Контент патне куҫ

Сарăту облаçĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Сарӑту облаҫӗ ҫинчен куҫарнӑ)

Сарăту облаçĕ

выр. Саратовская область
 

Сарăту облаçĕн ялавĕ Сарăту облаçĕн гербĕ
Тĕп хули Сарăту
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

32

101 240 км²
кăштах кăна

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

20

2 404 944 osy çын патнелле (2023)
23,75 osy çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Атăлçи федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Атăлçи экономика районĕ
Регион номерĕ 64
Патшалăх чĕлхисем вырăсkf
Пуçлăх Бусаргин Роман Викторович
Министрсен кабинечĕн председателĕ
Облаç думин председателĕ Исаев Михаил Александрович
Гимн Сарăту облаçĕн гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ Самар вăхăчĕ

Сарăту облаçĕ (выр. Саратовская Область) — Раççей Федерацин Европа пайĕн кăнтăр-тухăçĕнче, Анат Атăлçин çурçĕрĕнче вырнаçнă федераци субъекчĕ. Лаптăкĕ 100,2 пин тв.çм. Çĕрĕсем анăçран тухăмалла çити 575 çухрăм, çурçĕртен кăнтăра — 330 çухрăм сарăлса выртаççĕ. Атӑлҫи Федераци тӑрӑхӗнче йышне кӗртет.

Облаçе 1936 çулхи раштав, 5 Сарăту Енне улăштарса туса хунă.

Сарăту облаçĕ Раççей Федерацин Евроăри кăнтăр-тухăç çĕрĕнче, Анат Атăлçин çурçĕрĕнче, вырнаçнă. Анăçран тухăçалла 575 çм, çурçĕртен кăнтăралла — 330 çм территори.

Чикĕ вăрăммăшĕ 3500 çухрăмран чылай. Хĕвелтухăçĕнче Казахстанпа, кăнтăрта — Волгоград облаçĕпе, хĕвеланăçĕнче Воронежпа Тамбов облаçĕсемпе, çурçĕрте- Пенза, Самар, Чĕмпĕр тата Ăренпур çĕрĕсемпе юнашар. Сарăту çĕрĕсем витĕр мăн Атăл юхать. вăл облаçе иккĕне пайлать: Сулахай çыран ен тата Сылтăм çыран ен.

1780 çулта Сарăту енпуçлăхне тăххăр уесе (Сарăту, Хвалынь, Воль, Кузнец, Сердоб, Аткар, Петĕр, Балашов тата Камышин) пуçтарса йĕркеленĕ, 1797 çулта вăл — Сарăту кĕперни пулса тăрать, 1934 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнчеСарăту Енне куçарнă, 1936 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче — облаç шайне çитернĕ. Хальхи чикĕсене 1957 çулта çирĕплетнĕ.

Облаçри влаç

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2005 çулхи пуш, 3 Сарăту облаç думи кĕпернеттĕр ĕç вырăнне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе Балаково АЭС-ĕн директорне Павел Ипатова лартнă. Ӗçе вăл официаллă 2005 çулхи ака, 3 кĕнĕ.

Маларах Сарăту облаçĕн кĕпернеттĕр ĕç вырăнне йышăннисем:

Облаç думин ертӳçи — Валерий Радаев (Пĕрлĕ Раççей, 2007 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче суйланă).

Сарăту облаçĕнчен Федераци Канашĕн пайташĕ — Сергей Шувалов (малтан облаç думин ертӳçи, 2005 çулхи , ака, 5). Маларах çак ĕç вырăнĕнче Рамазан Абдулатипов (2000 çулхи раштав, 192005 çулхи ака) пулнă.

Çут çанталăк пурлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Облаç гидроэнергопотенциалне Сарăту ГЭСĕ çулсерен вăтамран 5,4 млрд кВт·с электроэнерги тупăçлать.

Ял хуçалăхра уйрăмах ахаль тата кăнтăрти хура тăпраллă, анлă саралнă каштан тăприллĕ çĕрсем хаклă шутланаççĕ.

Облаç тĕплĕнех тенĕ пекех шывпа тулăх, Атăлпа чылай юханшывсăр пуçне çăлкуçсемпе çĕрай минерал шывĕ нумай.

