Улатимĕр кĕпĕрни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Улати́мĕр кĕпĕрни Раççей империн тата РСФСР-н 1796—1929 çулсенчи администрациллĕ-территориллĕ виçи. Кĕпĕрне хули — Улатимĕр.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Улатимĕр кĕпĕрни 1821 çулта

Улатимĕр кĕпĕрни çурçĕр енче Ярославль тата Кострома, тухăç енчен — Чулхула, анăç енчен — Мускав тата Тĕвер, кăнтăр енчен — Тамбов тата Кисан кĕпернисемпе чикĕ тытнă.

1918 çулчен кĕпĕрне 40 339 çухрăм² (45 910 км²), Стрельбицкин шутлавĕпе - 42 930,5 çухрăм², çав шутра кӳлĕсем патĕнче 99 çухрăма² яхăн. 1926 çулта кĕпернен лаптăкĕ 33 023 км² çитнĕ. Хĕвел тухăçĕнчен хĕвел анăçнелле чи нумай тăсăлăвĕ 325 çухрăм (347 километр), анлăшĕ çурçĕртен кăнтăралла 240 çухрăм (256 километр).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Администрациллĕ пайлану[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Vlad gub.png
Улатимĕр кĕпĕрнин админстрациллĕ пайĕсем, 1803-1918 çç.

Йĕркеленĕ саманта 1796 çулта кĕпернере 10 уес пулнă: Улатимĕр, Вязники, Гороховец, Меленки, Мурăм, Переславль, Пукрав, Суздаль, Шуя, Юрий.

1803 çулта тепĕр 3 уеса йĕркеленĕ: Александров, Ковров тата Судогода.

Çакăн пек администрациллĕ пайлану 1918 çулчен тытăнса тăнă. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче кĕпĕрне йышне 13 уес кĕнĕ, вĕсем 222 вулăсран тытăнса тăнă.

Уес Уес хули Лаптăк,
çухрăм²
Халăх йышĕ[1]
(1897), çын
1 Александров Александров (6 810 чел.) 2 886,8 100 371
2 Улатимĕр Улатимĕр (28 479 чел.) 2 402,5 160 996
3 Вязники Вязники (8 862 çын) 3 309,6 86 352
4 Гороховец Гороховец (2 297 çын) 3 817,7 92 240
5 Ковров Ковров (14 571 çын) 3 427,5 109 861
6 Меленки Меленки (8 909 çын) 4 617,8 142 304
7 Мурăм Мурăм (13 271 çын) 2 229,8 122 383
8 Переславль Переславль-Залесский (10 639 çын) 3 178,7 87 337
9 Пукрав Пукрав (2 785 çын) 4 142,2 158 229
10 Судогода Судогда (3 182 çын) 5 099,9 96 798
11 Суздаль Суздаль (6 412 çын) 2 513,1 107 708
12 Шуя Шуя (19 583 çын) 2 565,2 158 483
13 Юрий Поляк Юри (5 759 çын) 2 641,0 92 629

1918 çулта Шуя уесе çĕнĕ Иваново-Вознесени кĕпĕрнине куçарнă. 1920 çулта Кольчуга районне йĕркеленĕ (4 çул хушши пулнă). 1921 çулта Пукрав уесне пĕтьерсе унăн вырăнне Киржач уесне уса хунă. Тепĕр 3 çултан Гороховец, Киржач тата Суздаль уесĕсене йĕркеленĕ. 1925 çулта Поляк Юрий уесне Иваново-Вознесени кĕпĕрнине панă. Тепĕр çултан Меленкипе Судогода уесĕсене пăрахăçланă, вĕсен территоринче Гуç уесне туса хунă.

Çапла 1926 çулта Улатимĕр кĕпĕрнине 7 уес кĕнĕ:

Уес Уес хули Лаптăк,
км²
Халăх йышĕ[2]
(1926), чел.
1 Александров Александров 4 365 184 850
2 Улатимĕр Улатимĕр 6 717 325 693
3 Вязники Вязники 5 337 151 628
4 Гусь Гусь-Хрустальный 4 064 110 029
5 Ковров Ковров 3 272 120 524
6 Мурăм Мурăм 6 370 332 257
7 Переславль Переславль-Залесский 2 898 96 159

1929 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче Улатимĕр кĕпĕрнине тата унăн мĕнпур уесне пăрахăçланă, весен çĕрĕсене Иваново Промăçлă тата Чулхула облаçĕсем хушшинче пайланă.

