Кипр Республики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кипр РеспубликиВăтаçĕр тинĕсĕн Кипр утравĕ çинче вырнаçнă патшалăх.

Халăхĕ[тӳрлет]

Утрава иккĕне пайланă хыççăн грек киприочĕсен чылайăшĕ кăнтăр енче, турккă киприочĕсем тата колонисчĕсем – çурçĕрте вырнаçĕнчĕç. Утрав çинчи пĕтĕм халăх шучĕ 850 пине яхăн çын, вĕсенчен 160 пинĕ – турккăсем. Татах Кипрта 17 пинĕ акăлчан, 4 пинĕ эрмен пурăнаççĕ. 1974 çулхи вăрçă иртсен 180 пине яхăн грек киприочĕсем кунтан тарнă е вĕсене утравăн кăнтăр енне хĕссе кăларса янă. 42 пине майлă турккăсем çурçĕре пурăнма куçнă. Ларнака округĕн Пила хулинче çеç ПНО администраци хӳтлĕхĕпе икĕ этнос ушкăнĕсем çума-çумăн пурăнаççĕ.

Тĕнĕсем[тӳрлет]

Кипрта чылай халăхĕ христиансем, ыттисем —ислам тĕнне тухнă. Утравăн пуян истори енĕпе кунта христиансен тĕрлĕ юхăмĕсем тымар янă. Кунта православи чиркĕвĕ тытăмĕ çирĕп, çавăн пекех эрменсен апостол чиркĕвĕ, католиксен тата маронитсен чиркĕвĕсем пур. Чиркĕве архиепископ ертсе пырать, ăна виççĕне пайланă, вĕсем пур те архиепискăпа пăхăнаççĕ. Темĕн чухлĕ кашни ялсенчи хăрамсемсĕр пуçне, Чиркӳ Кипрта 11 мăнаçтырь тытса тăрать, вĕсен шутне утравăн чылай чи тухăçлă çĕрсем кĕреççĕ. Çав çĕрсене усă курма çулталăкĕпе шăвармалли меслечĕсем пур. Татах та чиркĕве урăх пысăк пурлăхсемпе тивĕçтернĕ. Кунти православи чиркĕвĕ Кипр политика тата хуçалăх пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать.

Истори[тӳрлет]

Грексемпе турккăсен хирĕçĕвĕ

Транспорчĕ[тӳрлет]

Автоçулсене Кипрта тĕп тата пулăшлу асфальтлисем, ялçулĕсем тата хайвэй çулĕсем тесе уйăраççĕ.Çул çинче куçмалли-çӳремелли — сулахайъенлĕ. 4 тĕп çулсем утравăн кăнтăр çыранĕнче, Ларнакăран Лимасола çити, татах малалла Никосия хулине çитереççĕ.

Кипрта 2 тĕнчепе çыхăнтаракан аэропорт пур: Пафос тата Ларнака хулисенче. Тата Никосире аэропорт пур. Утравăн тĕп авиакомпанийĕ – «Сайпрус Эйрвейс».

Азири патшалăхсем
Азербайджан | Афганистан | Бангладеш | Бахрейн | Бруней | Бутан | Тухăçри Тимор | Вьетнам | Грузи | Египет¹ | Иордан Юханшывĕн Анăç Çыранĕ | Израиль | Инди | Индонези | Иордани | Ирак | Иран | Йемен | Казахстан² | Камбоджа | Катар | Кипр | Киргизи | Китай | КХДР | Кувейт | Лаос | Ливан | Малайзи | Мальдив | Монголи | Мьянма | Непал | ПАЭ | Оман | Пакистан | Раççей² | Сауд Аравийĕ | Газа Секторĕ | Сингапур | Сири | Таджикистан | Таиланд | Тайвань | Туркмени | Турци² | Узбекистан | Филиппин | Шри-Ланка | Кăнтăр Корей | Эрмени | Япони
¹ Ытларах енĕпе Африкăра вырнаçнă    ² пĕчĕк пайĕ çавăн пекех Европăра вырнаçнă