Тӳркĕтеслĕхсен меслечĕ
Курӑнакан калӑплав
Тӳркĕтеслĕхсен меслечĕ — пĕр улшăнавçăллă функцие хисепле интегралламалли меслетсенчен пĕри, вăл интеграл палли айĕнчи функцие, элементарлă кашни татăкрах, нуль капашлă полиномпа, урăхла каласан, константтăпа, улăштарнине пĕлтерет. Интеграл палли айĕнчи функцин графикне пăхса тухсан, ку меслет график айĕнчи лаптăка виçесĕр мар шутлă тӳркĕтеслĕхсен лаптăкĕсене суммăласа çывхартса тупнине пĕлтерет. Тÿркĕтеслĕхсен сарлакăшĕ интеграллав тĕввисен сарлакăшĕпе, вăрăмăшĕ (çӳллĕшĕ) вара функцин çав интераллав тĕввисенчи пĕлтерĕшĕсемпе палăрăнать. Тĕллĕхĕн алгебрăлла речĕ (шайĕ) кунта 0. (Вăта тÿркĕтеслĕхсен формулишĕн 1).
Енчен татăк элементарлă пулсан тата малалла вакланмасан, интеграл пĕлтерĕшне çак формулăсемпе тупаççĕ
- Сулахай тÿркĕтеслĕхсен формулипе:
- Сылтăм тÿркĕтеслĕхсен формулипе:
- Вăта тÿркĕтеслĕхсен формулипе (кунта «вăта» тенине сиктерсе хăварма та юрать):
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Интегралла шутлав |
|
---|---|
Тĕпри | |
Риман интегралне пĕтĕмлетни | |
Интегралла улшу | |
Хисепле интеграллав | |
Виçе теорийĕ | |
Çыхăннă темăсем | |
Интегралсен йышĕсем |