Николаев Андриян Григорьевич
Андриян Григорьевич Николаев | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Шаблон:Карточка/тăван ят | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Патшалăх: | ССРП | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Специальнăç: | пилот, карап командирĕ | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çарти хисеп: |
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Экспедицисем: |
Восток-3 Союз-9 | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | 5 авăн 1929 | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вырăн: | Шуршăл, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
3 утă 2004 | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, РФ | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Автограф: | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Чысланисем: |
Ют патшалăхсен:
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Медиафайлы на Викиампар |
Андрия́н Григо́рьевич Никола́ев (1929 çулхи авăнăн 5-мĕшĕ, Шуршăл, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР — утă, 3 2004, Шупашкар, Раççей Федерацийĕ) — совет 3-мĕш космонавчĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ, авиаци генерал-майорĕ, чăваш.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан Карелире «Южкареллес» трестра вăрман каснă. 1950 çулта çар хĕсметне кайнă. 1951 çулта Фрунзери çар авиаци летчикĕсен училищинче вĕренме пуçланă. 1954 çулта училище хыççăн Мускав çывăхĕнчи авиаци пайĕсенче хĕсметре тăнă. 1960 çулта совет космонавчĕсен ушкăнне чĕнсе илнĕ. «Восток» ятлă карапсем çинче вĕçев ĕçĕсене вĕреннĕ.
1961 çулхи çурла уйăхĕнче Г. С. Титов «Восток-2» космос карапĕ çинче вĕçнĕ чухне унăн дублёрĕ пулнă.
1962 çулхи авăнăн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» космос карапĕ çинче хăйĕн пĕрремĕш космос вĕçевне тухнă. Тĕнчере пĕрремĕш ушкăнлă космос карапĕсен («Восток-3» и «Восток-4») вĕçевне хутшăннă. Космосра 3 талăк та 22 сехет те 22 минут ирттернĕ. Ун хыççăн пулас вĕçевсене хатĕрленет, 1963-1968 çулсенче космонавтсен ушкăнĕн командирĕ. Ĕçленĕ чухнех 1968 çулта Çар-вĕçевçĕ инженерсен Н. Е. Жуковский ячĕллĕ академинчен вĕренсе тухнă. 1968 - 1974 çулсенче - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕн çумĕ. Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ.
1969 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Николаева тепĕр икĕ космонавтпа — В.В. Терешковăпа тата Г.Т. Береговойпа Кремльте автомобильпе пынă чухне Совет Çарĕн çар çынĕ — Виктор Ильин — ССКП ТК Тĕп секретарĕ Л.И. Брежнев вырăнне йышăнса — пăшалран пенĕ. Николаева пуля çурăмран сĕртĕнсе кайнă, çапах та вăл вилĕмле суранланнă шоферăн рульне ярса илнĕ те автомобиле чарнă.
1969 çулхи чӳк уйăхĕнче Союз-8 карапăн дубль экипажĕн командирĕ пулнă. 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1 - 19-мĕшĕсенче Союз-9 карап экипажĕн командирĕ пулса Виталий Севостьянов борт-инженерпа пĕрле вăл вăхăтри чи вӑрах космос вĕçевне ирттернĕ. Çĕр çине ансан космонавтсем хăйсене питĕ начар туйнă, урисемпе утайми пулнă. Çак амаклăха медицина литературинче «Николаев эффекчĕ» теме йышăннă. Вĕçевĕ 17 талăк та 16 сехет те 58 минут та 55 секунд пынă. Пĕтĕмпе космосра - икĕ хут хăпарса -21 талăк та 15 сехет те 20 минут та 55 секунд . В 1974 çултанпа - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.
РСФСР Аслă Канашлăвĕн 6 - 11 чĕнĕвĕсен депутачĕ. 1990 - 1993 çулсенче РСФСР халăх депутачĕ.
Чăваш Ен президенчĕн Н.В. Фёдоровăн йышăнăвĕпе мăнаçлăн тăван енӗнче — Шуршăл ялĕн çăви ҫине пытарнă, çакăнпа хĕрĕ — Елена Майорова — килĕшмен, вăл ашшĕн виллине Çăлтăр хулине куçарасшăн пулнă.
Çемье
[тӳрлет | кодне тӳрлет]8 çул хушши Валентина Терешкова — тĕнчери пĕрремĕш космонавт-хĕрарăмпа мăшăрлă пурăннă (Нумай хутчен совет прессинче çырса кăтартнă «Космос туйĕ»).
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 2 хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- 2 хутчен Ленин орденĕ,
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ,
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ,
- медальсем.
- К. Э. Циолковский ячĕллĕ ылтăн медаль,
«Космос» медалĕ,
- де Лаво тата Ю. А. Гагарин ячĕллĕ ылтăн медалĕ
- ПХР Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ
- ДВР Ĕç Паттăрĕ
- МХР Паттăрĕ
- Георгий Димитров орденĕ,
- Кирилл тата Мефодий (Пăлхари) орденĕ,
- Бриллиантсемпе I степеньлĕ Ялав (Хункăри),
- Сухэ-Батор (Монголи) орденĕ,
- II класри орден (Индонези),
- Нил шӳлкеми (Икĕпат) орденĕ.
- Даниэль ттаа Флоренс Гуггенхеймсен премийĕ.
- Тĕнчери астронавтика академин хисеплĕ пайташĕ.
- ССРП патшалăх премин лауреачĕ (1981).
