Чăваш Чураппанĕ
Ял
Чăваш Чураппанĕ
Чăваш Чураппанĕ
|
Чăваш Чураппанĕ, — Тутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чăваш Чураппанĕ Теччĕрен 45 çухрăмра вырнаçнă. Яла газ та, шыв та кĕнĕ. Шкул, вулавăш, медицина пункчĕ, лавкка пур. Аслă вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса пĕчĕк палăк ларать.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ĕлĕк Чураппан ялĕ хальхи вырăнта пулман. Вăл лапра, Вырăс кӳлли леш енче, Ахтапан ялĕ çумĕнче вырнаçнă. Ахтапан пасарне каякан çул Чураппан ялĕ витĕр иртсе кайнă. Иртен-çӳренсем кунта пурăнакан халăха тарăхтарса çитернĕ: çуса хунă кĕпе-йĕме вăрланă, килĕ-çурчĕсене çаратнă тата ытти те. Çак мăшкăла тӳсеймесĕр чăвашсем çултан аяккарах сăрт çине килсе вырнаçаççĕ. Çакăн пек легенда каласа пачĕç пире вырăнтисем. Н.И.Ашмарин словарĕнче «чураппан» сăмаха çапла ăнлантарнă: «Чураппан – тĕне кĕмен чăваш ячĕ. Тăмпай ывăлĕ. Вăл çак яла пуçласа яракан шутланать» [1].
Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Акимов Степан Акимович (1863-1924) — Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн вĕрентевçи, Парижри университетăн (Сорбоннăн) çутçанталăк уйрăмне пĕтернĕскер (1906).[2]
- Аксаков Николай Павлович — Волхов фронтĕнчи паллă снайпер, 138 тăшмана пĕтернĕ. Снайпер винтовкине Волхов фрончĕн çарпуçĕ Кирилл Афанасьевич Мерецков парнеленĕ[3][4][5];
- Барсуков Николай Александрович (1914 çур.) - ветеринари ăслăхĕсен докторĕ;[6][7]
- Васильев Иван Васильевич - юрăç (баритон), педагог, ЧАССР тава тивĕслĕ вĕрентӳçи.
- Неверова Надежда <ашшĕ ячĕ халлĕхе паллă мар> - «Чувашия» патшалăх телерадиокомпанин дикторĕ.
- Садовников Григорий Данилович -Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ [8][9];
- Семёнов Анатолий Семёнович (?- 1919) — Раççей империйĕнчи патша çарĕн штабс-капитанĕ, XX ĕмĕрти Граждан вăрçинче Хĕрлĕ çарăн перевçĕсен 49-мĕш дивизийĕн 439-мĕш полкĕн командирĕ[10][11].
- Степанов (Шатаев) Иван Степанович (1876-?) — 1918-мĕш çулта РСФСР Конституцине куçаракансенчен пĕри пулнă[12].
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Сувар хаçăт Чуруппан çинчен
- ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ
- ^ Подвиг народа
- ^ "Снайперская пуля всегда в карауле"
- ^ Soviet sniper Nikolay Pavlovich Aksakov
- ^ Хуначи Кашкăр. Юманпа хĕвел. Ш., 1975. — С. 103-104. —С(чув) К 31.
- ^ Димитриев В.Д. Барсуков Н.А. — электронла чăваш энциклопедийĕ.
- ^ Народная энциклопедия "Мой Красноярск"
- ^ Библиотека "Люди и книги"
- ^ Чувашия в период Гражданской войны
- ^ БОЧКАРЕВ ИВАН ПЕТРОВИЧ.
- ^ И.Я.Яковлев. Из переписки. Часть 1. Чебоксары, 1989. — С.310-11.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Теччĕ районĕн пурăнан вырăнĕсем | ||
---|---|---|
Администраци центрĕ: Теччĕ хула Ялсем: Анат Таркан • Аслă Ăнă • Аслă Таркан • Ахтапан • Берлек • Ивански • Ивански • Катăш • Кашка • Кăнна Кушки • Кĕлмет • Кивьял • Кирттели • Кивĕ Сăмаравкка • Килтĕш • Кушкуй • Колунец • Майски • Мăкшă Таяпи • Монастырски • Пăхăрçă • Пессун • Победа • Пурччав • Пухтел • Пушчă • Сӳнтĕк • Çармăс • Çĕнĕ Сăмаравкка • Çĕньял • Тарканпуç • Трудовик • Тутар Питенкĕ • Тутар Чураппанĕ • Чăваш Таяпи • Хĕрлĕ Таркан • Хупкĕпер • Чакăлтăм • Чăваш Чураппанĕ • Шанчă • Шÿккев • Урюм • Ӳтемĕш • Юккел |
![]() |
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |