Алентей Григорий Тимофеевич
Григорий Алентей | |
Çуралнă вăхăт: | 1903, ака, 25 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Кĕтеснер ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1974, пуш, 4 |
Вилнĕ вырăн: | Шăхасан ялĕ, Вăрмар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи тата сăвăçĕ |
Алентей Григорий Тимофеевич (паспортри хушамачĕ Алендеев), (1903 çулхи акан 25-мĕшĕ, Çĕрпӳ уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Кĕтеснер ялĕ — 1974 çулта Шăхасан ялĕ, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçĕ, прозăçĕ. [1]
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1903 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Кĕтеснер ялĕнче çуралнă.
Хусанти педагогика курсĕсенче, Мускаври Тухăç халăхĕсен институтĕнче вĕреннĕ. Канаш хаçачĕн редакторĕн çумĕ вырăнĕнче, парти органĕсенче ĕçленĕ.
1974 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче Шăхасан ялĕнче вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А. Купринăн «Шурă пудель» (Белый пудель), Р. Джованьонин «Спартак» тата ытти хайлавсене чăвашла куçарнă.
Çаплах М. Трубина, В. Рзай, А. Эсхель, Л. Агаков, В. Урташ тата ытти çыравçăсен пултарулăхĕ çинчен литература тишкерӳçи статьясене çырнă.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеплĕ хучĕсем (1957, 1963).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Долгов-Кавалсем, В. Яшлӑх сӑн-сӑпачӗ: Григорий Тимофеевич Алендей писатель-журналист ҫинчен. В. Долгов-Кавалинский, Хыпар. — 1997. — 12 чӳк.
- Степанов, Н. Малтанхи комсомолецсем: Г. Алендейӑн «Тантӑшсем» кӗнеки ҫинчен, Н. Степанов // Коммунизм ялавӗ. — 1962. — 11 сентябрь.
- Уткин, Г. Тумхахлӑ ҫул ҫинче. Г. Уткин, Ултӑ портрет: очерксем / Г. Уткин. — Шупашкар, 2015. — Пиллӗкмӗш кӗнеке. — С. 3-12.
- Юрьев, М. Григорий Алендей: Григорий Алендей ҫинчен. М. Юрьев // Чӑваш календарӗ. — 1963. — С. 77.
- Цыфаркин, В. Пичетпе литература «лаши / В. Цыфаркин // Хыпар. — 2005. — 22 ҫӗртме.
- Алендеев Григорий Тимофеевич (Алендей), Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 22.
- Алендеев Григорий Тимофеевич (Алендей), Энциклопедия Урмарского района. — Чебоксары, 2023. — С. 39.
- Станьял, В. П. Алендей (Алендеев) Григорий Тимофеевич / В. П. Станьял, Чувашская энциклопедия, Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. С. 81.
- Ялгир, П. Алендей (Алендеев) Григорий Тимофеевич, П. Ялгир, Литературный мир Чувашии, П. Ялгир, Чебоксары, 2005. С. 11.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
«Хыпар» (1906—1907) | |
«Хыпар» (1917—1918) | |
«Канаш» (1918—1937) |
Ефимов Д. Е. (1918) • Элмен Д. С. • Лбов А. П. • Фадеев Е. М. (1920—1921) • А. Л. Лукин • Лукин Л. М. • Ют Н. Я. • Львов П. З. • Алендеев Г. Т. • Арис А. И. • Дмитриев В. Д. • Казаков Г. Н. • Ложников Ф. Т. • Титов Г. М. • Васильев А. В. • Павлов Н. П. • Иванов П. И. |
«Чӑваш коммуни» (1937—1952) | |
«Коммунизм ялавӗ» (1952—1991) |
Якимов М. Н. (1954—1974) • Семёнов Д. Ф. • Павлов Н. П. • Иванов П. И. • Семёнов Н. М. • Казанов А. П. |
«Хыпар» (1991-па) |
«Капкăн» журналăн тĕп редакторĕсем |
|
---|---|