Контент патне куҫ

Вектор-йĕрке

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вектор-йĕрке тени патне хăй еккипех пырса тухма пулать.

Виçĕ хапаллă тата x,y,z тĕнĕлсемпе, пĕр-пĕрне перпендикулярлăскерсемпе, кăтартнă уçлăхра, a→ вектор i→,j→,k→ ортсем урлă çапла çырăнать

a→=axi→+ayj→+azk→.

Кунти ax,ay,az капсм — векторăн координачĕсем, ăна тĕппипе палăртаканскерсем. Вĕсене виçĕ юпаллă тата пĕр йĕркеллĕ A матрица пек ÿкерме пулать

A=(ax,ay,az); çакнашкал матрицăна вектор-йĕрке теççĕ. Математикăра вектора, вектор-йĕркене нумай виçеллĕ (виçĕрен ытла хапаллă) уçлăх тĕлĕшпе те анлăлатаççĕ те вара
A=(a1,…,an,…,am); ку та вектор-йĕрке текенниех пулать, ун тĕлĕшпе математикăра ятарлă символ та пур
A=row(a1,…,an,…,am);