Контент патне куҫ

Мумин ибн Ахмад

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мумин ибн аль-Хасан е Мумин ибн Ахмад
Ашшĕ Ахмад ибн Джагфар
Ачисем Абд ар-Рахман ибн Мумин[d]
Volga Bulgaria dirhams Mumin ibn al-Hassan
Мумин ибн аль-Хасан ертÿçĕре чухнехи (970-мĕш çç. вĕçĕ - 980-мĕш çç.) Атăлçи Пăлхар нухрачĕсем. Кĕмĕл. Станпа пустарнă. Эрмитаж фончĕсенчен

Мумин ибн аль-Хасан (Мумин ипӑн аль-Хасан) е Мумин ибн Ахмад (Мумин ипӑн Ахмат) (араб çырулăхĕпе مؤمن ابن احمد) — Атăлçи Пăлхарăн чи аслă тăрăмри пуçлăхĕ (970-мĕш çç. вĕçĕ - 980-мĕш çç.). Унăн ячĕ нумизматика палăкĕсенчен паллă.

Çăлкуçра ят (иккĕмĕш вариант темелле) çапла çырăнать:

مؤمن ابن احمد

Мĕншĕн-ха ку тытăмçă икĕ ятпа паллă. Кун пирки ятарлă литературăра акă мĕн каланă[1]:

Мумин ибн аль-Хасан е Мумин ибн Ахмад Ахмадăн ывăлĕ шутланать. Вăл патшара ларнă чухне Атăлçи Палхарта укçасем (нухратсем) кăларнă. Шăпах çав укçасем тăрăх ун ячĕ паллă та ĕнтĕ. Ун хыççанхи патша — Абд ар-Рахман ибн Мумин, Алмуш тăхăмĕ[2]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Вильданов Родион Фаясович. Дирхем Мумина бен Ахмеда с Рождественского могильника // Труды КАЭЭ, выпуск 5, Пермь, 2009
  2. Ф. Х. Хузин, И. А. Гилязов, В. И. Пискарев, Б. Ф. Султанбеков, Л. А. Харисова, А. А. Иванов, А. Г. Галлямова. ИСТОРИЯ ТАТАРСТАНА (учебное пособие) — § 6. Образование Булгарского государства 2013 ҫулхи Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Волжская Булгария и Русь. Казань, 1986.