Пенза кĕперни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Пенза кĕперни — 1796—1797 тата 1801—1928 çулсенче Раççей империн, РСФСР тата ССРП пулнă администрациллĕ-территориллĕ виçи. Кĕперне хули — Пенза.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççейĕн администрациллĕ пайланăвĕ (анăç пайĕ) 1917 çулта.

Кĕперне лаптăкĕ — 34 129,1 çухрăм² (38 840 км²). Анăç енче — Тамбов, кăнтăр енче — Сарăту, тухăç енче — Чĕмпĕр, çурçĕр енче — Чулхула кĕпернисемпе чикĕ тытнă. 1926 çулта кĕперне çĕрĕн таптăкĕ 46 266 км² пулнă[1].

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1780 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче II Кĕтерне реформипе Пенза енлĕхĕне йĕркеленĕ, унта унчен Хусан кĕпернине кĕнĕ Пенза провинцине, çаплах Воронеж кĕпернине кĕнĕ Шацк тата Тамбов провинцисен пайĕсене кĕртнĕ.

1796 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Пенза енлĕхне Пенза кĕпернине куçарнă, унта салатнă Сарăту кĕпернин пайĕ те кĕнĕ.

1797 çулхи пушăн 5-мĕшĕнче Пенза кĕпернине пăрахăçланă та уесĕсене Сарăту, Тамбов, Чулхула тата Чĕмпĕр кĕпернисене валеçнĕ.

1801 çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче Пенза кĕпернине 10 уес касса парса тепĕр хут туса хунă.

Пенза кĕпернине 1891—1892 çулсенчи выçлăх вăхăтĕнче питĕ йывăр килнĕ.

1928 çулхи çăвăн 14-мĕшĕнче ПĔТК тата РСФСР Совхалкомĕн Йышăнăвĕпе Пенза кĕпернине пĕтернĕ, унăн çĕрĕсем Вăтам Атăл облаçне кĕнĕ[2][3].

Кĕперне пуçлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Генерал-кĕпернеттĕрсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Х. Я. А. Титул, чин, хисеп Ĕç вырăнĕнчи вăхăт
Воронцов Роман Илларионович граф, генерал-аншеф
31.12.1780—1781
Мещерский Платон Степанович кнеç, генерал-аншеф
1782—1783
Ребиндер Иван Михайлович генерал-поручик
1783—01.03.1792
Каховский Михаил Васильевич граф, генерал-аншеф
1792—1796
Вяземский Андрей Иванович кнеç, генерал-поручик
1796—1797

Енлĕх пуçлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Х. Я. А. Титул, чин, хисеп Ĕç вырăнĕнчи вăхăт
Ступишин Иван Алексеевич генерал-поручик
21.04.1780—13.03.1796
Гедеонов Михаил Яковлевич чăн патшалăх канашçи
13.03.1796—12.12.1796

Кĕпернеттĕрсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Х. Я. А. Титул, чин, хисеп Ĕç вырăнчи вăхăт
Гедеонов Михаил Яковлевич чăн патшалăх канашçи
12.12.1796—15.03.1797
1797 çулхи пушăн 5-мĕшĕнче Пенза кепернине пăрахăçланă. Тепĕр хут 1801 çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче туса хунă.
Вигель Филипп Лаврентьевич вăрттăн канашçи
05.09.1801—30.03.1809
Крыжановский Александр Фёдорович чăн патшалăх канашçи
06.04.1809—18.02.1811
Голицын Григорий Сергеевич кнеç, вăрттăн канашçи
18.02.1811—14.06.1816
Сперанский Михаил Михайлович вăрттăн канашçи
30.08.1816—22.03.1819
Лубяновский Фёдор Петрович чăн патшалăх канашçи (вăрттăн канашçи)
22.03.1819—12.02.1831
Панчулидзев Александр Алексеевич патшалăх канашçи (вăрттăн канашçи)
12.02.1831—14.08.1859
Толстой Егор Петрович граф, Свита Его Величества, генерал-майор (генерал-лейтенант)
31.08.1859—06.08.1861
Купреянов Яков Александрович чăн патшалăх канашçи, (16.11.1862 çирĕплетнĕ), (вăрттăн канашçи)
06.08.1861—28.12.1862
Александровский Василий Павлович чăн патшалăх канашçи (21.06.1863 çирĕплетнĕ), (вăрттăн канашçи)
28.12.1862—03.07.1867
Селиверстов Николай Дмитриевич генерал-майор
03.07.1867—15.03.1872
Татищев Александр Александрович вăрттăн канашçи
05.05.1872—01.01.1887
Волков Аполлон Николаевич вăрттăн канашçи
05.02.1887—21.12.1889
Горяйнов Алексей Алексеевич генерал-майор
02.01.1890—08.06.1895
Святополк-Мирский Пётр Дмитриевич кнеç, генерал-майор
11.06.1895—30.12.1897
Адлерберг Александр Васильевич граф, камергер, патшалăх канашçи (чăн патшалăх канашçи) (10.05.1899 çирĕплетнĕ)
03.01.1898—13.06.1903
Хвостов Сергей Алексеевич чăн патшалăх канашçи
04.07.1903—01.06.1906
Александровский Сергей Васильевич генерал-майор
01.06.1906—25.01.1907
Кошко Иван Францевич чăн патшалăх канашçи
10.02.1907—10.10.1910
Лилиенфельд-Тоаль Анатолий Павлович чăн патшалăх канашçи
02.11.1910—29.11.1914
Евреинов Александр Александрович чăн патшалăх канашçи
29.11.1914—29.04.1917

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • В. М. Терехин, «Археологические изыскания и раскопки» — «Пензенский сборник», вып. 1.
  • «Материалы для географии и статистики России» (Сталь, «Пензенская губерния»);
  • Памятные и справочные книжки Пензенской губернии. 1864, 1889, 1892—97 гг.;
  • «Сборник Пензенского губ. стат. комитета» (3 вып., 1893—1896);
  • К. Р. Евграфов, «25-летняя деятельность Пензенского земства, 1865—89»;
  • И. Кузьмин, «Пензенская губерния»;
  • А. Ф. Селиванов, «Буртасы»;
  • А. Ф. Селиванов, «Биографии пензяков»;
  • Справочная книжка Пензенской губернии на 1901 год.
  • Списки населённых мест Пензенской губернии 1869, JPG

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Пенза кĕпернин пуçлăхĕсем (1796-1797, 1801-1917)