Контент патне куҫ

Ахтапан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
ял пулнă вырăн
Ахтапан
Патшалăх РФ
Вырнаçу Тутарстан, Теччĕ районĕ (ку — хальхи тăрăм; ял, пĕтиччен, Пăва районĕнче шутланнă)
Статус Ял хуçалăх çĕрĕ

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Ахтапан е АхтапаТутарстанти Теччĕ районĕнчи тахçан çавăн ятлă вырăс ялĕ пулнă вырăн. Ахтапана вырăсла Кильна тенĕ[1]. Асăннă ял чăваш культуринче те пысăк вырăн йышăннă. Ял пĕтсен ун историлле çĕрĕсем хăш ялсене лекни халлĕхе уçăмлăнах паллă мар[2].

Ахтапан тени мĕне пĕлтернине ятарласа тĕпченĕ теме çук. Анчах та тĕрĕк чĕлхисенче Ак тата Табан пĕрле (актабан) «шурă тупан» пĕлтерĕшлĕ иккенне асăрхама пулать.

Тиххăн Петĕркки çапла çырнă:

Ахтапан çулĕ. Ку çулпа кайсан, Хăят çывăхрах, теççĕ, анчах пĕр чăрмав пур: Кăннана юхса тухакан Киштек çырми урлă нихăçан та кĕпер хывмаççĕ, çыранĕ чăнкă...

Ыраш пусси. Ыраш вăйлă кăçал, пĕкĕ курăнмасть. Лăнкă çилпе шыв пек хумханать. Хир тăрăх тăман евĕрлĕ ыраш шăрки вĕçет. Икĕ çухрăмран — Кĕçĕн Ур, кăшт кайсан — Аслă Ур, ун урлă каçсан — Хулаш, ырăсем пурăнакан вырăн. Хула пулнă кунта тахçан авал. Мĕн чухлĕ кирпĕч, мĕн чухлĕ чӳлмек катăкĕ! Урсенче шăмăсем нумай. Çӳллĕ вырăн. Сулахайра—Кăнна чăнкă çыранĕ, шыв тепĕр енче — Ахтапан ялĕ, инçе мар Сĕве курăнать.[3]

"Хыпар" хаçатри статьяран:

И.Я.Яковлев Тăхăрьялсене Чĕмпĕрти тĕрлĕ кантурта çĕр пирки хускалнă ыйтусене татса пама пулăшнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл пулăшнипе, çине тăнипе çак ялсем Кăнна Кушки — 1186, Рункăпа Утрат — 430 теçеттин, Ахтапан — 225, Пимĕрсел 520 теçеттин çĕр илнĕ[4].

Хальхи тăрăм

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кунта унччен ял пулнине паянхи кун масар çеç аса илтерет. Тĕрĕссипе масар та мар ĕнтĕ, темиçе вилтăпри çеç, мĕншĕн тесен маларахри хĕрессемпе палăксен, тĕмескесен паллисем те юлманпа пĕрех. Вырăна Чăваш Чураппанĕ е Тутар Чураппанĕ урлă (машшынпа), çавăн пекех Вырăс Киштекĕ е Кăнна Кушки урлă (çуран) çитме пулать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Населенные пункты ТатАССР до 1941года. Больше-Тарханский район ТатАССР.
  2. ^ Исчезнувшие населѐнные пункты Республики Татарстан: справочник 2022 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. / под ред. Р.В.Шайдуллина. – Казань: ОП «Институт татарской энциклопедии и регионоведения АН РТ», 2016. – 320 с.
  3. ^ Тиххăн Петĕркки. Кушкă ачи :: Уяр аçи.
  4. ^ Хĕветке М. И.Яковлев тата Тăхăрьял. — Хыпар», 2006, авăн, 27