Контент патне куҫ

Векторсене хушасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тĕп статьясем: Линилле операци тата Вектор (геометри)
Векторсене хушни тата вĕсен результачĕ пĕрле виçкĕтеслĕх евĕр пулать: c = a + b

Векторсене хушасси, е векторсене геометрилле хушасси[1] (акăл. addition of vectors), — операци, вăл икĕ вектор тĕлне виççĕмĕш вектора, векторсен сумми текенскерне, кăларса тăратать[2]. Кун чухне икĕ тата   векторсен сумми вăл — виççĕмĕш вектор, пĕрремĕш векторăн пуçламăшĕнчен иккĕмĕш векторăн вĕçĕ патне туртнăскер, кунсăр пуçне пĕрремĕш векторăн вĕçĕ иккĕмĕш векторăн пуçламăшĕ пулса тăрать (виçкĕтеслĕх йĕркевĕ).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]