Кивьял (Тутарстанăн Теччĕ районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кивьял
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Тутарстан
Муниципаллă район Теччĕ
Ял тăрăхĕ Иваново
Координатсем 54°48′19″ с. ш. 48°47′01″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84373
Почтă индексĕ 422389
Автомобиль кочĕ 16, 116, 716
ОКАТО кочĕ 92 255 837 001
Кивьял (Тутарстанăн Теччĕ районĕ) (Раççей)
Точка
Кивьял (Тутарстанăн Теччĕ районĕ) (Тутарстан)
Точка

Кивьял (выр. Пролей Каша)— Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ. Ялтан район центрне çитме 15 километр, Хусана – 175, Пăвари чукун çул станцине – 60. Яла ТеччĕУльяновск маршрутлă автобуспа çитме пулать.

Географилле тăрăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял, пур енчен илсен те, çав тери юрăхлă, меллĕ, хăтлă вырăнта вырнаçнă. Çак тĕлте, Атăл çывăхĕнчи сăртсенчен, Кăнна шывĕпе унăн çÿлти юпписем пуçланса каяççĕ. Эппин, Атăлĕ те аякра мар. Теччĕ-Чĕмпĕр автоçул иртет. Çавна кура ял чечекленмелле те чечекленмелле пек. Чăннипе вара çывăхри Пухтел, Юккел ялĕсем чылай тĕреклĕрех курăнаççĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1611-мĕш çулта чăвашсем Теччĕ хулинчен 15 çухрăм кăнтăрарах çак яла никĕсленĕ [1]. Ялпа юнашар Теччĕ заска йĕрĕ иртнĕ [2]. 1618-мĕш çулхи августăн 4-мĕшĕнче, хурал çырсатухăвĕпе килĕшуллĕн, ялта 40 кил пулнине палартнă. Çынсенчен ытларахăшĕ 2 е 3 çул кунта пурăнма ĕлкĕрнĕ ку тĕлте. Таркăн ясак тÿлекен хресченсем ăçтан килни те паллă: 20 кил — Сĕве уесĕнчен, 10 кил — Çĕрпÿ уесĕнчен, 7 кил — Шупашкар уесĕнчен, 2 кил — Кăрмăш уесĕнчен, 1 кил — Кадом уесĕнчен. 1619-мĕш çулхи хурал çырсатухăвĕнче чăвашсем тата латышсем пурăнакан ял тенĕ. Ăçтан килсе лекнĕ-ха юлашкинчен асăннисем? Вăрçă-харçăсенче тыткăна лекнĕ латышсене кунта илсе килсе вырнаçтарнă теес пулать.[3]

Паллă çыннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Г. Перетяткович. Поволжье в 17 и начале 18 века. 1882 г. 2013 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Казанский край в ХVII в. 2008 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С. 196.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]