Усăллă çĕрай управĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Облаçре тупса тĕпченĕ 40 ытла пĕчĕк нефть тата газ (Степновское тата Урицкое уйрăмах калăплă) çĕрай управĕсем, ытти нумай пуян пуласлăхлă районсене тишкермен. Шыраса тĕпченĕ Озинкское пысăк çунăк сланец çĕрай управĕ, паха цемент чĕр таварĕ, фосфорит, çурт-йĕр тăвас, балласт тата кантăк хăйăрĕ, çурт-йĕр тумалли тăм тата чул управĕ нумай.

Климат облаçре вăтам континентлă: типĕ вăрăм çу, Сулахайçырĕнче 30 °C температурăллă кун чылай, сивĕ хĕлсем, нӳрĕклĕ кунсем уйăхне 12—15, тĕтреллисем уйăхне 4—10 кун, уйăхра 4 — 10 кун çил-тăвăл вĕçтерет. Çуркунне кĕске иртет. Пуш уйăхĕнче те çилсем вĕркеççĕ, çул çине юр тултарать – вăтамран уйăхра 5—7 кун. Пуш уйăхĕнче тĕтреллĕ кунсем, вăтамран, 5—9 кун. Кĕркунне пĕрпек çанталăк килмест. Тăнăç юр витĕмĕ çĕре çурçĕр районĕсенче чӳкĕн 25-мĕшĕ тĕлне, вар тата кăнтăр районĕсенче — чӳкĕн 29-мĕшĕ — раштавăн 8-мĕшĕсенче хупăрлать.

Облаçре 2 млн 625,7 пин çын (2005) пурăнать.

Халăх-çын тăвăрлăхĕ: 26,2 çын/тв.çм. 2006 çулхи хыпарпа облаç халăх йышĕ 2608,3 пин çын (2625,7 — 2005). Хула халăхĕ ытларах: 73,7 %, ялти халăх 26,3 % çеç.

Халăх Йышĕ 2002 çулта, пин

(* 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.)

Вырăссем 2293,1 (85,9 %)
Казахсем 78,3 (2,9 %)
Украинсем 67,3 (2,5 %)
Тутарсем 57,6 (2,2 %)
Эрменсем 25,0
Мордвасем 16,5
Азербайджансем 16,4
Чăвашсем 16,0
Белоруссем 12,7
Нимĕçсем 12,1
Чеченсем 8,5
Лезгинсем 5,3
Пушкăртсем 4,0
Çармăссем 4,0
Молдавансем 3,8
Еврейсем 3,4
Чикансем 2,7
Корейсем 2,5
2500 çын ытла йышлă халăха кăтартнă

Украин ялĕсем Сарăту облаçĕн çĕрĕнче XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çирĕпленеççĕ. В. Даль çырнипе Сарăту кĕпернин виççĕмĕш пайне украинсем йышăннă пулнă.

Çаплах пурăну вырăнĕсен виççĕмĕш пайне украинсем никĕслесе ят панă, тĕслĕхрен, район тĕпĕсем: Калининск хули (малтан - Баланда), Хĕрлĕ Кут хули, хеп Екатериновка, пос.Дергачи, чиркӳллĕ ялсем Самойловка, Романовка, урăх нумай пурăну вырăнĕсем. Сарăту облаçĕнче тăвар промăçласси Кĕçĕн Раççей хетьмăнлăхĕн Полтавăпа Харьков çĕрĕсенчен куçса килнĕ чумаксем аталантарса янă, вĕсемех çĕнĕ вырăнсенче, çав шутра Пукрав слободи (кайран Покровск хули, халĕ Атăлăн сулахай çыранĕнчи Сарăтăва хирĕç Энгельс хули), пурнăç никĕсне хунă.

1989 çулхи çыравпа облаçре 100 пинрен кăшт ытларах украин çынни пурăннă. 2002 çулта вара — 67,3 пин кăна. Çакă вара украинсем вырăссемпе хутăшса кайса хăйсен украинлăхне çухатнине кăтартать. Украинсем Польшăра, Словакире тата Канадара çеç вырăссемпе хутăшса каймаççĕ.

Хальхи самантра Фёдоровпа Самойлов районĕсенче украинсем халĕ те нумайрахăш шутланасçĕ. Сарăту облаçĕн 30% халăхăн украин кăк хушамачĕсем.

