Ахтапан
Ахтапан е Ахтапа — Тутарстанти Теччĕ районĕнчи тахçан çавăн ятлă вырăс ялĕ пулнă вырăн. Ахтапана вырăсла Кильна тенĕ[1]. Асăннă ял чăваш культуринче те пысăк вырăн йышăннă. Ял пĕтсен ун историлле çĕрĕсем хăш ялсене лекни халлĕхе уçăмлăнах паллă мар.
Тĕслĕхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тиххăн Петĕркки çапла çырнă:
Ахтапан çулĕ. Ку çулпа кайсан, Хăят çывăхрах, теççĕ, анчах пĕр чăрмав пур: Кăннана юхса тухакан Киштек çырми урлă нихăçан та кĕпер хывмаççĕ, çыранĕ чăнкă...
Ыраш пусси. Ыраш вăйлă кăçал, пĕкĕ курăнмасть. Лăнкă çилпе шыв пек хумханать. Хир тăрăх тăман евĕрлĕ ыраш шăрки вĕçет. Икĕ çухрăмран — Кĕçĕн Ур, кăшт кайсан — Аслă Ур, ун урлă каçсан — Хулаш, ырăсем пурăнакан вырăн. Хула пулнă кунта тахçан авал. Мĕн чухлĕ кирпĕч, мĕн чухлĕ чӳлмек катăкĕ! Урсенче шăмăсем нумай. Çӳллĕ вырăн. Сулахайра—Кăнна чăнкă çыранĕ, шыв тепĕр енче — Ахтапан ялĕ, инçе мар Сĕве курăнать.[2]
"Хыпар" хаçатри статьяран:
И.Я.Яковлев Тăхăрьялсене Чĕмпĕрти тĕрлĕ кантурта çĕр пирки хускалнă ыйтусене татса пама пулăшнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл пулăшнипе, çине тăнипе çак ялсем Кăнна Кушки — 1186, Рункăпа Утрат — 430 теçеттин, Ахтапан — 225, Пимĕрсел 520 теçеттин çĕр илнĕ[3].
Хальхи тăрăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кунта унччен ял пулнине паянхи кун масар çеç аса илтерет. Тĕрĕссипе масар та мар ĕнтĕ, темиçе вилтăпри çеç, мĕншĕн тесен маларахри хĕрессемпе палăксен, тĕмескесен паллисем те юлманпа пĕрех. Вырăна Чăваш Чураппанĕ е Тутар Чураппанĕ урлă (машшынпа), çавăн пекех Вырăс Киштекĕ е Кăнна Кушки урлă (çуран) çитме пулать.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Населенные пункты ТатАССР до 1941года. Больше-Тарханский район ТатАССР.
- ^ Тиххăн Петĕркки. Кушкă ачи :: Уяр аçи.
- ^ Хĕветке М. И.Яковлев тата Тăхăрьял. — Хыпар», 2006, авăн, 27
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Теччĕ районĕн пурăнан вырăнĕсем | ||
---|---|---|
Администраци центрĕ: Теччĕ хула Ялсем: Анат Таркан • Аслă Ăнă • Аслă Таркан • Ахтапан • Берлек • Ивански • Ивански • Катăш • Кашка • Кăнна Кушки • Кĕлмет • Кивьял • Кивĕ Сăмаравкка • Кушкуй • Колунец • Майски • Мăкшă Таяпи • Пăхăрçă • Пессун • Победа • Пурччав • Пухтел • Пушчă • Сӳнтĕк • Çармăс • Çĕнĕ Сăмаравкка • Çĕньял • Тарканпуç • Трудовик • Тутар Питенкĕ • Тутар Чураппанĕ • Чăваш Таяпи • Хĕрлĕ Таркан • Хупкĕпер • Чакăлтăм • Чăваш Чураппанĕ • Шанчă • Шÿккев • Ӳтемĕш • Юккел |
![]() |
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |