "Чăвашсен тĕп аслашшĕсем" кĕнекинче питĕ кăсăкла çырса кăтартать. Кун пирки вырăссен паллă арабисчĕ А.П.Ковалевский "Книга Ахмеда ибн-Фадлана" тĕпчевĕнче çырать.
Алмас мăсăльман тĕнне йышăнать те хăйне арабла Джавар ибн-Абдаллах (Джавар, Абдаллах ывăлĕ) тесе чĕнме хушать. Хăйĕн вилнĕ ашшĕн ятне те, Шилкка вырăнне Абдаллах ят хурать.
Ахмед ибн-Фадлан пырса кайнă хыççăн Алмас-Джавар нумаях пурăнайман. Вăл 925 çулта çĕре кĕрет. Мĕн пирки вилни паллă мар. Алмас-Джаварăн икĕ ывăлĕ кайран умлă-хыçлă патшара ларни паллă. Ашшĕ вилнĕ хыççăн Атăлçи Пăлхар астулне Хасан-Казан ывăлĕ йышăнать. 930 çулта унăн шăллĕ Микаил Ялкау-Бăлтавар патшана ларнă. 943 çулта вăл вилнĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Аçтахар Плотников: Алмас-и, Алмуш-и?.. — Чăваш халăх сайчĕ пĕлтерни.
- ^ 1 тата 2 Смирнова О. И. К ИМЕНИ АЛМЫША, СЫНА ШИЛКИ, ЦАРЯ БУЛГАР // АКАДЕМИЯ НАУК СССР ОРДЕНА ТРУДОВОГО КРАСНОГО ЗНАМЕНИ ИНСТИТУТ ВОСТОКОВЕДЕНИЯ ТЮРКОЛОГИЧЕСКИМ СБОРНИК 1977. ИЗДАТЕЛЬСТВО «НАУКА» ГЛАВНАЯ РЕДАКЦИЯ ВОСТОЧНОЙ ЛИТЕРАТУРЫ МОСКВА 1981
Атăлçи Пăлхар тытăмçисем |
|
---|---|
Атăлçи Пăлхар |
|
---|---|
Истори |
Атăлçи Пăлхар ислам йышăнни • Владимир Святославович аслă кнеçĕн пăлхар харçи (985) • Монгол-пăлхар çапăçăвĕ (1223 е 1224) • Монголсен хĕвеланăç харçи • Монголсем Атăлçи Пăлхара ярса илни • Пӳлере хӳптĕрлени • Ылтăнту çапăçăвĕ • Ылтăн Уртан Пăлхар Улусĕ • Кашан кнеçлĕхĕ • Вырăс кнеçĕсен пăлхар харçи (1376) |
Тытăмçăсем |
|
Географи | |
Пурăнан халăх | |
Экономика |