Пушчă
Пушчă
|
Пушчă (выр. Вожжи, тут. Башчы, мăкшăлла епле пулни паллă мар), — Тутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ. Мăкшăсем тата тутарсем пурăнаççĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Теччĕрен 50 çухрăмра вырнаçнă. Яла газ та, шыв та кĕнĕ. Шкул, вулавăш, медицина пункчĕ, лавкка пур. Аслă вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса пĕчĕк палăк ларать.
Кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Г.Т.Тимофеев каласа панинчен[1]:
Пуща ялё патне çитрёмёр: анкартисем, кёлетсем курăнаççё, ялти пуртсен тăррисем курăнкалаççё. — «Кунта çуртсем аван-и?» тетёп эпё. — «Питенкеринчен начартарах кунта çуртсем», теççё мана. Яла пырса кёнё çёрте пёр анкартинче çиччён-саккăрăн авăн çападдё. Арçыннисем кăвак улачасемпе, çаптарккăсемпе, хёрарăмёсем шурă кёпесемпе. Кёпи аркисене пирён енчи евёрлёрех, хай Тупах таврашёнчи пекрех, тытнă; пуçёсенче те тата пирён енчи пек тутăр мар. — «Хай чăнах та Тупах çыннисем евёрлё иккен кунти çынсем», тетёп эпё хам ăшăмра. «Чăвашсем-и ку?» тетёп эпё. — «Мăкшăсем вёсем», теççё мана. Акă япала: кунта мăкшăсем те пур иккен! Капла çынсем иккен ку мăкшăсем: çурчёсем, тумтирёсем! Ёлёк Чёмпёрте юлташсем: «ирçе, ирçе», текелесе калаçатчёç, çавă иккен ку. Акă мăкшă курманччё, мăкшă куратйп ёнтё. — «Мăкшăпа ирăе пёр-и вăл?» тетёп эпё. — «Уйрăмё сахал», теççё мана. — «мăкшăсем капларах, ирçисем çапларах», тет Якку. — «Кунта ирçисем те пур-и?» — тетёп эпё. — «Пур та, кунтан инçерех вёсем», тет Якку. мăкша ялне кётёмёр те урам тăрăх каятпар. «Кусен çурчёсем Çёрпу чăвашёсем евёрлёрех иккен, урамёсем те чăвашсеннё пек тăвăр», тетёп эпё. Кайрăмăр-кайрамăр та урампа сулахаялла пăрăнса кёрсе кайрамăр: çынсем хутлăхёпе ялтан тухатпар.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Тимофеев Г. Т. Тăхăръял. – Шупашкар, 1972. (Çавах 2002-мĕш çулта тепĕр кăларăмпа тухнă: Тимофеев Г.Т. Тӑхӑрьял : этнографи тӗрленчӗкӗсем, халӑх сӑмахлӑхӗ, ҫырса пынисем, ҫырусемпе асаилӳсем 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. / Г. Т. Тимофеев ; [Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. - 1-мӗш кӑларӑма А. В. Васильев (Васан) пухса хатӗрленӗ, 2-мӗш кӑларӑма В. П. Станьял хушусемпе тӳрлетӳсем кӗртнӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. - 431 с. – (Девятиселье).) — С.340.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пушчă пирки кĕске информаци.
- Пушчă. 2017 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |