Мьянма

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
ပ္ရည္‌ထောင္‌စုမ္ရန္‌မာနုိင္‌ငံတော္

Мьянма пĕрлĕхĕ

Мьянма ялавĕ Мьянма гербĕ
Мьянма тĕнче картти çинче
Патшалăх чĕлхисем мьянма
Тĕп хула Найпьидо
Чи пысăк хула Янгон
ГСМР председателĕ Тан Шве
Премьер-министр> Со Вин
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
40 вырăнта
678 500 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
24 вырăнта
50 519 000
75/км²
Валюта ячĕ Мьянма чачĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +6:30 пуçласа +6:30 таран
Патшалăх гимнĕ «Gba Majay Bma»
Тетел доменĕ .mm
Тел. префиксĕ +95

Мья́нма, Мьянма Пĕрлĕхĕ (1989 çултанпа — Бирма, Бирма Пĕрлĕхĕ) — Кăнтăр-Тухăç Азири патшалăх, ападной части Индокитайăн анăçĕнче вырнаçнă. Пĕр версипе, çĕршывăн ячĕ «мранма» этнонимран («мьямма» теççĕ е, калаçура, «бама») пулса тухать, вăл бирмансен хăй енлĕ ячĕ.

Тĕп хули — Найпьидо (Мандалай административлă округĕнче), Пьинман хулинчен анăçалла 3 çухрăмра вырнаçнă.

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бирмансем сино-тибет чĕлхе çемйи шутне кĕреççĕ. «Мьянма» ятпа çĕршыва тĕнче патшалăхĕсем йышăнман, меншĕн тесен çĕршывра ытти вак халăхсем пурăнаççĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мьянма анăçра Индипе (1463 çм), Бангладешпа (193 çм),çурçĕр-тухăçра — Китайпа (2185 çм), тухăçра — Лаоспа (235 çм) тата кăнтăр-тухăçра — Таиландпа (1800 çм) чикĕ тытать. Кăнтăрпа кăнтăр-анăç çыранĕсене Бенгали Моутама (Мартабан) кӳлмекĕсен, çаплах Андаман тинĕсĕн хумĕсем çапăнаççĕ. Çĕршывăн лаптăкĕ, утравсене шута хурса, 678 пин çм², çыранĕн тăсăлăвĕ — 1930 çм.

Мьянмăн чи пысăк шывĕсем: Иравади, Меконг, Салуин, Ситаун тата Чиндуин. Кӳлĕсем нумаях мар, вĕсенчен калăпăшли — Шан сăртлăхĕнчи Инле кӳлли.

Административлă пайланăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мьянма

Тĕп статьйи: Мьянма административлă пайланăвĕ

1974 çулхи Конституци тăрăх Мьянма унитарлă патшалăх шутланать. Вăл 7 округпа (тайинга) 7 штатран (пуй-не) тăрать. Округĕсемпе штачĕсем районсене (мьонэ) пайланаççĕ, мьонэсем вара хăйсем тата вакрах пайсене — хуласемпе (мьо) ял вулăсĕсене (подрайон) пайланаççĕ. Хула кварталсенчен (яквэ) тытăнать, ялсем ушкăна (чейюа) пуçтарăнаççĕ.

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

42,9 млн. çын пурăнать (2005, утă). Çак халăхсен пысăк пайĕсем пур: бирмансем — 68%, шансем — 9%, каренсем — 7%, аракансем — 4%, китайсем — 3%, индисем — 2%, монсем — 2%. Ытти вак халăхсем пĕтĕмешле халăх йышĕн 5% шутланаççĕ.

Тĕнĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья — Бирмăн будда тĕнĕ.

Мьянмăра малта буддисăм тĕнĕ шутланать. Конфесси шучĕсем çапла: буддистсем — 89%, христиансем — 4% (вĕсенчен баптистсем — 3%, католиксем — 1%), мусульмансем — 4%, анимистсем — 1%, урăххисем — 2%.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статьйине Мьянма историйĕ вулăр.

2008 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мьянма тăрăх вăйлă çил-тăвăл иртсе кайнă. Çил-тăвăл хăйенпе пĕрле вăйлă çумăр илсе килнĕ, çавăн пекех çран хĕррине икĕ метр çӳллĕш хум пырса кĕнĕ. 24 пин ытла çын вилнĕ, 41 пин çын çухалнă. Уйрăмах Ирравади юханшыв тинĕсе юхса кĕнĕ вырăнта нумай сиен кӳнĕ.

Официаллă тата официаллă мар сайтсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăсла[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Акăлчанла[тӳрлет | кодне тӳрлет]