Непал

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
नेपाल अधिराज्य
Nepal Adhirajya

Непал

Непал ялавĕ Непал гербĕ
Патшалăх чĕлхисем непали
Тĕп хула Катманду
Чи пысăк хула Катманду
Патша Гьянендра Бир Бикрам Шах Дева
Сушил Койрала
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
94 вырăнта
140 800 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
40 вырăнта
27 676 547
184/км²
Валюта ячĕ Непал рупийĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +5:45 пуçласа +5:45 таран
Патшалăх гимнĕ Непал патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ .np
Тел. префиксĕ 977

Непал, — Азири патшалăх. Гемалай тăвĕсенче вырнаçнă. Тĕп тĕн шучĕнче индуизм шутланать.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Непал патшалахĕ Ази континенчĕ çинче, 26-пе 30-мĕш çурçĕр широти градусĕсен тата 80-пе 88-мĕш хĕвелтухăç долготи градусĕсен хушшинче вырнаçнă. 140 пин тăваткал метр лаптăкĕнчен 4-ăшне шалти шывсем йышăнаççĕ. Непал икĕ нумай халахлă патшалăхсем хушшинче, Индипе Китай хушшинче вырнаçнă.

Халăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Культурăпа халăх енĕнчен Непалта çĕр ытла халăхпа кастăсем пурăнаççĕ. Непал халăхĕ çитмĕл ытла терлĕ чĕлхепе тата вырăнти калаçупа калаçать. Вĕсем çав енченех аталансах пыраççĕ.

Непал халăхĕсем ытларах енĕпе тибетпа бирма тата индо-европа чĕлхе ушкăнĕсене кĕреççĕ. Халăхсем хушшинче тарса хăталнисем те, куçса килнисем те, тапăнса килекенсем те пур. Сăмахран илсен, Бахунсем 1300 çулта Непала арабсенчен кăнтар енчен тарса килнĕ. Шерпсем вара, 500 çул каялла çурçĕр енчен монголсенчен тарса килнĕ. Хăш-пĕр халăхсем, тĕслĕхрен, неварсем тата тхару, ăçтан пулса кайни паллă мар.

Чи йышлă Непал халăхĕсем:

  • Чхетри (пур халăх йышĕнчен 12, 8% йышăнаççĕ)
  • Сăртри Бахунсем (пур халăх йышĕнчен 12, 7% йышăнаççĕ)
  • Магарсем (пур халăх йышĕнчен 7, 1% йышăнаççĕ)
  • Тхару (пур халăх йышĕнчен 6, 8% йышăнаççĕ)
  • Тамангăсем (пур халăх йышĕнчен 5, 6% йышăнаççĕ, Катманду айлăмĕнче тата тĕп сăрт-тусенче пурăнаççĕ)
  • Неварсем (пур халăх йышĕнчен 5, 5% йышăнаççĕ, Катманду айлăмĕнче пурăнаççĕ)

Çавăн пекех гурунгăсене, шерпсене, лимбу тата раи халăхĕсене асăнса хăвармалла.