Анат Кама
Анат Кама | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Тутарстан |
Никĕсленĕ: | 1961 |
Хула, çултан: | 1966 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 225,4 (2003) |
Хула лаптăкĕ: | 61,0 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 55° 35' ç.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 51° 54' х.т.д. |
Анат Кама, — Раççейри хула. Тутарстанăн Анат Кама районĕн администрацие кунта вырнаçнă. Хула Чулман Атăлăн сулахай çыранĕ хĕрринче ларать. Хусантан 237 çухрăмра вырнаçнă. Хула лаптăкĕ 61,0 км2.
Халăх йышĕ, хула тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2003 çулта хулара 225,4 пин çын пурăннă. Вĕсен хушшинче тутарсем 46, 5%, вырăссем 46,1%, чăвашсем 3,0%, украинсем 1,0%, пушкăртсем 1,0% шутланнă.
Анат Камăра 8 пин чăваш пурăнать[1].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулана 1961 çулта ку вырăнта нефтехими комбинатне никĕсленĕ вăхăтра йĕркеленме пуçланă. 1966 çулчен Анат Кама посёлокĕ пулнă, кайран вара хула шутне кĕртнĕ.
Çутĕç, этеплĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анат Камăра Хусанти технологи университечĕн филиалĕ, Политехника техникумĕ, нефтехими колледжĕ тата Тутарстанăн пĕрремĕш чăваш гимназийĕ[1] пур. Медицина, педагогика тата юрă-кĕвĕ училищисем вырнаçнă.
Хулара çавăн пекех «Нижнекамск — нефтехими хули» музей пур, «Тамаша» халăх театрĕ тата «Шăнкăрав» ансамбль ĕçлет[1].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 Алексей Павлов. Помогают чувашской диаспоре // Республика. — 29 января 2003 г.. — № 4 (417).
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Анат Кама хула администрациĕн сайчĕ 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.