Контент патне куҫ

Мордва Республики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мордва Республики
Республика Мордовия  

Мордва Республикин ялавĕ Мордва Республикин гербĕ
Тĕп хули Саранск
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

72

26 200 км²
кăштах кăна

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

62

888 766 çын патнелле (2002)
33,9 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Атăлçи федераллă округĕ
Экономика регионĕ Атăл-Вятка районĕ
Регион номерĕ 13, 113
Патшалăх чĕлхисем вырăс, ирçĕ, мăкшă
Пуҫлӑх Здунов Артем Алексеевич
Министрсен кабинечӗн председателӗ
Гимн Мордва Республикин гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0300

Мордва Республики е Мордови (мăкшӑ Мордовия Республиксь, ирçе Мордовия Республикась, выр. Республика Мордовия), — Раççей Федерацийĕн субъекчӗ, Атăл федераци тăрăхĕ, Атӑл-Вятка экономика районӗ кӗрекен республика. Тĕп хулиСаранск. Республикӑра виҫӗ патшалӑх чӗлхисем пур: ирçĕпе мăкшă чĕлхисем, вырăс чĕлхи.

1930 ҫулхи нарăсăн 10 Мордови автономи облаҫне ирҫӗсемпе мӑкшӑсемшӗн йӗркеленӗ, 1934 ҫулхи раштавăн 20 Мордови АССР ятне панӑ, 1990 ҫултанпа вара Мордови Республики ятлӑ.

Мордва Республики Чулхула, Чӗмпӗр, Пенза, Рязань облаçĕсемпе тата Чăваш Енпе чикӗленет.

Административлă пайĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Культура, çутĕç

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшывсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мордва Республикинче 114 юханшыв юхать. Пысăккисем:

Халăх йышĕ — 840 400 çын (2008)(856 800 çын 2006) (866 600 — 2005). Йышлăхĕ — 32,2 çын/çм² (2008)(32,7 çын/çм² 2006), хулара пурăнакансем —59,8 % (2008)(59,2 % 2006) (58,9 % — 2005).

Наци шучĕпе

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăх Йышĕ, 2002 çулта, пин
Вырăссем 540 717 (60,8 %)
Мордвасем 283 861 (31,9 %)
Тутарсем 46 261 (5,2 %)
Украинсем 4 801 (0,5 %)
Урăххисем 13 126 (1,5 %)

Мордвасем, — экзоэтноним, çак палăртупа Мордва Республикинче пурăнакан халăхсене кăтартаççĕ. Тĕрĕссипе, республикăра пурăнакан халăх мăкшăсем ирçесем çине пайланать.

Кашни йышĕн хăйĕн чĕлхи пур, хăйĕн йăли-йĕрки тата ытти уйрăмлăхĕсем. Вĕсем хушшинче тата икĕ пĕчĕк юшкăн пур. Ку терюхансем тата каратайсем. Пĕрремĕшсем XIX ĕмĕртех вырăс чĕлхине вĕреннĕ хыççăн вырăссем хушшинче çухалнипе пĕрех. Теприсем Тутарстанра Атăлăн сылтăм енчи çыран хĕрринчи виçĕ ялта пурăнаççĕ, тутарла тата вырăсла калаçаççĕ.

Халăх йышĕ 1970 çулхи халăх çыравĕпе 1 263 пин çынна танлашнă. Кун чухне мăкшăпа ирçене уйăрман, пĕрле шутланă. 2002 çулхине Раççейре пурĕпе 843,4 пин мордва халăхĕ пурăннă. Мăкшасем 49,6 пин çын пулнă, ирçесем — 84,4 пин çын.