Мадуров Фёдор Иванович
Курӑнакан калӑплав
(Мадуров Федор Иванович ҫинчен куҫарнӑ)
Мадуров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Фёдор Мадуров (Хӗветӗр Матурӑн) | ||
Çуралнă чухнехи ят: | Мадуров Фёдор Иванович | |
---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1942, ака, 24 | |
Çуралнă вырăн: | Баскак ялĕ, Шăмăршă районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП | |
Вилнĕ вăхăт: | 2022, нарăс, 20 | |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики, РФ | |
Гражданлăх: | ||
Вĕренӳ: | И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППИ | |
Парнесем: |
| |
Чыславсем: |
| |
Хисепсем: |
|
Мадуров Федор Иванович (Хӗветӗр Матурӑн, 24.4.1942, Баскак ялĕ, Шăмăршă районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 20.2.2022, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш скульпторĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомолĕн патшалăх парнине тивĕçнĕ[1]. ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕ.
Мадуров Дмитрий Фёдорович ÿнер тĕпчевçин ашшĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1942 çулхи акан 24-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕнĕ Шăмăршă районĕнчи Баскаки ялĕнче çуралнă.
Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнер-графика факультетне вĕренме кĕнĕ.
Çарта хĕсметре тăнă. Аслă пĕлӳ илнĕ факультетрех студентсене вĕрентнĕ.
2022 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă[2]
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Триптих «Телей» (йывăç),
- Н. К. Сверчков портречĕ,
- ансамбль «Время и жизнь» (йывăç, Шупашкар-Чĕмпĕр çӳлĕ çинчи кану вырăнĕ),
- «Кавар» тата «Кĕтни» композицисем (Третьяков галерейи),
- «Хоровод» монументлă композици (йывăç, «Ильинский» кану çурчĕ).
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Австрийская, О. Мадуров ҫитмӗлте те маттур! / О. Австрийская // Тантӑш. – 2012. – 26 ака (№ 16). – С. 7.
- Кротова, Т. Скульптурӑсенче – самана ҫыхӑнӑвӗ / Т. Кротова // Хыпар. – 2012. – 14 ака. – С. 16 : сӑн ӳкерчӗк.
- Мадуров, Ф. И. Хěветěр Мадуров, Хěвел Храмě патне çул хывакан шепсутçă... / Ф. И. Мадуров ; И. Иванов çырса илнě // Хыпар. – 1992. – 29 çу.
- Михайлов, А. Ырӑ пуҫарӑвӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑрччӗ / А. Михайлов ; С. Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗсем // Хыпар. – 2016. – 5 ака. – С. 11.
- Михайлов, В. Пултарулăх çулĕ – вĕçĕмсĕр / В. Михайлов // Шăмăршă хыпарĕ. – 2007. – 25 ака. – С. 5.
- Савельева, А. Федор Мадуров: «Скульптурăна искусствăсен искусстви тесе хаклатăп» / А. Савельева // Ялав. – 1996. – № 12. – С. 114-116.
- Тумаланова, М. «Хамӑн ӗҫсене чун ыйтнипе тӑватӑп» / М. Тумаланова // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. – 2012. – № 5 (май). – С. 11.
- Акташ, Т. Возрождение воспоминанием / Т. Акташ // Республика. – 2012. – 25 апр. (№ 19). – С. 11 : фот.
- Григорьев, А. Г. Мадуров Федор Иванович / А. Г. Григорьев, А. И. Мордвинова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 7.
- Денисова, С. Внутренняя динамика скульптуры / С. Денисов // Чăваш ен. – 1998. – 26-31 дек. (№ 51-52). – С. 8.
- Мадуров, Ф. И. Возрождение воспоминанием / Ф. И. Мадуров // ЛИК. – 2007. – № 3 (11). – С. 121-129.
- Мордвинова, А. И. Тенденции и имена в чувашской скульптуре конца XX начала XXI века / А. И. Мордвинова // Актуальные вопросы истории и культуры чувашского народа = Чӑваш халӑх историйӗпе культурин ҫивӗч ыйтӑвӗсем. – Чебоксары, 2011. – Вып. 1. – С. 99-115.
- Пейков, Н. Поможем скульптору Мадурову отреставрировать монумент / Н. Пейков // Чебоксар. новости. – 1998. – 11 авг.
- Петрова, В. Первые / В. Петрова // Чăваш ен. – 1993. – 29 мая-5 июня (№ 2).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Категорисем:
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Шăмăршă районĕнче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Википеди:Ӳкерçĕсем пирки Викиампарти капăрлатман статьясем
- Ӳкерçĕсем, алфавитпа
- Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх премиллĕ лауреатсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1942 çулта çуралнисем
- Акан 24-мĕшĕнче çуралнисем
- 2022 çулта вилнисем
- Нарăсăн 20-мĕшĕнче вилнисем
- Чăваш ăсчахĕсем
- Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренсе тухнисем