Хайпăç районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хайпăç муниципаллă районĕ(тут. Кайбыч муниципаль районы, Qaybıç munitsipal' rayonı) Тутарстан Республикин анăç енче вырнаçнă муниципаллă район.

Район центрĕ — Мăн Хайпăç чиркӳ ялĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район Чăваш Республикипе, Апас, Тури Услон тата Ешĕл Айлăм муниципаллă районсемпе чикĕ тытать. Район территоринче Кĕтне, Сĕвепе Берля шывсем юхаççĕ. Районăн тухăç енче — СĕвеЧĕмпĕр чукун çул (Куланга чарăну) пырать.

Района 1991 çулта, Апас районĕнчен уйăрса йĕркеленĕ.

Район территорин лаптăкĕ — 995,4 км².

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1920 çулчен район çĕрĕсем Сĕве тата Теччĕ уесĕсене кĕнĕ пулнă, 1920-1927 çулсенче Сĕве кантонне кĕртнĕ. 1927 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Ульяново районне (центрĕ — Ульянково ч. ялĕ) кĕртнĕ, 1927 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче район тĕпне Пысăк Кайпаçине куçарнă та район ячĕ Кайпаçи районĕ пулса танă. 1956 çулхи çăвăн 17-мĕшĕнче Подберезинский района пĕтернипе унăн территорине Кайпăç районĕ çумне хушнă. 1963 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче Кайпăç районне пăрахăçланă, унăн çĕрĕсене Пăва районне панă. 1991 çулхи акан 19-мĕшĕнче Кайпăç районне каллех туса хунă[1].

Пурăнан халăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта 17 ял тăрăхĕ, 56 пурăнан вырăн. Халăх йышĕ — 14 866 çын (2010).

Наци йышĕ: тутарсем 67,7% , вырăссем 26,2% , чăвашсем 5,3%.

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районти промăçлăх:

  • GQ «Хайпăç вăрхуçĕ»;
  • УАО «Хайпăç пулхуçĕ»;
  • УАО «Хайпăçагрохимсервис»;
  • Хайпăç райповĕ;
  • Куланга сĕт-çу савучĕ (УАО «Вамин Татарстан» филиалĕ);
  • УАО «Куланга çăкăр предприятие».


Пысăк ял хуçалăх йĕркелĕвĕсем:

Районра «Кайбыч Таңнары» хаçат тутарла тата вырăсла («Кайбицкие зори») тухать.

Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районăн тухăç пайĕнче «СĕвеЧĕмпĕр» чукун çулпа (Куланга чарăну) Р-241 автоçул пур.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]