- Калуга, Смулен, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск (Раççей), Караганда (Казахстан), Дархан (Монголи), София, Петрич, Стара-Загора, Варна, Плевен (Болгари), Карлови-Вари (Чехи), Буира (Алжир) хулисен хисеплĕ гражданинĕ.
- Николаев кратерĕ (Уйăх).
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Уйăхăн тепĕр енчи кратерӗ
- Инза (Чĕмпĕр обл.) хулинчи урам
- 10-мĕш шкул Шупашкар
- Кокшакассинчи вăтам шкул (Çĕрпӳ районĕ).
- Космонавт Николаев А.Г. урамĕ (Шупашкар)
- ача-пăча паркĕ (Шупашкар)
- Урам Красноярск
- Кану паркĕ (Элĕк)
- Аэропорт (Шупашкар)
Почтă марккисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Николаева халалланă почтă марккисене тĕрлĕ çĕр-шывсенче пичетленĕ:
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- А.Г.Николаев "Космос без границ", Мускав, 1979.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Николаев Андриян Григорьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Биография на сайте Люди
- Электронная выставка «Андриян Николаев: Путь к звёздам» 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Умер третий космонавт Андриян Николаев 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шоршелы и А. Г. Николаев
- Стихотворение Андрияну Николаеву летчику-космонавту посвящается (автор Елена Светлая, г. Чебоксары)
- Андриян Григорьевич Николаев – космонавт 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Стихотворение про А. Г. Николаева «Чувашский космонавт»
- Андриян Николаев пуҫлӑхсем патне ҫеҫ Герой ҫӑлтӑрӗпе кӗнӗ
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
ССРП космонавт-вĕçевçисем |
|
---|---|
1961: Гагарин, Г. Титов • 1962: Николаев, Попович • 1963: Быковский, Терешкова • 1964: Егоров, Комаров, Феоктистов • 1965: Беляев, Леонов • 1968: Береговой • 1969: В. Волков, Волынов, Горбатко, Елисеев, Кубасов, Филипченко, Хрунов, Шаталов, Шонин • 1970: Севастьянов • 1971: Рукавишников, Добровольский, Пацаев • 1973: Климук, Лазарев, Лебедев, Макаров • 1974: Артюхин, Дёмин, Сарафанов • 1975: Гречко, Губарев • 1976: Аксёнов, Жолобов, Зудов, Рождественский • 1977: Глазков, Ковалёнок, Рюмин • 1978: Джанибеков, Иванченков, Ю. Романенко • 1979: Ляхов • 1980: Кизим, Малышев, Попов, Стрекалов • 1981: Савиных • 1982: Березовой, Савицкая, Серебров • 1983: Александров, В. Титов • 1984: Атьков, Волк, В. Соловьёв • 1985: Васютин, А. Волков • 1987: Викторенко, Лавейкин Левченко • 1988: Манаров, А. Соловьёв • 1989: Крикалёв, Поляков • 1990: Баландин, Манаков • 1991: Арцебарский, Аубакиров, Афанасьев | |
Çав. пекех: Раççей Федерацин космонавт-вĕçевçисем |
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- СССР çар вĕçевçисем
- Авиаци генерал-майорĕсем (СССР)
- Авн 5-мĕшĕнче çуралнисем
- 1929 çулта çуралнисем
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралнисем
- Утӑ уйӑхӗн 3-мĕшĕнче вилнисем
- 2004 çулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «:СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыв хĕсметĕнче тăнăшăн 3 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- «Çапăçури пĕртуслăха çирĕплетнĕшĕн» медальпе чысланисем (СССР)
- «Хĕсметре тӳрĕлле тăнашăн» 1 степеньлĕ медальпе чысланисем
- «Хĕсметре тӳрĕлле тăнашăн» 2 степеньлĕ медальпе чысланисем
- «Хĕсметре тӳрĕлле тăнашăн» 3 степеньлĕ медальпе чысланисем
- Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕсем
- СССР вĕçевçĕ-комонавчĕсем
- СССР патшалăх парнин лауреачĕсем
- СССР тава тивĕçлĕ спорт ăстисем
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Шупашкарăн хисеплĕ гражданинĕсем
- Сухэ-Батор орденĕн кавалерĕсем
- Георгий Димитров орденĕн кавалерĕсем
- «Милитарилле Японие çĕнтерни 30 çул» (Монголи) медальпе чысланисем
- «Халхин-Голра Çĕнтерни 30 çул» медальпе чысланисем
- Нил орденĕн Мăн хăйăвĕн кавалерĕсем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- ССРП космонавт-вĕçевçисем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Космонавтсемпе астронавтсем
- Раççей Федераци Аслă Канашĕн пайташĕсем (1990—1993)
- Икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Пăлхари орденĕсен кавалерĕсем
- «Нил шӳлкеми» орденĕн кавалерĕсем
- Карагандан хисеплĕ гражданĕсем
- Смуленăн хисеплĕ гражданĕсем
- Уйăх çинчи кратера чысласа ята тивĕçтернĕ çынсем
- Марккăсем çинчи пайăр çынсем
- Чаваш Енĕн спортсменĕсем
- Петрозаводскăн хисеплĕ гражданĕсем
- Полоцк хулин хисеплĕ гражданĕсем
- Ржевăн чыслă гражданĕсем
- Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Шупашкарăн хисеплĕ гражданĕсем
- Чăвашран тухнă генералсем
- Патшалăх ĕçченĕсем