Контент патне куҫ

Кăтрак

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кăтрак
Кăтрак
[[File:
Чăваш Енти Шăмăршă ялĕнчи Кăтрак палăкĕ
|220px]]
Çуралнă вăхăт: 630
Çуралнă вырăн Çурçĕр Кавказ
Вилнĕ вăхăт: 665
Вилнĕ вырăн: Вăта Атăл
Ĕçлев тĕсĕ: политик, патшалăх ĕçченĕ

Кăтрак, (вырăсла историлле литературăра Котраг, VII ĕмĕрте пурăннă), тĕрлĕрен чăвашла беллетристикăлла литературăра Кăтра Паттăр е Кăтра — Çурçĕр Кавказри аслă пăлхарсен пĕр пайне Атăл тата Шуратăл тăрăхĕ еннелле илсе килнĕ çын, Кубратăн иккĕмĕш ывăлĕ; авалхи пăлхарсен (авалхи чăвашсен) патши.

Купрат патша вилнĕ хыççăн пăлхар йăхĕсен пĕр пайĕн ĕмпĕвĕ (патши) пулса тăнă теме пулать.

Историлле çăлкуçра Феофан Пĕлтеревçĕ (грек Θεοφανής Ομολογητής, лат. Theophanes Confessor, 760 тĕлĕ —818) ун пирки çапла каланă[1].:

Тепĕр ывăлĕ, Котраг ятлăскер, Танаис[2] урлă каçса аслă пиччĕшне хирĕçле вырнаçнă.

Асăннă пулăм 671-мĕш çулта пулса иртнĕ. Атăлпа Шуратăл тĕлне хăçан пырса тухни тĕп-тĕрĕссĕн паллă теме май çук. Çапах та, «Танаис урлă» тени хăш еннелле кайнине уçăмлăн кăтартать.

Çапла вара, Кăтрак пирки, ун çинчен çăлкуçсенче асăнни шутсăр нумай теме çук пулин те, халапри сăнар мар, чăн-чăн историлле çын темелле.

Феофан Пĕлтеревçĕпе тата Никифор патриархпа çыхăннă XIII ĕмĕрти ÿкерчĕк (иккĕмĕшне пуç янă май сывпуллашаççĕ, 815-мĕш çул)
Никифор патриархпа çыхăннă XIII ĕмĕрти ÿкерчĕк (пуç яни, 815-мĕш çул)

Асăннă пулăм пирки Феофан Пĕлтеревçĕ çеç мар, тата Никифор патриарх та (грек Πατριάρχης Νικηφόρος; 758 тĕлĕ — 828) хăйĕн "Бревиария" ятлă ĕçĕнче шăп та шай çапла пĕлтерет[3].

Кунсăр пуçне малтанхи автор, Феофан Пĕлтревçĕ, "котраг" тесе пăлхарсен пĕр йăхне те асăнать. Палăртас пулать, Никифор та, Феофан та Котраг Дон урлă каçса вырнаçни пирки çеç калаççĕ, Атăлпа Шуратăл патнех çитни пирки калани çук кунта (тен, хроникăсен урăх тĕлĕсенче пур пуль). Çапах та ку пурпĕрех çурçĕрелле тунă пĕрремĕш утăм пулать.

Çапла вара, Византире пурăннă Никифор патриарх тата Феофан Пĕлтеревçĕ, иккĕшĕ те, Котраг пирки пĕлмелли тата пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă тĕп историлле çăлкуçсем пулса тăраççĕ.

Кăсăклă хыпарсем[4]

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăтра паттăр ертсе пыракан йăхсем: сăкăтсем, шăхальсем, уписем, сăварсем, элшелсем, эссекелсем, чăвашсем тата ыттисем те çурçĕрелле кайса тапăнса пыракан хасарсенчен хӳтĕленме Танаис хĕрринче Саркел хулине туса хураççĕ. Анчах та хасарсем тапăнса килнине чăтма питĕ йывăр пулса пырать. Вара Кăтра паттăр ертсе пыракан йăхсем тата çурçĕререх кайса тăватă Атăл — Чулман Атăл, Шурă Атăл, Нухрат Атăл, тата Аслă Атăл — тăрăхне вырнаçаççĕ те хăйсен шĕкĕр хулине никĕслеççĕ. Ку — Аслă Пăлхар хули. Ытарайми хитре те пуян çĕршыв пулнă ку тăрăх: "... виçĕ тĕслĕ çĕршыв пулнă, — çырса кăтартать Тинехпи Петĕр Михалкки. — Чăн кăнтăрта — пуш-уйла хирсем, варринче — çеçенхирсем, Самартан çурçĕрелле тата вăрманлăхсем... Кай енче — Мăн Атăл, мал енче —Ейĕк. Çурçĕр енчерехрен Мăн Атăла чалăшăн Чулман Атăл юхса кĕрет. Варринче тата урлă та пирлĕ юхакан пĕчĕкрех шывсем пит нумай. Вĕсенĕ хушшинче чи паллăраххисем: Ирхис, Самар, Кинел, Сук, Çарăмсан — кусем Атăла юхса кĕреççĕ. Шуçăм (Шешма), Сай, Ах (Ик), Шурă Атăл хăйĕн Тимпе йӳппипе Чулмана юхса кĕреççĕ. Сакмарпа Салмаш тата Ейĕке шыв туртараççĕ. Купрат патша ывăлĕ Кăтра паттăр хăйĕн халăхне чунтан-вартан юратнă. Тăван халăхĕ çĕнĕ хăтлă çĕршывра лайăх ĕрчесе-хунаса телей курса пурантăр тенĕ ĕнтĕ вăл.

Авалхи пăлхарсен çул-йĕрĕ

2022-мĕш çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнче (Тутарстанăн Çĕпрел районĕпе чикĕленнĕ тĕлте) Атăлçи Пăлхар никĕслевçи Кăтрак ячĕпе палăк лартнă[5].

16 января 2023-мĕш çулăн январĕн 16-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Ширяево ялĕн территорийĕнче Атăлçи Пăлхар никĕслевçи Кăтрак ячĕпе палăк лартнă[6][7].

Monument to Khan Kotrag
Самар кукринчи палăк

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Хронография Феофана Исповедника по переводу версии О. Бодянского, 1854 год 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Дон шывне çапла каланă.
  3. ^ Дроздов, Юрий Николаевич. Тюркскоязычный период европейской истории — Литера, Moskva : Litera, 2011.
  4. ^ Тĕпрен илсен, сумлах мар çăлкуçсем çинче никĕсленнĕ калав. Анчах та хăшпĕр кăсăк пулнине кура ку татăка çак статьяна кĕртнĕ
  5. ^ Открытие памятника великому предку чувашского народа, основателю Волжской Булгарии, скульптурной композиции «Котраг на коне»
  6. ^ В Самарской области установили памятник основателю Волжской Булгарии (выр.) (16.01.2023).
  7. ^ На берегу Волги установили памятник первому хану Волжской Булгарии — Концептуальная война. Болгарско-российские отношения. 07:22  18 января 2023 / ИА Красная Весна


Аслă Пăлхар ĕмпĕвĕсем
Аспарух | Альших | Кăтра Паттăр | Кувер | Купрат | Питпуян | Урхан |