Контент патне куҫ

Пишпӳлек районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пишпӳлек районĕ
Пишпӳлек муниципаллă районĕ
Бишбүләк районы районы
Бишбүләк районы муниципаль районы
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район[1]
Кĕрет Пушкăртстан
Администраци центрĕ Пишпӳлек ч. ялĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1930
Район администрацин пуçлăхĕ Гатауллин Наиль Габдуллович
Официаллă чĕлхе вырăс
Пурăнан халăх (2017)
22 984 (0,57 %, 36-мĕш вырăн)
Йышлăх 10,77 çын/çм²
Наци йышĕ чăвашсем - 35,3%, тутарсем - 26,1 %, пушкăртсем - 22 %, вырăссем - 11,8 %
Конфесси йышĕ мăсăльмансем-суннитсем, православсем
Лаптăк 2133,90[4] çм²
Пишпӳлек районĕ Пишпӳлек муниципаллă районĕ, карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ MSK+2 (UTC+5)
Телефон кочĕ +7 34745
Почтă индексĕсем 4534ХХ
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Пишпӳлек районĕ (пушк. Бишбүләк районы, выр. Бижбулякский район) — Пушкăрт Республикин кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă районĕ. Район администрациĕ Ӗпхӳрен 230 çухрăмра вырнаçнă Пишпӳлĕк ялĕнче вырнаçнă. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Лаптăкĕ — 2134 км2.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1995 çулта районта 27.6 пин çын пурăннă. Ытларах енĕпе кунта чăвашсем, тутарсем тата пушкăртсем пурăнаççĕ. Ыти халăхсен йышĕ пĕчĕк. Пĕр км² çине вăтамран 13 çын килет.

Районта пурĕ 91 пурăнмалли вырăн. Чи пысăккисем шутне Пишпӳлĕк, Кенгер-Менеуз, Аитово кĕреççĕ.

Районти çĕр айĕнчи пурлăхсем шутне нефть, акшар, хăйăр, тăм кĕреççĕ.

Районăн çурçĕр-хĕвеланăç енче Самар-Ӗпхӳ-Челябинск чукун çул иртсе каять. Автомобиль çулĕсем района Пелепей, Туймаçи, Ӗпхӳ хулисемпе çыхăнтараççĕ.

Районта пурĕ 49 шкул пур. Вĕсенчен 18 вăтам шкул шутланаççĕ. Пĕр профессине вĕрентекен училище, 31 вулавăш, 45 культура керменĕ, 3 пульница пур. Районта çавăн пекех вырăсла, тутарла тата чăвашла тухса тăракан «Светлый путь»-«Яkты юл»-«Çутă çул» хаçат пур.

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.