Тутарсем пĕрçуммăн Сарӑту облаҫӗн Пасарлӑ Карабулак, Дергачи, Ершов, Петровск, Сарӑту 10 тутар, 19 хутăш ялĕсенче пурăнаççĕ. Тутар гимназийĕ (Сарӑтура, 1992), тутар ача-пăча сачĕ (Сарăту). Тутарсен наци-культура автономийĕ (1997 çултанпа), Тутар культура центрĕ, Атăлçи ислам центрĕ «Дава», культура-çутĕç пĕрлĕхĕ «Ислам йыхравĕ», облаçри тутар-пушкăрт культура-çутĕç пĕрлĕхĕ «Идель» ĕçлет. «Мăсăльман хыпарçи» (Сарăту), телекăларăм «Аллаху акбар» тухаççĕ. Пултарулăх ансамблĕ (Сафаровка, Дергачи районĕ) пур.

Пушкăртсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пушкӑрт ялĕсем Сарăту çĕрĕнче XVIII ĕмĕртенпе пулни паллă. Вĕсем Камелик юханшыв айлăмĕнче вырнаçнă, çаванпа та кунти пушкăртсене камелик пушкăрчĕсем теççĕ. Çак пурăну вырăнĕсем каярах Самар кĕпернин Куçапай вулăсне кĕреççĕ. Халĕ самар пушкăрчĕсем ытларах Перелюба тата Пугачев районĕсенче пурăнаççĕ. Сарăту пушкăрчĕсен мăн асаттисем, самар пушкăрчĕсем пекех, Пушкăртăстанăн кăнтăр-тухăçĕнчен куçса килнĕ. Тăван чĕлхи — пушкăрт чĕлхи.

Чӑвашсем Сарӑту ҫӗрӗнче XVIII ӗмӗртен пурӑнаҫҫӗ. Сарӑту облаҫӗнче икӗ чӑваш ялӗ пур: Ĕшнеуй тата Шурту, вӗсем Пасарлӑ Карапулак районӗнче вырнаҫнӑ.

Администрациллӗ пайлани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Сарăту облаçĕн районĕсем

Облаç 38 района пайланать, вĕсенчен 20 - Сылтăм çыран енче, 18 — Сулахай çыран енче. Облаçре 1805 ял, посёлок, 18 хула (2005), 4 хула тӑрӑхӗсем[1][2]. 2020 ҫулта Сарӑту облаҫӗнче ҫӗнӗ Администрацилӗ пайлани йышӑннӑ. Киввӗ Сарăту районĕ Сарăту хулипе ҫӗнӗ Гагарин администрациллĕ районӗ хушшинче пайланӑ.

Хула тӑрӑхӗсем тата районсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула тӑрӑхӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пурăнан вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сарăту облаçĕнчи музейсем: Сарăту облаçĕн тăван ен тĕпчев музейĕ, Сарăту А. Н. Радищев ячĕллĕ ӳнер музейĕ, Н.Г. Чернышевский музей-пӳрчĕ, К. Федин музей-пӳрчĕ, Балашов, Вольск, Петровск, Хвалынск, Энгельс тăван ен тĕпчев музейĕсем, Пугачёври В. И. Чапаев астăвăм музей-пӳрчĕ[8].

Облаçри театрсем: Балаков драма Е.А. Лебедев ячĕллĕ театрĕ, Балашов драма театрĕ, Вольск драма театрĕ, Сарăту академи драма И. А. Слонов ячĕллĕ театрĕ, Сарăту академи оперăпа балет театрĕ, Сарату академи çамрăк куравçă театрĕ, Пукане театрĕ «Теремок», Сарăту муниципаллă çĕнĕ драма театрĕ «Версия», Сарăту муниципаллă драма театрĕ «АТХ», Сарăту облаç оперетта театрĕ, Сарăту пластика драма театрĕ, Сарăту вырăс камит театрĕ[8]

Промăçлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сарăту облаçĕ промăçлăхĕ тупăшласси Атăлçи экономика регионĕнче малта пыраканни шутланать. Облаçĕн промăçлăхĕн шутĕнче 2000 ытла пысăк тата вăтам йĕркеленӳлĕх. Кунта троллейбуссем (Тролза), чукун çул техникине (Энгельс транспорт машинăтавакан завочĕ) чĕртекен çуртасем, тĕп-тĕрĕс приборсем, холодильниксем тата морозильниксем, шĕвек çунăк япала тата нефтехими япалисене (Сарăту НТЗ хăвачĕ 10 млн т. нефть/çул, «Сарăтунефтеоргсинтез»), минерал имçамĕ, пăхăр прокачĕ, çурт-йĕр кантăкĕ, цемент кăлараççĕ.

