Бутан (патшалăх)
Бутан патшалăхĕ (дзонг-кэ: འབྲུག་ཡུལ) итлеме ) — Гималайри патшалăх, Индипе Китай хушшинче вырнаçнă, тĕп хули — Тхимпху (Друк Юл е Друк Ценден) — «вĕриçĕлен-аçа çершывĕ».
Тупмалли |
Тавралăхĕ [тӳрлет]
Хуçалăхĕ [тӳрлет]
Истори [тӳрлет]
Археологи тĕпчев хыпарĕсем Бутан çĕрĕ вырăнĕнче çын пирĕн эрăччен 2000 çултах пурăннине пĕлтереççĕ, çыруллă çирĕплетӳсем çук пекех. Çĕршыв кун-çулĕ татăклă çеç уçă, мĕншĕн тесен 1827 çулта Бутанăн çав тапхăрти тĕп хулинчи —Пунакха — пысăк библиотека кăвайта кĕрет. Истори пулăмĕсем халь чăнлавсенче пурăнаççĕ. Будда тĕнĕ Бутанра II ĕмĕрте вăйа кĕнĕ пулас. Чăнлавсене вуласан çакă палла пулать: Тибетăн патши — Сонгцен Гампо (627—649) çĕршыв территоринче икĕ мăнастăрь (Кийчу Лакханг Парора тата Джамбей Лакханг Бумтангра) туса лартать, вĕсем халиччен те упраллă, тĕне кĕнĕ çын йĕрри вĕсем патнелле татăлмасть.
Административлă пайĕсем [тӳрлет]
Бутан тăватă тăрăхран (дзонгдай) тытăнса тăрать, дзонгай районсене пайланать.
| Бутан районĕсем (дзонг-кэг). |
|---|
| Бумтанг | Чукха | Дагана | Гаса | Хаа | Лхунтсе | Монгар | Паро | Пемагатшел | Пунакха | [[Сандруп Джонкар | Самтсе | Сарпанг | Тхимпху | Ташиганг | Ташиянгтсе | Тонгса | Тсиранг | Вангди Пходранг | Чжемганг | |
Халăхĕ [тӳрлет]
Чĕлхе [тӳрлет]
Бутанăн патшалăх чĕлхи — дзонг-кэ, Тибет чĕлхине çывăх, тибет шрифчĕпе усă кураççĕ.
Тĕн [тӳрлет]
Тибетри будда тĕнĕн Друкпа Кагью шкулĕ çĕршывăн 70% халăхне официаллă тĕн пекех, тытса тăрать. Бутанра çаплах Ньингма будда шкулĕ тата Бон тĕнĕ саралнă, ытларах çĕршывăн тухăç пайĕнче. Çĕршывăн кăнтăрĕнче индуизма (25% халăх), 5% бутансем ислама ĕненеççĕ.
Этеплĕх [тӳрлет]
Масс медиа [тӳрлет]
2006 çулчен çĕршывра пĕртен-пĕр ертӳçлĕх хаçачĕ — Kuensel — тухса тăнă. Куенсел эрнере икĕ хутчен 3 официаллă чĕлхепе: дзонг-кэ, акăлчан тата непали тухса тăрать. Хаçатăн тетел версине вулама пулать ([1]). 2006 çулхи акара патшалăх çĕршывра пĕрремĕш харпăр хаçата (Bhutan Times) пичетлеме ирĕк парать. 2008 çулхи юпа, 30 çĕршыври пĕрремĕш кашни кунхи хаçат — Bhutan Today — çутта тухать.
1973 çулта кĕске хум çинче радиокалаçăвне Бутан калаçăв хĕсметне (Bhutan Broadcasting Service) ĕçе кĕртеççĕ. Тĕп хулара FM-частотасенче итлеме пулать. Бутанра планетăра чи юлашки çĕршывра инçекурава хута яраççĕ (çак 1999 çулта тапранчĕ). Часах кабель инçекуравĕ те ĕç-пуçланчĕ, унчен бутансем харпăр видеозалсене çеç çӳренĕ пулнă.
Бутанра 15000 яхăн тетелпе усă куракан, 33729 телефон абоненчĕ (2003 çулхи официаллă хыпарсем) тата мобил çыхăну 23000 абоненчĕ.
Вуламалли [тӳрлет]
- Мишель Пессель. Путешествие в Мустанг и Бутан. Вильнюс Вага 1982.
- Правовые системы стран мира. Энциклопеди хыпар кĕнеки. А.Я. Сухарев ред.. М., НОРМА, 2003. Статья «Бутан». С. 126-128.
- Gisela Bonn. Bhutan. Kunst und Kultur in Reich der Drachen. DuMont Kunst Reiseführer. DuMont, Köln, 1988
- Aris M. Bhutan. The early History of a Himalaya Kingdom, Washington 1979
- Aris M. View of Medieval Bhutan. The diary and drawing of Samuel Davis 1783. London/Washington 1982
- Stan Armington, Bhutan. Lonely Planet travel guide.
Каçăсем [тӳрлет]
- Бутан ертӳлĕхĕн порталĕ
- Бутан-1995: очерксем
- Бутан-2002: фотоӳкерчĕксем
- Паттерсон 2006 çулта Бутанра пулни
- Бутанри çулçӳревлĕх
| Кантăр Ази патшалăхĕсем |
|---|
| Бангладеш | Бутан | Инди | Мальдивсем | Непал | Пакистан | Шри-Ланка | |
| Азири патшалăхсем |
|---|
| Азербайджан | Афганистан | Бангладеш | Бахрейн | Бруней | Бутан | Тухăçри Тимор | Вьетнам | Грузи | Египет¹ | Иордан Юханшывĕн Анăç Çыранĕ | Израиль | Инди | Индонези | Иордани | Ирак | Иран | Йемен | Казахстан² | Камбоджа | Катар | Кипр | Киргизи | Китай | КХДР | Кувейт | Лаос | Ливан | Малайзи | Мальдив | Монголи | Мьянма | Непал | ПАЭ | Оман | Пакистан | Раççей² | Сауд Аравийĕ | Газа Секторĕ | Сингапур | Сири | Таджикистан | Таиланд | Тайвань | Туркмени | Турци² | Узбекистан | Филиппин | Шри-Ланка | Кăнтăр Корей | Эрмени | Япони |
| ¹ Ытларах енĕпе Африкăра вырнаçнă ² пĕчĕк пайĕ çавăн пекех Европăра вырнаçнă |