Пурăнан вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче кĕпĕрнере 15 хула, 1 посад (Гавриловский посад) тата 8 227 ытти пурăнан вырăн шутланнă. Чи пысăк хуласем: Иваново-Вознесенск (54 208 çын), Улатимĕр (28 479 çын) тата Шуя (19 583 çын)[1].

Пурăнан халăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1886 çулта кĕпĕрнере 1 416 750 яхăн çын пурăннă. 1897 çулти халăх çыравĕпе кĕпернере 1 515 691 çын пурăннă[1] (690 312 арçынпа 825 379 хĕрарăм), вĕсенчен хулара 190 618 çын. Пĕтĕм Раççейри 1926 çулти халăх çыравĕпе кĕпĕрнере 1 321 140 çын шутланнă[2], вĕсенчен хула çынни - 263 942.

Наци йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1897 çулти наци йышĕ[3]

Александр II çирĕплетнĕ кĕперне гербĕ (1856)
Уес вырăссем
Мĕнпур кĕперне 99,7 %
Александров 99,6 %
Улатимĕр 98,7 %
Вязники 99,9 %
Гороховец 99,9 %
Ковров 99,8 %
Меленки 99,9 %
Мурăм 99,7 %
Переславль 99,9 %
Пукрав 99,7 %
Судогда 99,9 %
Суздаль 99,9 %
Шуя 99,6 %
Юрий 99,8 %

Дворян ăрачĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Изединовсем, Каблуковсем, Калакутскисем, Калачовсем, Карякинсем, Касаговсем.

Кĕпĕрнаттăрсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Рунич Павел Степанович 6.01.1797- 1802
  2. Долгоруков Иван Михайлович .02.1802-23.03.1812
  3. Супонев Авдей Николаевич 23.03.1812- 1817
  4. Юрлов Иван Иванович 1.02.1817-25.05.1820
  5. Кавелин Дмитрий Александрович 25.05.1820-1821
  6. Апраксин Пётр Иванович 15.06.1821-29.07.1827
  7. Курута Иван Эммануилович 12.08.1827-27.11.1832
  8. Ланской Сергей Степанович 27.11.1832-31.12.1834
  9. Паскевич Степан Федорович 13.01.1835-23.04.1836
  10. Курута Иван Эммануилович 23.04.1836-12.07.1842
  11. Донауров Петр Михайлович 14.07.1842- 8.04.1851
  12. Зарин Владимир Иванович 29.06.1851-28.02.1852
  13. Синельников Николай Петрович 28.02.1852- 9.12.1852
  14. Анненков Владимир Егорович 9.12.1852-14.06.1856
  15. Тиличеев Егор Сергеевич 15.06.1856-18.09.1861
  16. Самсонов Александр Петрович 18.10.1861- 1.01.1865
  17. Шахотин Платон Александрович 8.10.1865- 4.03.1866 (в.ĕ. 1.01.1865- 8.10.1865)
  18. Струков Владимир Николаевич 8.03.1866-12.12.1875
  19. Судиенко Иосиф Михайлович 30.08.1876- 5.12.1892 (в.ĕ. 2.01.1876-30.08.1876)
  20. Теренин Михаил Николаевич 22.01.1893-30.05.1898
  21. Цеймерн Николай Максимович 3.06.1898-16.10.1901
  22. Клингенберг Николай Михайлович 19.10.1901- 1.07.1902
  23. Леонтьев Иван Михайлович 6.07.1902-25.07.1906
  24. Сазонов Иван Николаевич 29.07.1906- 5.06.1914
  25. Крейтон Владимир Николаевич 9.06.1914- 3.03.1917

Промăçлăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чукун çул транспорчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шыв транспорчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Символика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕн[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Улатимĕр кĕпĕрнин уесĕсем