Промăçлăх структуринче чи нумай пайли — хăват-çунăк япала комплексĕ (45,5 %), çаплах машинăтăваслăх (19,1 %), хими тата нефтехими (15,6 %), апат-çимĕç (9,2 %) промăçлăхĕ палăрать.

Облаçре пысăк электростанцисемБалаково АЭСĕ тата Сарăту ГЭСĕ — электрохăват тупăшлаççĕ, вĕсен суммă хăвачĕ 4000 МВт тата 1360 МВт. Çак электростанцисем Атăлçи регионĕн чĕрĕк пайне тата Раççейĕн 3 % электрохăватне тăваççĕ. Унсăр пуçне, хăватçăсен хулинче Балаковăра ТЭЦ-4 (465 МВт, 1532 Гкал/сех), Сарăтура ТЭЦ-5 (440 МВт, 1260 Гкал/сех), ТЭЦ-2 (296 МВт, 1077 ГКал/сех), ГРЭС (54 МВт, 506 Гкал/сех) тата ТЭЦ-1 (22 МВт, 255 Гкал/сех), Энгельсре ТЭЦ-3 (202 МВт, 844 Гкал/сех) хăват парать.

Облаçре тĕрлĕ тĕслĕ транспорт ĕçлет. Автомобиль çулĕсен тăсăлăвĕ — 9940 км, хытă витĕмли — 9540 км (çав шутра 741 км федерации шайĕнчи автотрасса) (2000). Транспорт инфраструктуринче паллă вырăн чукун çул йышăнать, унăн пайне 90 % ытла япала- тата 40 % яхăн пассажир турттаракан транспорт.

Облаç территорипе пыракан чукун çул тăсăлăвĕ 2326 çм. Вĕсенчен чылайăшĕ Атăлçи чукун çулĕн (Сарăту уйрăмĕ) тата пĕчĕкреххи, облаçĕн анăçĕнчи Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ (Ртищево уйрăмĕ).

Облаçре ансăр чукун çул пур — Красноармейски керамика завочĕн ансăр чукун çулĕ. Юханшыв транспорчĕ аталаннă, Сарăту хули Атăл çинчи пысăк порт шутланать.

Атăл урлă каçма виççĕ автомобиль кĕперĕ ( Сарăту, Балаково тата Сарăтуран çурçĕрелле, виççĕмĕшĕ çăмăл тата маршрут хула транспорче валли çеç).

Çар объекчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Закон «Об административно-территориальном устройстве Саратовской области».
  2. ^ 1 тата 2 Реестр административно-территориального деления Саратовской области 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. // Постановление Правительства Саратовской области от 29 октября 2015 года N 545-П «Об утверждении реестра административно-территориального деления Саратовской области» (с изменениями на 5 августа 2016 года)
  3. ^ (ХАТЙ, хупнӑ администрациллӗ-территориллĕ йӗркеленӳ, вырӑсла ЗАТО, закрытое административно-территориальное образование)
  4. ^ вырӑсла Шиханы
  5. ^ Администраци центрĕ — Сарăту (районта кĕрмест) хулинче вырнаçнă
  6. ^ Администраци центрĕ — Степное хепĕнче вырнаçнă
  7. ^ Администраци центрĕ — Горный хепĕнче вырнаçнă
  8. ^ 1 тата 2 Большая Cоветская Энциклопедия. Гл. ред. А. М. Прохоров, 3-е изд. Т. 22. Ремень — Сафи. 1975. 628 стр., илл.; 37 л. илл. и карт.
  9. ^ (ХАТЙ, хупнӑ администрациллӗ территориаллӑ йӗркеленӳ, вырӑсла ЗАТО, закрытое административно-территориальное образование)