Контент патне куҫ

Таллин

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Таллинн ҫинчен куҫарнӑ)

Таллин (эст. Tallinn, 1219—1917 çулсенче ним. Reval, вырăс. Ревель, Колывань) — Эстони тĕп хули. Пысăк тинĕс порчĕ.

Таллин Çурçĕр Европăпа, Балтика тинĕсĕн çурçĕр-тухăç хĕрринче, Хельсинки хулинчен 80 çухрăмра вырнаçнă. Хула ĕçмелли шывне пысăк кӳллинчен — Юлемисте —(лапăкĕ 9,6 çм²) илет. Харку кӳлли— пĕчĕкрех (лаптăкĕ 1,6 çм²). Пĕчĕк шыв хула тулашĕнче юхать. Хула урлă известняк сăмсахĕ туртăнать. Чи çуллĕ вырăнĕ тинĕ шайĕнчен 64 метр çӳллĕшĕнче, Нымме патĕнче, кăнтăр-анăçра пулать. Çыран хĕрри вăрăммăшĕ 46 çухрăм: кунта 3 пысăк çурутравсем: Копли, Пальяссааре и Какумяэ.

1219 çулта хулана Дани патши Вальдемар II (Waldemar II), эстсене хирĕç вăрçăна тухса ярса илнĕ. Ун хыççăн нимĕçсем, скандинавсем ăна Реваль (эст. «Рявала» — Эстонин çурçĕр енĕ), вырăссем — Ревель тенĕ. 1227 çулта Таллин рыцарь-меченосецсен аллине лекнĕ. 1238 - 1346 çулсенче Дани шутĕнче пулнă. 1347 çулта Таллин тата юнашар серсене Ливон орденне сутса янă. XV ĕмĕр пуçламăшĕнче — XVI ĕмĕрĕн варриччен — авалхи Таллин хулин ылтăн ĕмĕрĕ пулнă: хула Ганза ушкăнне кĕнĕ, Балтика тинĕс тăрăхĕнче питĕ сумлă ятлă шутланнă. 1561—1710 çулсенче Швеци шутĕнче. 1710 çулта хулана Раççейре пулнă. 1918 çулта Таллин ирĕклĕ Эстонин тĕп хули. 1940 - 1990 çулсенче Таллин — Эстони Совет Социализмлă Республикăн (ЭССР) тĕп хули. 1990 çултанпа ирĕклĕ Эстони патшалăхĕн тĕп хули. 1993 çулта хулана 8 района пайланă: Кесклинн (тĕп), Кристийне, Ласнамяэ, Мустамяэ, Нымме (1940 çулчен уйрăм хула), Пирита, Пыхья-Таллин тата Хааберсти. 1997 çулта Таллинăн историллĕ пайĕ — Ватă хула — ЮНЕСКО кăнарĕн шучĕсене кĕртнĕ.

2006, çĕртме халăх йышĕ 400 пинĕ çына çитнĕ. Хулара икĕ пысăк халăх ушкăнĕ: эстонла калаçакансем — 55 % яхăн; вырăсла калаçакансем — 45 % яхăн. Хăшĕсем финн, акăлчан тата нимĕç чĕлхисене пĕлеççĕ.

Фотопухмач

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Тарай — Таллинри (Эстони) чăваш мусăк ушкăнĕ.