Карамышка
Сала
|
Карамышка — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи Сторожовка муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче вырнаҫнӑ сала.
Ят
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял юнашар вырнаҫакан Карамыш юханшывӗн ятӗнчен хӑйӑн ятне илнӗ. Тӗрӗк чӗлхисенчен ку "кара" - хура, "маш" - тӑвакан, юлашкинчен "хуралтаракан" пӗлтерет[2].
Тавралӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район центрӗнчен 16 ҫухрӑм анӑҫалла тӳрӗ ҫулпа, облаҫ центрӗнчен 46 ҫухрӑм вырнаҫнӑ. Ял пӗр ятлӑ юханшывӑн икӗ хӗрринче лартнӑ. Сала урлӑ P208 регион автотрасси ларать, унта рейслӗ автобуссем каяҫҫӗ. Пурӑнан вырӑнтан кӑнтӑрпа анӑҫра нефть уҫнӑ ҫӑлкуҫӗсем, ҫурҫӗрте "Егорьевский" вӑрманӗ вырнаҫнӑ.
Кунҫул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1763 ҫулта пӗрремӗш хут Кильдишева Евдокия Семёнова кнеҫӗн хуҫалӑхӗ пек асӑннӑ. Юлашки улпут Беклемишев Михаил Николаевич, паллӑ Карамышка паркне тунӑ. Совет тапхӑрӗнче "Большевик", "Чапаев ячӗллӗ" тата "Ефимов-Саратовец ячӗллӗ" колхозсем ӗҫленӗ[3][4].
1886 ҫулта статистика пӗлӗмӗсемпе, Карамышкӑра 117 ҫурт-хуҫалӑх, ӑҫта 325 арҫынпа 344 хӗрарӑм пурӑннӑ. Карамышкӑри ҫуртсем йывӑҫран тунӑ, вӗсенчен виҫҫӗмӗшӗ йывӑҫпа тимӗр витнӗ пулнӑ, ыттисем улӑмпа. Икӗ промышленоҫ ҫурчӗ пулнӑ. Чиркӳ Карамышкӑра ҫук, ялтан 7 ҫухрӑмра вырнаҫакан Карякинӑри Вознесени Чиркӗвӗ патӗнче ҫырнӑ.
1917 ҫулта раштавра, Юпа пӑлханӑвӗ хыҫҫӑн, Карамышкӑра хресченпе ӗҫлев депутатӗсен канашӗ туса хунӑ, унтан чухан комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Администтрациллӗ ентен ял Карамышка ял канашӗн центрӗ пулса тӑнӑ. 1929 ҫултан "Большевик" колхозӗ ӗҫлет, ӑҫта нумай чухан хуҫалӑхсем кӗнӗ.
1942 ҫулхи утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче, ял ҫӗрӗнче 308-мӗш перекен дивизийӗ выртса лартнӑ (унӑн астӑвӑмра 1995 ҫулта мемориал хуми уҫнӑ). Вӑрҫӑра 70 Карамышка ҫынни вилнӗ.
1964 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче пуҫламӑш шкул уҫнӑ. 1965 ҫулта Карамышкӑна "Ефимов-Саратовец ячӗллӗ" колхозӗн тӗпӗ тунӑ. 1968 ҫулта ача сачӗ уҫнӑ, кивӗ йывӑҫ кӗперӗ вырӑнне тимӗр-бетон кӗперне хурса лартнӑ. Лавкка тунӑ. 1980 ҫулта ялӑн тӗп урамӗсенче асфальт тунӑ, икӗ ҫултан медицина вырӑнӗ уҫнӑ, 1984 ҫулта ҫурт-хуҫалӑхсен газификацийӗ вӗҫленӗ тата ҫӗнӗ "Комсомол" урамӗ тунӑ.
Халӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ | |
---|---|
2002[5] | 2010[1] |
446 | ↘420 |
Ӳкерчӗк галерейӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ялти курӑмсем
-
Шкул
-
Почта
-
Акушер фельдшер вырӑнӗ
-
Этеплӗх ял ҫурчӗ
-
Ача сачӗ
- Ялти паллӑ вырӑнсем
-
Ирӗкленекен салтаксен палӑкӗ
-
Шкула вӗҫленӗ вӗренекенсен аллейӗ
-
Палӑк патӗнчи аллей
-
Шкул патӗнчи лаптӑк
Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Всероссийская перепись населения 2010 года. Численность и размещение населения Саратовской области. çăлкуçран архивланă 6 Утӑ уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 6 Утӑ уйӑхӗн 2014.
- ^ Козинец С.Б. Сарӑту облаҫӗн топонимиллӗ сӑмахсарӗ. — Сарӑту: "Саратовский справочник", 2015. — ISBN 978-5-91879-282-7
- ^ И. Козловский Карамышка – село в Татищевском районе (2016).
- ^ Жеребных А.С. Карамышка. Описание.
- ^ Коряков Ю. Б. Этно-языковой состав населённых пунктов России. — 2016.2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Коряков Ю.Б. База данных «Этно-языковой состав населённых пунктов России».
- Козинец С.Б. Сарӑту облаҫӗн топонимиллӗ сӑмахсарӗ. — Сарӑту: "Саратовский справочник", 2015. — ISBN 978-5-91879-282-7
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Численность и размещение населения Саратовской области. Статистический сборник. 2012 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
Татищево районӗнчи пурӑнан вырӑнсем |
|||
---|---|---|---|
Агарёвка • Беседка • Бурловино • Вязовка • Гартовка • Глядковка • Губарёвка • Докторовка • Елшанка • Зеленкино • Идолга • Ильиновка • Каменский • Карамышка • Карякино • Козий Лоб • Кологривовка (сала) • Кологривовка (станци) • Кологривовка вӑрманлӑхӗ • Коминтерн • Константиновка • Корсаковка • Кривопавловка • Кувыка • Куликовка • Курдюм (сала) • Курдюм (станци) • Македоновка • Мӑн Ивановка • Мӑн Каменка • Мӑн Фёдоровка • Мизино-Лапшиновка • Нееловка • Никольский • Новополье • Новоскатовка • Октябрьский Городок • Первомайская • Петров • Полчаниновка • Поляков • Полянское • Садовый • Слепцовка • Сокур • Сторожёвка • Ҫӗнӗ Тёпловка • Çырла Уçланки • Тимирязевский • Труд • Федуловка • Хлебновка • Ченыкаевка • Шевырёвка • Широкое • Шлыковка |